Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -8.7 °C
Неведомые нам слова, все они полны смысла.
(Ник.Рерих)
 

Аçтахар Плотников: Чӑвашьен е Чӑвашстан

Аçтахар Плотников12.05.2016 11:324647 просмотров

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Кашни ҫӗршывӑн хӑйӗн пӗр сӑмахлӑ ячӗ пур: Франци, Итали, Бельги, Раҫҫей, Украина... Кашни ҫӗршыв ятне унта пурнакан халӑх хӑй чӗлхинчи чи хитре сӑмахпа калать, вӑл чылай чухне ытти халӑхсем калакан сӑмахран уйрӑлса та тӑма пултарать Эрменсем хӑйсен ҫӗршывне — Айастан, ытти халӑхсем Армени теҫҫӗ. Ҫавӑн пекех грузинсем хӑйсен ҫӗршывне — Сакортвели, осетинсем — Ирмстон, литовецсем — Литова теҫҫӗ. Пирӗнпе пӗр тымартан тухнӑ тӳрк-тӗрӗк халӑхӗсенчен чылайӑшӗ хӑйсен ҫӗршывне каланӑ чухне «стан» сӑмах хушаҫҫӗ —Тутарстан, Узбекистан, Казахстан тата ытти те. Анатри чӑвашсем те хамӑр ҫӗршыва Чӑвашстан теҫҫӗ, пӗр хушӑра патӑрьел районӗнче тухса тӑракан «Авангард» хаҫатра та ҫак сӑмаха час-часах усӑ курма тытӑннӑччӗ. Анчах пӑнтӑх самани йӑлипе, ҫӳлтен кӑшкӑрни илтӗнчё: «Кам ирӗк панӑ?? Камран ыйтнӑ? Обкомра капла калама йышӑнман!» Кун ҫумне ӑслах мар историксем, кӗрхи шӑна пек, кӑн-н! пырса ҫыпҫӑнчӗҫ: «Ку вӑл чӑваш чӗлхине тутарлатни пулать!» Пӗр сӑмахпа каласан, «Авангардра» Чӑвашстан тесе калама чарчӗҫ.

Тӗрӗс пулчӗ-и-ха ҫакӑ? Ҫук, тӗрӗс пулмарӗ. Чӑвашстан е стан тени чӗлхере пур, пирӗн чӗлхешӗн пӗрре те ют мар вал. Ака, кирпӗч ҫапнӑ чухне усӑ куракан хатер, ӑна та «стан» теҫҫӗ, вӑл пӗрре те «станок» сӑмахран мар, стан — кирпеч вырӑнӗ, кирпӗч ҫӗршывӗ... Кӗскен каласан, пирӗн чӗлхере стан та, Чӑвашстан та пулмалла. Чӑвашьен — юлашки вӑхӑтра шутласа тунӑ сӑмах, ан тив ку та пултӑр. Эппин, пирӗн ҫӗршыв, чӑваш ҫӗршывӗ — Чӑвашстан та, Чӑвашьен те. Чӑвашстан чӑваш ҫӗршывне пӗтӗмлетсе калани, Чӑвашьен — чӑваш ҫӗршывӗн пӗр пайӗ е чӑвашсем пурӑнакан ҫӗрӗн пӗчӗк пайӗ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики