Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +12.5 °C
Можно устать от мужчины, от его денег - никогда.
(Мавпа)
 

Вика Сорокина: Пуҫлӑх ывӑл-хӗрӗн харсӑрланма юрать-и?

Вика Сорокина02.06.2016 18:384981 просмотров

Пуҫлӑх ывӑл-хӗрӗн харсӑрланма-пуҫтахланма юрать-и? Ахаль, пирӗн пек ҫынсен ачисемпе танлаштарсан вӗсем хушшинче уйрӑмлӑх пур-и? Ята кӗрсен вӗсене пурне те пӗр пек ӳпкелемелле-ятламалла-и е вӗсене те кусене те пӗр пек шеллесе хӗрхенмелле-и? Ҫак ыйтусене кашни ҫын тӗрлӗрен хуравласси пирки пӗртте иккӗленместӗп.

Темиҫе кун каялла кӑна, ҫу уйӑхӗн 29-мӗш каҫхине, ҫурҫӗр иртсен, Шупашкарта икӗ урапа ҫапӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫырчӗ-ха. Ҫул-йӗрти инкек, шел те, вӗҫӗм пулать те, хӑнӑхса ҫитрӗмӗр те курӑнать. Ҫук-ха, ҫухату тӳсекенсем, шар куракансем ниепле те хӑнӑхаймӗҫ. Усал хыпар-хӑнара МИХсенче илтсе йӑлӑхни пирки каласшӑнччӗ эпӗ.

Анчах халӗ эпир асӑннӑ инкекре Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн 17 ҫулти ывӑлӗ айӑплине палӑртнӑ. Ҫакскерӗн руль умне ларма ирӗкӗ те пулман: урапана тытса пыма ирӗк паракан правана 18 тултарсан кӑна параҫҫӗ-ҫке.

Инкек сиксе тухнӑ хыҫҫӑн ҫынсен тӗрлӗ ыйту ҫуралнине ӑнланма пулать: 17-ри каччӑна ашшӗ-амӑшӗ мӗн тесе руль умне ларма ирӗк панӑ? Каҫхи клубран таврӑнакан ҫамрӑк эрех сыпнине, ҫавӑнпах вӑл медицина тӗрӗслевӗ тухма хирӗҫленине калаҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн ШӖМӗн пресс-служби хыпарланӑ.

Инкек пирки тӗрлӗ шайри массӑллӑ информаци хатӗрӗсем те пӗлтернӗ. Ҫав шутра — Пӗрремӗш телеканал та.

Шупашкарӑн сити-менеджерӗн ывӑлӗ урапапа пырса ҫапӑннине хыпарланӑ хыҫҫӑнах тӗнче тетелӗнче тем тӗрлӗ те сӳтсе явма пуҫларӗҫ. «Вӗсем валли саккун ҫук. Пӗрех айӑпламӗҫ. Ашшӗ ывӑлне хӳтӗлесе хӑварӗ», — йышши ҫыракансем Алексей Ладыков ывӑлӗ маларах та пӑтӑрмаха лекнине аса илчӗҫ.

Камшӑн мӗнле пулӗ те, маншӑн тӗлӗнмелле пек туйӑнчӗ (тӳррипе вара ҫапла пулмалла та ӗнтӗ), анчах та Алексей Ладыков хӑйне ним пулман пек тытмарӗ. Инкек хыҫҫӑн темиҫе сехетренех вӑл ҫапла каланӑ: «Ҫул ҫитмен манӑн ывӑл хӑйне тӗрӗс мар тытса пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Унӑн ӗҫӗсемшӗн эпӗ явап тытма хатӗр». Унтан вӑл кӑштах кӳренӳллӗнтерехӗн хушса хунӑ: «Сире вара ачӑрсемпе пӑтӑрмах ан пултӑр тесе сунатӑп, ачӑрсем сывӑ та телейлӗ пулччӑр».

Кайран ашшӗне те, ывӑлне те штрафланине пӗлтӗмӗр.

Пӑтӑрмахлӑ лару-тӑру пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та тунтикунсерен иртекен правительство планеркинче хускатнӑ. Унта вӑл ку темӑна политикӑпа ҫыхӑнтармалла мар тесе каланӑ.

Тепӗр пуҫлӑх хӑйӗн кӑлтӑкне те, ҫывӑх ҫыннисенне те йышӑнмасть те, Алексей Ладыков ҫапла тытни, ман шутпа, мӗн тесен те мухтава тивӗҫ. Элтепер ку ыйтӑва хускатни те тӗрӗс. Анчах кун пирки те теприсем тӗрлӗрен шухӑшлаҫҫӗ: «Хыпар МИХсем тӑрӑх сарӑлман пулсан шарламасӑрах ирттеретчӗҫ».

Тем темелле ӗнтӗ... Пӗр тесен, пуҫлӑхсен ачисем ыттисенчен нимпе те уйрӑлса тӑмаҫҫӗ тейӗн. Ҫук-ха, уйрӑмлӑхӗ пур паллах: вӗсен мулӗ те ытларах, майӗ те. Пӑтӑрмахӗ вара пуяннисемпе чухӑннисене, ҫемҫе пукан йышӑнаканнисемпе урам шӑлаканнисене суйламасть. Саккун умӗнче вара пурин те пӗр пек пулмалла пек. Пурнӑҫра апла пулсах пымасан та, саккунӗнче ҫавӑн пек ҫыраҫҫӗ-ҫке. Пуҫлӑхсен ывӑл-хӗрӗн вара, мӗн тесен те, хӑйсенчен ҫирӗпрех ыйтмалла пек туйӑнать. Леш хайхи-майхи ят-сум текеннине ямалла марах-тӑр вӗсен.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики