Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Бог - это то бесконечное, что требует от нас праведности.
(Мэтью Арнольд)
 

Софья Савнеш: Хаклӑ чӑрӑш туристсене илӗртме пулӑшнах-ши?

Софья Савнеш29.01.2016 20:435582 просмотров

Тӗнче тетелӗнче ҫӗнӗ хыпарсене тишкернӗ май пӗри куҫ умне пулчӗ: «Шупашкарти тӗп чӑрӑша Авито сайтра сутаҫҫӗ». Ку чӑнах та мана кӑсӑклантарса ячӗ. Ҫав чӑрӑш пирки юлташсемпе унчченех калаҫнӑччӗ…

Тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче Республика тӳремӗнче ларнӑ елкӑна 6,5 миллион тенкӗпе сутассине палӑртнӑ. «7 миллион тенкӗпе илнӗ, 6,5-пе сутатӑп. Тепӗр ҫул ҫӗннине, хаклӑраххине, туянас тетпӗр, ҫавӑнпа кирлӗ мар», — тенӗ унта. Телефон номерне те кӑтартнӑ, анчах вӑл йӑнӑш. Хула администрацийӗ ку пӗлтерӗве ҫырман-мӗн. Такам, ахӑртнех, ҫапла шӳтлес тенӗ.

Хыпара сӳтсе явакан сахал мар тупӑннӑ. Пурте тенӗ пекех чӑрӑш хаклине, вӑл илемлех маррине палӑртнӑ. «Пире бюджетниксене укҫа парса татман. Хӑйсем 7 миллион тенкӗпе чӑрӑш туянса лараҫҫӗ», — тенӗ пӗри. «Ҫак конус евӗр япала симӗс пулнипе ҫеҫ чӑрӑша аса илтерет», — тенӗ тепри.

Тӗрӗссипе, тӗп чӑрӑш, 25 метр ҫӳллӗшскер, 7 миллион тенкӗ тӑнине пӗлсен хам та тӗлӗннӗччӗ. Апла вӑл ҫав тери хитре тесе шухӑшланӑччӗ. Анчах куртӑм та — кайса ӳкмеллех нимӗнле илем те ҫук. Хамӑн шухӑша палӑртам: ӑна мӗнлерех хитрелетни те кӑмӑла каймарӗ. Чӑрӑша чӑваш эрешӗпе килӗшӳллӗн илемлетеҫҫӗ тенине илтсен савӑннӑччӗ. Анчах тем кунашкал вариант кӑмӑла тивӗҫтермерӗ. Тепӗр тесен, вӑрмантан чӑрӑш касса килсе лартсан хитререх. Ун вырӑнне ҫӗнӗ хунав лартмалла та — ҫитес ҫул тепӗр чӑрӑш касмалла, татах лартмалла… Кун пек йӳнӗрех те.

7 миллион тенкӗ тӑракан чӑрӑша мӗншӗн лартнине те ӑнлантарнӑ вырӑнти тӳре-шара: туристсене илӗртмешкӗн. Кунашкал чӑрӑш урӑх ниҫта та ҫук-шим? Туристсем Европӑранах килессе кӗтмен-ши тата? Ют ҫын килсен, чӑрӑш хакне пӗлсен, ахӑртнех, ҫапла шухӑшлать: «Чӑвашсем пуян пурӑнаҫҫӗ». Ара, эпир мӗн чухлӗ шалу илнине пӗлмеҫҫӗ-ҫке вӗсем.

Чим-ха, хама та кӑсӑклӑ пулса кайрӗ. Елка курма килекен туристсем чӑнах та пулнӑ-ши вара?

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики