Юлашки ҫулсенче хӗрарӑмсенчен хӑшӗсем тӗрлӗ сӑлтава пула килте ача ҫуратма тытӑнса кайрӗҫ. Ҫакна вӗсем тем тӗрлӗ те ӑнлантараҫҫӗ. Килте ҫуратас йӑла, тӗпрен илсен, анӑҫран килет тесе палӑртаҫҫӗ. Тепӗр тесен, пирӗн чӑваш хӗрарӑмӗсем те, Анӑҫа-мӗне кайса курмасӑрах килтех ҫуратнӑ. Анчах... ку вӑл, чӑн та, ӗлӗк пулнӑ. Хирте тырӑ вырнӑ вӑхӑтрах амӑшӗ пулса тӑнисем сахал-им?
Тухтӑр патне каймасӑр ача ҫуратнине теприсем пульницӑсенчи тӳрккеслӗхпе сӑлтавлаҫҫӗ. Чӑн та, шурӑ халатлисем кӑнттаммине, шел пулин те, час-часах асӑрхама тивет. Халӗ ку енӗпе тӗп врачӗсем ҫирӗп ыйтма тӑрӑшнӑҫи пулаҫҫӗ-ха. Пульницӑсен ӗҫӗшӗн яваплисем те кӑлтӑк пирки хӑйсене систерме ыйтаҫҫӗ, этикӑпа деонтологи виҫисене пӑхӑнманшӑн явап тыттарма шантараҫҫӗ.
Хӗрарӑмсем килте ҫуратма пуҫлас йӑла иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче пуҫланса кайнине пӗлтереҫҫӗ. Ун чухне тӗнчери аталаннӑ ҫӗршывсенчи пульницӑсенче те ҫӗрекен чирсем сарӑлма тытӑнса кайнӑ. Ку вӑл тин ҫеҫ ача ҫуратнӑ хӗрарӑмсемпе ачисен хушшинче тӗл пулнӑ. Унтан чир тата шаларах кайнӑ: пневмони, менингит, йывӑр гастроэнтерит, омфалит, остемиолит, мастит, эндометрит тата йышшисем аталанма пуҫланӑ. Ҫак амака сараканни стафилококк микробӗ пулнине палӑртнӑ. Ҫакна пула ҫынсем хӗрарӑмсем пульницӑра сиенленессинчен шикленнипе килте ҫуратас шухӑш патне пырса тухма тытӑннӑ-мӗн.
Килте ҫуратнин лайӑх енӗ шутне пульницӑра инфекци лектерес хӑрушлӑх ҫуккине кӗртеҫҫӗ. Ачапа амӑшӗ пӗр-пӗринпе тӳрех хутшӑннипе пӗрне-пӗри микроорганизмсене параҫҫӗ пулать те иммунитет ӗҫлесе каять имӗш. Тата хӗрарӑм психологи стресӗ илет.
Килте ҫуратакансене тухтӑрсем ырламаннине ӑнланма пулать. 21-мӗш ӗмӗрте пурӑнса ваннӑйра е урӑх меслетпе ача ҫуратса ларни хӳшӗсенче е ҫӗр пӳртсенче пурӑннӑ саманта аса илтернӗн туйӑнать. Ку темӑна, сӑмах май каласан, ҫак кунсенче Шупашкарта иртнӗ канашлура та сӳтсе явнӑ. Унта неонатологсем, педиатрсем, анестезиолог-реаниматологсем, ультрадиагностика врачӗсем, медицинӑри ытти специалист, медицина организацийӗсен ертӳҫисем пуҫтарӑннӑ.
Ытти ыйтусемпе пӗрлех хӗрарӑмсем пульницӑра мар, килте ача ҫуратнине те тухтӑрсем сӳтсе явнӑ. Акушерсем сӑнанӑ-асӑрханӑ тӑрӑх, килте ҫуратакан хӗрарӑмсем хӑйсене те, ачисене те сиен кӳреҫҫӗ. Тӗменти патшалӑх медицина академийӗн акушерпа гинекологийӗн кафедрин заведующийӗ Ирина Кукарская вара ача ҫуратнӑ чух акушерсем кирли пирки ҫав канашлура ҫирӗп палӑртса хӑварнӑ.
Апла пулсан 21-мӗш ӗмӗрте ача килте ҫуратса ларнине, мӗн тесен те, айванлӑх тесе кӑна хаклайӑн.
Сӑн ҫинче: Лорэн Энц. Аккушерка
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.