"«Таким образом... психология человека, отторгающего реформу правописания, абсолютно понятна... как видим, мотивы неприятия орфографических нововведений не лингвистические, а психологические, которые усугубляются возрастными причинами»." (Н.И.Егоров прахвиссӑр)
<Куҫару: Ҫапла вара, йӗркевсен реформине сирекен ҫыннӑн психологийӗ тӗппипех паллӑ... Куратпӑр ӗнтӗ, унӑн мотивӗсем лингвистика лаптӑкӗнче мар, психологире выртаҫҫӗ, асӑннӑ самант ӳсӗме кура та вӑйланать.>
"«просто надо меньше обращать внимания на бесконечные ламентации малограмотных в вопросах языкознания воинствующих дилетантов... Вот в чем суть проблемы»" (Н.И.Егоров прахвиссӑр)
Хисеплӗ Николай Иванович Егоров прахвиссӑр! Ҫырулӑха ӑна лингвистика валли тумаҫҫӗ. Ҫырулӑха ӑсталаҫҫӗ ҫынсем валли. Чӑххӑн та характерӗ пур тенешкел, кашни ҫыннӑн хӑйӗн психологийӗ пур.
Эппин кунта ҫынсен психологине те шута илме тиветех!
Нимӗн те тӑваймӑн! Урӑхла каласан, ҫырулӑх ҫынсемшӗн МЕЛЛӖ пулмашкӑн тивӗҫлӗ. Меллӗ пулмасан хайхи "лингвистика" текенни чӗрне хури тӗшне те тӑмасть.
Психологи, психологи тетпӗр-ха та, анчах кунта тӗрӗс ӑнланас пулать: кунашкал калани хайхи "хӑнӑху" тенине ҫеҫ мар пӗлтерет. Пурте чылай тарӑнрах. Ҫырулӑхпа усӑ курнӑ чухне кашни ҫын хӑйне хӑтлӑ туйма тивӗҫлӗ. Мӗн пирки кунта сӑмах пырать-ши тесе пуҫа минретмелле ан пултӑр кашнинче.
"Возраст" тенӗрен, хӑвӑра еплерех шутлатӑр? Каҫарӑр та апларах каланӑшӑн, эсӗр паян ҫап-ҫамрӑк яш мар ӗнтӗ...
Яшшисем ҫине вара таянма май пур-и-ха ҫырулӑх пирки калаҫнӑ чухне? Мӗншӗн лару-тӑрӑва пач пӗлмен ҫын пек калаҫатӑр?
Чӑваш ялӗсенчи шкулсенче чӑваш чӗлхи ятарлӑ кабинет пеккин алӑкне уҫсан пуҫланать те ҫав алӑкранах каялла тухсан вӗҫленет. Ҫав кабинет тулашӗнче чӑваш чӗлхи пачах та ҫук.
Тахҫан ӗлӗкех ҫамрӑксем тӑван ашшӗ-амӑшне те вырӑсла ҫырусем ҫырасси пуҫланнӑ, кун пирки нумай палӑртнӑ. Ӗнтӗ паян ҫырусем ҫырса аппаланакансем те питех ҫук. Чӑн чӑвашсем пек туйӑнакан ҫынсемех пӗрне-пӗри вырӑсла СМСсем янине пит аван пӗлетӗр, Николай Иванччӑ! Чӑваш ҫамрӑкӗсемшӗн, паллах, чӑваш ҫырулӑхӗ пачах та актуаллӑ япала мар! Вӗсен хушшинче хайхи-майхи "орфографи чӑнлӑхне" шырани — ПУСТУЙ ЯПАЛА!
Социаллӑ тетелсенче (Одноклассники, Вконтакте,...) чи чӑн чӑвашла пек туйӑнакан ялсенчи яшсем те паян пурте вырӑсла шарлантараҫҫӗ. Чӑвашла пӗр-ик сӑмах та пулин тупмашкӑн ҫав тери йывӑр. Хайхи хӑшпӗр мухтанчӑк вӗрентевҫӗсем "ҫамрӑксене ҫӑмӑллатнӑ ҫӗнӗ орфографипе" вӗрентрӗмӗр тесе каппайланаҫҫӗ. Чӑннипе вара, ҫавсен ӗҫӗн результачӗ пачах та курӑнмасть. Тӗрӗсрех каласан, курӑнать ӗнтӗ, анчах та тепӗр майлӑ: тӳнтерле! Ҫук унта сӑмахсене таткаласа ҫырнин "уссине" палӑртакан тӗслӗхсем. Пулма та пултараймасть!
____________________________________________-
Пӗремӗш хут мар ӗнтӗ, акӑлчан чӗлхинчи spelling терминпа усӑ куратӑп. Ӳкерчӗк ҫине пӑхӑр.
Ман шутпа ку сӑмах пит йӗркеллӗ тата ҫырулӑх мӗн тума кирлине пит аван уҫса параканскер.
Малалла "Малограмотнӑйсемпе" ытти "Дилетантсем" пирки.
Шел пулин те, эсӗр ахалех хӑвӑра пархатарсӑррӑн кӑтартакан ҫакнашкал поза пеккине йышӑннӑ. Питех те шел. Ан тив, шутсӑр чаплӑ, вӑйлӑ лингвист шутланатӑр, — анчах кам вара эсӗр ҫав териех ыттисене ҫавнашкал таптаса хуҫма?
Ҫакнашкал классикӑлла тӗслӗх пур: Хӗр ача ашшӗне шырать. Нивушлӗ ҫак ҫырулла фразӑн лӳпперлӗхне кӗсйере наука докторӗн дипломӗ ҫук ҫын ӑнланса илеймест! "Хӗр" тата "Ача" компонентсем хушшинче ПРОБЕЛ пур. Ҫав пробела палӑртас тесен клавиатурӑри клавишӑна ытлашши хут пусса илме тивет. Ҫавна май вырӑн тата темп ҫухалать. Кӑрӑнташпа е калемпе ҫырнӑ чухне те ку ытлашши япала. Ҫакна тавҫӑрса илмешкӗн прахвиссӑр е аккачемӗк пулни мӗн тума кирлӗ?
Асӑннӑ пробела пулах ҫын пуҫ миминче (психологи!) пӗрпӗтӗм ӑнлав икӗ еннелле сапаланасшӑн тапаҫланать: те хӗр, те ача... Ҫакна туйса илмешкӗн тӗрлӗрен премисен лауреачӗ пулни е виҫ-тватӑ вузӑн дипломӗллӗ пек шутланса тӑни епле пулӑшма пултараҫҫӗ?
Виталий Сергеев артистӑн миниатюрине астӑватӑр пуль ӗнтӗ. "Хӗрарӑм" сӑмах пирки шахвӑртаканнине. Качча кайнӑ, качча кайман е уйрӑлнӑ пулнине кура имӗш ҫырмалла. Залра ларакансем — прахвиссӑрсемпе аккачемӗксем мар. Е, пулсан та, сахалӑн. Тӗпрен илсен, манашкал кӑптӑрмӑш чӑвашсем кӑна. Апла пулин те шӳтӗн тӗшшине пит аван ӑнланаҫҫӗ. Ара, ухмах мар-ҫке-ха ӗнтӗ!
Вӑт, дилетант тетӗр, анчах та вӑл енне кайсан Ашмарина та ҫав ятпа асӑнма пулать. Мӗншӗн тесен вӑл революциччен ЦЕНЗОР пулса ӗҫленӗ (Петӗр Хусанкай евӗр каласан, ют ремаркӑсене йӗрленӗ). Пурнӑҫӑн ытти вырӑнӗсенче те ӗҫ-пуҫ чылай чухне ҫапла тӑрать. Галина Павловна Вишневская. Юрӑҫӑ. Примадонна. СССР халӑх артистки. Консерватори пӗлӗвӗ ҫук. Музучилище текеннинче те ҫур ҫул ҫеҫ вӗреннӗ. Вара ҫак ҫын "дилетант" пулать-ши?
Ак тата тӗнчери паллӑ дилетантсем пирки ятарлӑ кӗнеке пур. Каҫӑпа палӑртатӑп.
Тепӗр тесен, ӗҫ кунта та мар-ха ӗнтӗ. Каларӑм-ҫке, ҫырулӑх ыйтӑвӗсене ӑнкарса илмешкӗн темӗнле асар-писер хӑватлӑ ятарлӑ пӗлӳ таварашӗ кирлех те мар. Пуҫра пӗркеленчӗксем ҫителӗклӗ пулсан, вӑтам шкул пӗлӗвне ҫеҫ алла илнӗ ҫын та чухлама пултарать.
Акӑ, калӑпӑр, тӗнчере Эйнштейнӑн гравитаци теорийӗ (ОТО, пӗтӗмӗшле танлаштарулӑх теорийӗ) пур. Шкул ачи тӗппипех ӑнланса илме пултараять-и ӑна? Ҫук! Мӗншӗн тесен тензорла шутлав никӗсӗсене пӗлмелле. Ӑна вара шкулта вӗрентмеҫҫӗ. (Аслӑ шкулсенче те сайра хутра ҫеҫ). Квант механики тӗлӗшпе те ҫавах: малтан математикӑлла аппарата алла илмелле. Лингвистикӑн чылай пайӗсене чухлама та нумай-нумай ятарлӑ пӗлӳ кирлӗ. Кунпа эп килӗшетӗп. Анчах та хайхи ҫырулӑх ыйтӑвӗсене чаплӑ аккачемӗксемпе хӑватлӑ прахвиссӑрсем ҫеҫ чухлаҫҫӗ тени — нонсенс.
Ҫырулӑх ыйтӑвӗ: 90% психологи, 10% лингвистика.
Психологилӗх (меллӗлӗх!) саманчӗсене тапса сирпӗтме никамӑн та ирӗк ҫук.
Тепӗр хут калатӑп: ҫырулӑхри психологилӗх вӑл — чӑн малтанах Меллӗлӗх! Мӗн меллӗ — ҫавӑ лайӑх! Мӗн меллӗ мар — ҫавӑ начар!
Ну леш "хӑнӑху" тени ытти психологилле самантсем хушшинче чи кайра тӑни пирки каларӑмӑр ӗнтӗ...
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.