Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Женщины скорее могут преодолеть свою страсть, чем свое кокетство.
(Ф.Ларошфуко)
 

Agabazar: Фанагори, Пӑлхар, Шупашкар, .... Чӗмпӗр

Agabazar19.05.2016 16:554628 просмотров

Чӗмпӗр облаҫӗн ҫурҫӗр енче, Сӗве шывӗн сылтӑм ҫыранӗнче, Хӗрлӗ Сӳнтӗк ятлӑ пӗчӗк тутар ялӗ пур. Ҫав тӗлте 10-мӗш ӗмӗртен юлнӑ мунча ишӗлчӗкӗсене тупнӑ 1990-мӗш ҫулсенче. (Раҫҫей нимӗҫӗсем валли ял тума хӑтланнӑ чухне экскаватор ӑнсӑртран чакаласа кӑларнӑ: "нимӗҫ ялне" тӑвайман, анчах истори палӑкӗ тупӑннӑ).

Каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ, ку объект Атӑлҫи Пӑлхар тапхӑрӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ.

http://ullica.ru/2014/10/13/vandaly-ili-poxititeli/

Нумаях пулмасть Владимр Болгарский текен сайтҫӑ << Хунакур (Фанагория),-кашни пӑлхар-чӑвашӑн тивӗҫӗ — кунта ҫитсе кур!>> ятлӑ статья пичетлесе кӑларчӗ.

http://chuvash.org/blogs/comments/2731.html

Унта автор, тӗпрен илсен, Чӑваш Республикине пӗтерсе хурас хӑрушлӑх пурри пирки ҫырать.

Кунашкал хӑрушлӑх чӑнах та пур.

Мускавра ҫавнашкал плансем пур пулсан тата ӑна пурнӑҫа кӗртме тытӑнас пулсан, эпӗр нимех те тӑваймӑпӑр.

Тӗнчере ним те пӗр вырӑнта тӑмасть, пурте улшӑнать. Пур пулӑмсене хӗвел сӳничченхи тапхӑра ҫити консервацилесе хума пултараймастпӑр эпӗр. Эппин, мӗн тӑвасси пирки халех шутлас пулать. Тавайӑр Владимир Болгарский юлташа унӑн шухӑшӗсенче тӗрек пама хӑтланса пӑхар.

Ну, калӑпӑр, еплерех те пулин меслетпе Чӑваш Республикине чӑнах та пӗтерме шутласа хучӗҫ тейӗпӗр. Хирӗҫ тӑма пулать, анчах пайти пулӗ-ши? Мӗн тумалла унашкал лару-тӑрура?

Улӑшусем пулас пулсан та, вӗсем чӑвашшшӑн юрӑхлӑрах пулччӑр — акӑ мӗн пирки шутлас пулать!

Мускаври ҫынсем сӗнекен вариантсем пирӗншӗн ниепле те юрӑхлӑ пулма пултараймаҫҫӗ. Хамӑрӑн пуҫсенех ӗҫлеттерме тивет.

Калас пулать, 1920-мӗш ҫулсенче ҫӗршывӑмӑрта наци территорийӗсем ӑсталанӑ чухне чӑваша пит нумаях лекеймен. Чӑваш Республики лаптӑкӗпе чи пӗчӗккисенчен пӗри. Ку фактпа пит мухтанмаллиех ҫук. Ҫапла пулни чӑваша яланах ура хурса пынӑ.

Эппин, пысӑкланма пултарӗ-ши вӑл? Каштах та пулин?

Чӑвашшӑн пӗртен-пӗр кӑшт юрӑхларах вариант ҫеҫ пур: Вӑл Чӑваш Республикине Чӗмпӗр облаҫӗпе пӗрлештерес проект. Халлӗхе асӑннӑ проект ҫук-ха.

Анчах та кунта пӗр япалана ялан асра тытмалла. Проектланакан ҫӗнӗ субъектра ниепле те "Чӑваш" сӑмаха сиктерсе хӑвармалла мар, ҫухатмалла мар. Ҫавӑн пекех "Республика" тени те сыхланса юлмаллах. Апла мар-тӑк — "тӗнче пӗтет"!

Чӑн та, "чӑваш" вырӑнне "пӑлхар" пулсан килӗшме пулать. Ҫавӑнпа илсе кӑтартрӑмӑр та ӗнтӗ Хӗрлӗ Сӳнтӗк патӗнче тупнӑ мунчан ишӗлчӗкӗсене.

Ят сыхланса юлни е малалла аталанни — чи кирлӗ умсӑлтавсенчен пӗри!

Вӑт ҫаваншкал шухӑшсем ҫуратаҫҫӗ Хӗрлӗ Сӳнтӗк патӗнчи авалхи мунча ишӗлчӗкӗсем.

Чӗмпӗр облаҫӗнче пӑлхарлӑхпа ҫыхӑннӑ объектсем татах та пур. Ак ҫакӑнта пӑхса илме сӗнетӗп: Култура еткерлехӗн Департаменчӗн сайчӗ.

Ку карччынкка ак ҫакӑнтан.

Таса пулӑр!..

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики