Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.3 °C
Не было еще гения без некоторой доли безумия.
(Сенека)
 

Руслан Сайфутдинов: Cас пама та, шӑп ларма та пӗлмелле

Руслан Сайфутдинов02.02.2016 21:274219 просмотровИзменить Удалить

Руслан Сайфутдинов 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче иртнӗ Ваттисен канашӗнче тухса каланӑ доклад.

 

Сывлӑх сунатӑп пурне те!

Чӑн малтан кунта ҫакӑн чухлӗ ҫын пуҫтарӑнасса кӗтменччӗ. Мӗншӗн тесен эп кунта пӗлтӗр килкелесе ҫӳренӗччӗ, ун чухне чи нумаййи те 11-12 ҫын пулнӑ. Паян вара ҫын самай нумай. Ку чӑннипех те савӑнтарать.

Чӑн малтан мӗн калас килет ӗнтӗ? Пӗрремӗш, енчен те эсир пурте халӑхшӑн тӑрӑшас тетӗр пулсан, ҫитес ҫулсенче халӑхшӑн татах та тӑрӑшмалла пулать. Вӑл, паллах, республикӑри лару-тӑрупа та ҫыхӑннӑ, ҫӗршыври лару-тӑрупа та. Укҫа-тенкӗ сахалланать. Ҫавӑнпа та чӑн малтан, паллах, вӑл наци ыйтӑвӗсемпе, культурӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусене витӗм сахалрах пулать ӗнтӗ. Укҫа-тенкӗ те сахалрах пулать. Ҫавӑнпа та халӑх культурине аталантарас ӗҫ вӑл ытларах патшалӑх органӗсенчен халӑх пӗрлешӗвӗсем ҫине куҫма пуҫлать. Тӗслӗхрен, Европӑра та чылай ҫӗршывра вӑл ҫавӑн пек. Ҫавӑнпа та чӑваш халӑхӗн пӗрлешӗвӗсен ҫак тиеве хӑйсем ҫине илме хатӗр пулмалла. Ваттисен канашӗн, паллах, пуринчен те малта пымалла ҫак ӗҫре.

Тата кунта Виталий Петрович Ваттисен канашӗн положенийӗ пирки, уставӗ пирки каларӗ. Ман шухӑшпа ваттисен канашӗн нимӗнле положени те, нимӗнле устав та пулмалла мар. Мӗншӗн тесен пӗр-пӗр положение е устава йышӑнсан — пӗр вектор пулать. Пӗр направлени палӑртса хуратпӑр. Вара ҫавӑнпа пурӑнма пуҫлатпӑр эпир. Анчах та, ман шутпа, ваттисен канашӗн унӑн нумай векторлӑ пулмалла, кунта тӗрлӗ шухӑшлӑ ҫынсем килмелле. Ытти халӑхсенни пек.

Тата халӑх пӗрлешӗвӗсем пирки каласан пӗр-пӗрин хушшинче килӗшӳ пулмалла. Халь паллах, ҫак пӗрлешӳпе Президент ҫумӗнчи Ваттисен канашӗ хушшинче кӑшт хирӗҫӳсем пулса тухаҫҫӗ. Вӑл пулӑмран эсир ниҫта та кайса кӗрейместӗр. Ман шутпа вӑл хирӗҫӗве мӗнле те пулсан чарса лартмалла. Сирӗн вӗсенчен ик-виҫ утӑм маларах пулмалла. Мӗншӗн тесен сирӗн хӑвӑр тӗллӗн ӗҫлемелле. Эсир тумасан сире никам та туса памасть.

Эсир паян кунта пуҫтарӑнатӑр та саланса пӗтетӗр. Пӗрисем района каяҫҫӗ, теприсем Шупашкартах юлаҫҫӗ. Сас-хура ҫук. Республикӑра нимӗн те пулса иртмест, ваттисем шӑп лараҫҫӗ. Тепӗр пӗр уйӑх иртет те эсир каллех пуҫтарӑнатӑр. Шавлатӑр, мӗн те пулин сӳтсе яватӑр, йышӑнусем тӑватӑр. Кайран каллех саланса пӗтетӗр. Эсир ҫук. Халӑх пӗлмест сире. Районсенче сире пӗлмеҫҫӗ. Ман шухӑшпа чи пӗрремӗш утӑмра ҫак эсир пуҫтарӑннисем усӑсӑр иртмелле мар. Енчен те кунта пуҫтарӑннӑ хыҫҫӑн халӑх шӑпи кӑшт та пулин — пӗр икӗ миллиметр пек — ҫӳлерех хӑпарсан та лайӑх пулмалла. Анчах та, шел пулин те, паян ун пекех мар.

