Кӑҫалтан чылай ҫӗнӗ саккун вӑя кӗчӗ. Водительсене пырса тивекенни те пур. Вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ: нумайӑшӗ ҫул-йӗр правилине пӑсать, куншӑн штраф тӳлеме тивет. Е халӗ пур ҫӗрте те тенӗ пекех камерӑсем лартнӑ. Асӑрхаса ӗлкӗрейместӗн-тӗк — штраф тӳле.
Ку — лайӑх-ха. Камерӑсене вӑрттӑн ҫӗре лартнине ӑнланмалла мар. Патшалӑха тупӑш кӳрет ку, анчах водителе — ниепле те. Камерӑсене пурте курмалла ҫӗре лартмалла. Паллӑ ӗнтӗ: вӗсене авари час-час пулакан, ҫын йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсене лартаҫҫӗ. Апла водитель камерӑна лайӑх куртӑр, хӑвӑртлӑхне чакартӑр. Полицейскисем ҫул ҫине тӗрӗслевпе тухсан йывӑҫ-тӗм хыҫне пытанни те тӗлӗнмелле пулӑм. Вӗсен тӗп тивӗҫӗ — водительсене асӑрхаттарасси. Пытанса ларсан ытларах укҫа тӑваҫҫӗ-ши? Кӗсйине хулӑнлатакан полицейски те ҫук мар. Кун пирки шӳт те пур. Водитель ҪҪХПИ ӗҫченӗсенчен 5 пин тенкӗллӗххине вакласа пама ыйтать. Лешӗ хуравлать: «Паян тин кӑна ӗҫе тухрӑм-ха».
Малашне парӑмсене тӳлемен водительсене праваран хӑтараҫҫӗ. Ку алимента та пырса тивет. Ара, суд ыйтсан та ачине укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерме васкаман ашшӗ-амӑшӗ халӗ мӗн чухлӗ? Ку саккун вӑя кӗнӗренпе чылайӑшӗ парӑма татма васкать. Камӑн ҫуран ҫӳрес килтӗр?
Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи кӑтартусене илсен, Чӑваш Енри 6 пин ытла ҫын штраф е алимент тӳлеменшӗн водитель прависӗр тӑрса юлма пултарнӑ. Вӗсен пурин те парӑмӗ 10 пин тенкӗрен иртнӗ. Ахӑртнех, чылайӑшӗ ку «списокран» тухнӑ. Саккун вӑя кӗрсен парӑмҫӑсен шучӗ палӑрмаллах чакасса тем пек шанас килет. Мӗнех, вӑхӑт кӑтартӗ. Уйрӑмах алимент тӳлеменнисем пирки пусӑм тусах калас килет. Аслисем пӗр чӗлхе тупайманшӑн вӗсем айӑплӑ мар-ҫке-ха.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.