Мунча кӗме юратакан ҫын, ахӑртнех, нумай. Тӗнчери хӑйне евӗр мунчасем, паллӑ ӗнтӗ, ҫурҫӗр енчи ҫӗршывсенче пур. Ара, урамра 20 градус ӑшӑ тӑнӑ чухне камӑн вӗри мунча кӗрес килтӗр-ха.
Чехири Либерец хулинче хӑйне евӗр мунча пур. Вӑл юханшыв ҫинче вырнаҫнӑ. Милӗкпе ҫапӑнмаллине пляж ҫывӑхӗнче тунӑ. Унта кирек кам та кӗме пултарать. Малтан ку мунчана хута янӑ архитектура студийӗнче заявка ҫырмалла ҫеҫ.
Миланра та хӑйнеевӗр мунча пур. Ӑна трамвай вакунӗнче вырнаҫтарнӑ. Кунта 10 ҫынран тӑракан ушкӑн канма пултарать. Ҫапӑнмаллисӗр пуҫне унта хӑтлӑ сак, сӗтел. Плазма телевизорпа вара Миланри трамвайсен историне кӑтартаҫҫӗ.
Раҫҫейре вара ту хысакӗ ҫинчех мунча тунӑ. Пӗве хӗрринче хысак ҫумне пӗренесем вырнаҫтарнӑ, кӑмака тунӑ. Ку — хура мунча.
Ку мунча вара — арҫынсен ӗмӗчӗ. Вӑл пӑр аренинче. Хоккей курма юратакан арҫынсем пӗр вӑхӑтрах юратнӑ командӑшӑн «чирлеме» тата мунча кӗрсе сывлӑхне ҫирӗплетме пултараҫҫӗ. Матч вӑхӑтӗнче шанса каяс хӑрушлӑх ҫук!
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.