Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -0.7 °C
Творите о себе мифы. Боги начинали только так.
(Лец)
 

Таисия Ташней: Тупиччен тупманни

Таисия Ташней26.03.2016 17:004196 просмотров

Ҫынсем, ватти те, яшшисем пушшех те, тӗнче тетелӗнче ларма кӑмӑлланине пурте пӗлетпӗр-ха. Пӗрисем унта ӗҫпе кӗреҫҫӗ, теприсем — тус-юлташпа хутшӑнма, виҫҫӗмӗшӗсем — вӑйӑ выляма. Хайхисем халӑха пӑшӑрхантаракан ыйтусене те хускатаҫҫӗ. Акӑ вӗсенчен пӗри. Хальхинче сӑмахӗ тупнӑ япалашӑн укҫа тӳлемеллипе тӳлемелле марри пирки.

Япала, уйрӑмах телефон, ҫухатса курман ҫын та ҫук пулӗ. Ача-пӑчана та иртӗхтеретпӗр те ҫав хатӗрпе, шӑпӑрлансем уйрӑмах тимсӗр. Кун каҫипе сикеҫҫӗ-выляҫҫӗ, ҫӑва шӑтӑкне кӗрсе тухманни кӑна пуль вӗсен! Канӑҫсӑр ҫав чунсем тепӗр чух телефонне ӑҫта кирлӗ унта «акса» хӑвараҫҫӗ. Кайран вӗсен амӑшӗсем: «Ҫапла-ҫапла тӗслӗ, ҫапла-ҫапла маркӑллӑ телефон ҫав-ҫав тӗлте ҫухалнӑ. Тавӑрса паракана тав тӑватӑп» йышши пӗлтерӳсем ҫырса лараҫҫӗ.

Ҫынсем усалланса пыраҫҫӗ тетпӗр пулин те пурте апла мар. Тупнӑ япалана та вӗсем тавӑрса параҫҫӗ. Теприсем хӑйсемех хуҫине шыраса пӗлтерӳсем ҫырса хураҫҫӗ. Анчах тӗлӗнмелле тӗслӗхсем те сиксе тухаҫҫӗ. Пӗринче Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри сумлӑ организацисенчен пӗринче, вӑл федераци шайӗнчи районти пайӗ шутланать-ха, вӑй хуракан хӗрарӑм пирки пӗри тӗлӗнсе ҫырнӑччӗ. Патшалӑх службинче тӑрӑшаканӑн ачи хӑйӑр купи патӗнче телефон ҫухатса хӑварнӑ. Ҫавна тупаканӗ хатӗре хуҫине тавӑрса парас тенӗ. Тата, пытарар мар, уншӑн хӑйне кӑштах тав тӑвасса шаннӑ ҫав этем. Анчах хӗрарӑм манран укҫа тапӑнатӑн тесе ӳпкелеме пуҫланӑ хайхи ырӑ кӑмӑллӑ ҫынна. Ку вара телефона тыттарнӑ та: «Мана ним те кирлӗ мар», — текелесе пӑрӑнса утнӑ.

Ҫак кунсенче каллех пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Пӗр каччӑ ача телефонне тупнӑ. Ҫитменнине, телефон хуҫин амӑшӗ телефона тупса паракана тав тума шантарса тӗнче тетелӗни ушкӑнсенчен пӗринче ҫырса хунӑ. Кайран ҫак икӗ енӗн ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Сапаланчӑк ачан амӑшӗ 300-500 тенкӗрен ытла парас килмен. Тупаканни 1500 тенкӗ таран илме ӗмӗтленнӗ-мӗн. Кайран хӗрарӑм каччӑна полиципех (унта пӗлтерессипе) хӑратма пуҫласа кайнӑ. Вара каччи ним укҫсӑр-мӗнсӗрех тавӑрса панӑ. Таси паха тенӗ пулинех.

Кун пек лару-тӑрӑва ҫынсем тӗрлӗрен хаклаҫҫӗ. РФ Граждан кодексӗн 229-мӗш статйин 2-мӗш пунктӗнче тупаканни тупнӑ япалан 20 процентне ыйтма пултарни пирки каланӑ.

Ҫапла, ҫӗр ҫыннӑн ҫӗр тӗрлӗ шухӑш та, тем каламалла...

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики