Юлташӑн ачи, 5 ҫул та тултарманскер, хӗрсе кайсах вулама вӗреннине сӑнанӑ май хам 1-мӗш класа кайнине аса илтӗм. Эпир ун чухне хальхи ачасем пек алфавитри саспаллисене тӗпчемен, ҫырма вӗренмен, шутлама та хӑнӑхман. Пирӗн ачалӑх пулнӑ, эпир урамра выляса, кулса ӳснӗ. Шкула каясси пирки… шкула кайма вӑхӑт ҫитсен ҫеҫ шухӑшлама тытӑннӑ. Парта хушшине ларсан ҫырма, вулама, шутлама хӑнӑхнӑ. Халӗ вара? Саспаллисене палламасан шкула илмеҫҫӗ. Парта хушшине ларас тесен экзамен тытмалла.
Тӗнче тетелӗнче ятарласа шырарӑм: хальхи ачан 1-мӗш класа кайиччен мӗн тума пӗлмелле? Хӑйӗн ячӗ-шывне, миҫе ҫултине, ӑҫта пурӑннине, ашшӗ-амӑшӗ мӗн ятлине, вӗсем ӑҫта ӗҫленине. Ку юрӗ-ха. Пӗчӗкскерӗн тӗп тӗссене, эрнери кунсене, уйӑхсене, ҫулталӑкри вӑхӑтсене, сулахайпа сылтӑм енӗсене, тӗп профессисене, килти тата тискер чӗрчунсене, вӗсен ҫурисене, кунта хӗл каҫакан тата кӑнтӑра вӗҫекен кайӑксене, транспорт тӗсӗсене пӗлмелле. Улма-ҫырла тата пахча ҫимӗҫ мӗн иккенне тӗшмӗртмелле. Математика енӗпе те шкула кайичченех аталанмалла. 10 таран, каялла шутламалла тата ытти те. Кунсӑр пуҫне вуласа панӑ ансат хайлава каласа кӑтартмалла, картина тӑрах калав тумалла, сӑвӑсем пӗлмелле, юмах шутласа кӑлармалла, ыйтусене хуравламалла, тӗслӗх тӑрӑх задани пурнӑҫламалла, тупмалли юмах ӑнкармалла тата ытти те. Вуласси енӗпе те пӑхаҫҫӗ. Ачан саспаллисене пӗлмелле, ансат предложенисене вуламалла, предложени мӗн иккенне тата вӑл ӑҫта вӗҫленнине чухламалла. Тата шӑпӑрланӑн ручка тӗрӗс тытмалла, ӳкерчӗке йӗрлеме пӗлмелле.
Питӗ нумай пӗлмелле 1-мӗш класа кайма хатӗрленекен ачан. Пӗр профессор вара шӑпӑрланӑн шкула кайиччен вылямалла ҫеҫ тесе шухӑшлать. Вӑл пӗчӗк ҫке-ха, вӗсен ачалӑхне туртса илмелле мар. Унӑн шухӑшӗпе, ачан саспаллисене вӗренес килет тӗк – тархасшӑн, ҫук тӑк вӑйпа тутармалла мар ҫакна – эппин, вӑхӑт ҫитмен.
Хама аса илетӗп: эп кӑштах ҫырма, саспаллисене паллама кӑна пӗлнӗ. Ҫакна хамӑн ирӗкпе вӗреннине ас тӑватӑп. Эрнери кунсен, уйӑх ячӗсене тата ыттисене парта хушшине ларсан тӗшмӗртнине питӗ лайӑх ас тӑватӑп. Халӗ шкулта вундеркиндсем хатӗрлеҫҫӗ пулинех. Анчах кунашкал ҫирӗп ыйтни шӑпӑрлансене ачалӑхсӑр хӑвармасть-и? Выляс-чупас вырӑнне вӗсен саспалисене вӗренмелле, вуламалла, шутламалла. Атту шкула илмеҫҫӗ-ҫке…
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.