Ваттисен канашӗ халӑхшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ ыйтусем тавра пуҫтарӑнса калаҫмалла. Хутран-ситрен. Е халӑхӑн кулленхи пулӑмсене сӑнаса тӑрса кашни ыйту пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтерсе тӑмалла. Енчен те пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем пирки калаҫмасан уйӑхне пӗрре, икӗ уйӑхра пуҫтарӑнни те ҫитет. Халӑх кун-ҫулне кашни кун сӑнаса тӑрас тесен — паян, ыран — кунта халӑх канашӗн оперативлӑрах ӗҫлемелле. Ҫакӑн пек пуҫтарӑнмасан та, анчах та интернет урлӑ та питӗ лайӑх ҫыхӑну тытма пулать. Тӗслӗхрен, ак ҫак кунсенче пирӗн республика пуҫлӑхӗ ҫырупа тухса калаҫрӗ. Вӑл юнкун пулчӗ. Президент паян тухса калаҫрӗ — ыран ваттисен канашӗн ҫак ҫыру пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтермелле. Мӗншӗн тесен шӑп ҫак пӗрремӗш кунсенче ҫырӑва пурте пӑхаҫҫӗ, сӑнаҫҫӗ — ҫак вӑхӑтра халӑхӑн тимлӗхӗ пур. Вӑл вӑхӑтра Ваттисен канашӗн хӑйӗн сассине парса хӑвармалла. Анчах та Президент калаҫни иртсе кайрӗ, эпир хамӑр шухӑша пӗлтермерӗмӗр.

Виталий Станьял:

— Сан шутпа ӑҫта пӗлтермелле? Официаллӑ хаҫатсем пире пичетлемеҫҫӗ.

— Официаллӑ майсем пуҫне интернет пур. Фейсбук, социаллӑ сетьсем нумай. Чӑнах та ялти ватӑсем патне вӗсем урлӑ ҫитме йывӑртарах. Хаҫат, телевизор — унта сире кӗртмеҫҫӗ. Анчах та ялти ҫамрӑксем патне эсир илсе ҫитерейретӗр. Интернет урлӑ питӗ лайӑх ҫитме пулать. Тӗслӗхрен, эп Янӑшра пурӑнаканскер, хулана тухса ҫӳрекен ҫын, ялта ларсах ак Ваттисен канашӗ, чӑвашсен сумлӑ ҫыннисем, чӑвашсен тава тивӗҫлӗ ҫыннисем Президент ҫырӑвӗ пирки мӗн шутланине курма пултаратӑп. Анчах та Президент калаҫни иртсе кайрӗ, республика мӗнле аталанмалли пирки хӑй шухӑшне пӗлтерчӗ, Ваттисен канашӗ, чӑваш халӑхӗн сумлӑ ҫыннисем хӑйсен шухӑшне пӗлтермерӗҫ. Пӗлтернисем те… Пӗрисем: «Ҫапла-ҫапла, килӗшетпӗр, тӗрӗс-тӗрӗс», — теҫҫӗ. Теприсем: «Ҫук-ҫук-ҫук, йӑнӑш-йӑнӑш-йӑнӑш…» Йӑнӑш тени ҫителӗксӗр. «Анчах та эпир ҫакӑн пек тума сӗнетпӗр», — тени пулмалла. Уссӑр критиклесе вӑрҫса ларни вӑл питӗ килӗшӳллӗ япала мар. Иккӗмӗшӗнчен, ҫак ҫырӑва илсенех Ваттисен канашӗн Президент тухса калаҫас умӗн хӑйӗн шухӑшне пӗлтерсе Президент патне ҫыру ямалла пулнӑ. Ку пирӗн ҫитменлӗх ӗнтӗ, кая юлса ӗҫлетпӗр. Яланах, шел пулин те.

Ҫамрӑксемпе ӗҫлеме хӑнӑхмалла. Ваттисен канашӗнче ак халь ҫамрӑксем пур. Унччен пуҫтарӑннӑ чухне ҫамрӑксенчен эп кӑна пулнӑ. Паян кунта ыттисем те пур. Турра шӗкӗр, ҫамрӑксем пур. Ваттисен канашӗнче мӗн те пулин сӳтсе яватӑр пулсан хут листи ҫине ҫырӑр та Интернет витӗр вӗсене ярса пама пултаратӑр. Пӗр ҫамрӑка. Эпир ӑна Интернет тӗнчи тӑрӑх малалла сарӑпӑр.

Чӑваш ҫамрӑкӗсем халӑх шӑпипе интересленменни, пӑшӑрханманни — вӑл туйӑнать кӑна. Ку — суя япала. Эпир хамӑр та, ҫамрӑксем, малтан ҫапла шутланӑччӗ. Анчах та пӗр-пӗринпе курнӑҫсан, пӗр-пӗринпе калаҫсан «чӑваш халӑхӗ халех пӗтмест иккен» тесе ӑнланма пултартӑмӑр. Чӑваш ҫамрӑкӗсем чӑваш халӑх шӑпишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ, чӑваш халӑхӗшӗн тӑрӑшас теҫҫӗ.

Интернета илсен, мӗн тӗрлӗ кӑна ыйтусене сӳтсе явмаҫҫӗ унта. Ҫак ыйтусем пирки ваттисен канашӗн хӑйне евӗр площадка пулмалла. Пур ҫынна та пӗрлештерсе тӑраканни, пур пӗрлешӳсене те. Пӗрлешӳсене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнма пулӑшакан площадка пулмалла. Кунта табу лартнӑ ыйтусем пулмалла мар. Нимӗнла ыйтуран та хӑрамалла мар. Сӳтсе явмалла. Енчен те пӗр ыйтӑва сӳтсе явма канаш хӑрарӗ пулсан, хӑйӗн шухӑшне пӗлтерме хӑрарӗ пулсан, ҫамрӑксен умӗнче унӑн витӗмӗ, сӗмӗ, шел пулин те, чакса пырать. Ҫавӑнпа та хальлӗхе пирӗн чи пӗрремӗш утӑмсенчен пӗри — кӑшт хастартарах пулма тӑрӑшмалла, хамӑр шухӑша хӑрамасӑр пӗлтермелле.

Анчах та пулемет ҫине кӑкӑрпа кӗрсе выртмалла та мар. Вырӑсла, «Святее Папы Римского не старайтесь быть» теҫҫӗ. Пӑравусран малта чупмалла мар. Хамӑра хӑш-пӗр чухне кӑшт тытма та пӗлмелле. Тӗслӗхрен, Тутарстана илсе кӑтартатӑп. Президент должноҫне, ятне сыхласа хӑварчӗҫ. Вӗсем мӗн турӗҫ? Нимӗн те тумарӗҫ. Ҫав саккун вӑй илессе кӗтсе ларчӗҫ. Ларчӗҫ те ларчӗҫ — Путин ирӗк пачӗ. Президент сӑмаха сыхласа хӑварма. Мускавсем саккун йышӑнса ӗлкереймеҫҫӗ — пирӗннисем кунта улӑштарса та хураҫҫӗ. Госдума Турципе кӑшт темтепӗр вӑрҫӑнкаласа илет, пирӗннисем пӗтӗм ҫыхӑнусене тӳрех татса хураҫҫӗ. Ак, тин кӑна, Раҫҫей правительстви санкцисене ҫемҫетес тесе законопроект хатӗрлени пирки пелтерчӗҫ. Санкцисене ерипен-ерипен чакарса пырса хӑҫан та пулсан лару-тӑру пӗрех улшӑнать, ҫав ҫӗршывпа та пирӗн патшалӑхӑн хутшӑнӑвӗсем лайӑхланаҫҫӗ. Анчах та пирӗн ун хыҫҫӑн мӗнле хутшӑну тытмалла вӗсемпе?

Пирӗн тепӗр чухне сас пама пӗлмелле, анчах тепӗр чухне шӑп ларма та пӗлмелле. Вӑт ҫак икӗ майпа усӑ курма пӗлсен чӑваш халӑхӗн Ваттисен канашӗ аталанать.

 

Руслан Сайфутдинов каланӑ доклада Николай Плотников текста куҫарнӑ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики