Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -0.7 °C
Я знаю, что ничего не знаю, а другие не знают даже этого.
(Сократ)
 

Agabazar: Мӗншӗн чӑваша неосуваризм лачакине сӗтӗреҫҫӗ?

Agabazar09.01.2016 19:419868 просмотров

Пирӗн тӑрӑхра вӑтам ӗмӗрсенче Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ пулнӑ. Вӑл патшалӑхра Р,Л-чӗлхепе калаҫакан тӗрӗксем пурӑннӑ. Паянхи чӑваш чӗлхи те ҫавнашкал тӗрӗк чӗлхисен ушкӑнне кӗрет. Вӑтам ӗмӗрсенчи ҫав чӗлхене ӑслав тӗнчинче "пӑлхар чӗлхи" теме йышӑннӑ. ТӖНЧЕРЕ "СУВАР ЧӖЛХИ" ТЕКЕН ӐНЛАВ ПАЧАХ ТА ҪУК! Пулхӑр , Хазар , Авар чӗлхисем пирки сӑмах хускатнисем пур, анчах та сувар чӗлхи пирки пупленисем курӑнсах каймаҫҫӗ. Пире интереслентерекен тапхӑр тӗлӗшпе ҫыхӑнтарса — пушшех те калаҫмаҫҫӗ сувар чӗлхи пирки. Ахальтен, ӑнсӑртран мар ку, ырӑ ҫыннӑмӑрсем. Нарастаран мар.

Ӗнтӗ яр уҫҫӑн калас пулать, чӑваш чӗлхи пӑлхар чӗлхинчен аталанса кайнӑ. Паянхи чӑваш чӗлхи — ҫав вӑхӑтри чӗлхен тӑсӑмӗ тата тӑхӑмӗ.

Вӑтам ӗмӗрсенчи Атӑлҫи патшалӑхне никӗслекенсем хушшинче суварсем те пулнӑ. Вӗсем кунта, чат пӑлхарсем пекех, Ҫурҫӗр Кавказ тӑрӑхӗнчен куҫса килнӗ. Ку тӗлӗшпе пачах та иккӗленмелле мар.

Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗнчи Сувар хулине те ҫав сувар йӑхӗсемпех ҫыхӑнтараҫҫӗ. Асӑннӑ йӑхсем чӑннипе пӑлхарсем хушшинче, ытти ушкӑнсем хушшинче хӑвӑрт ирӗлсе пӗтнӗ. Вӑл вӑхӑтри историлле ҫӑлкуҫсенче вӗсем пирки каланисем питех курӑнманни те ҫавнах ҫирӗплетет.

Чӑвашсене Атӑлҫи Пӑлхарти ҫав ирӗлсе пӗтнӗ йӑхсемпе ҫеҫ ҫыхӑнтарни пачах та тӗрӗс мар!

Эпир — мӗнпур Атӑлҫи Пӑлхар халӑхӗн тӑхӑмӗсем.

"Чӑваш" сӑмах "сувар" е "суваз" текен сӑмахран тухса кайнӑ тенисем те халлап евӗрлӗ япаласем ҫеҫ. Уйрӑмах ӑславӑн паянхи ҫӳллӗшӗнчен пӑхас пулсассӑн.

Таса пулӑр!

 

Вӗр ҫӗнӗ хыпар:

"Чӑваш Енре истори предмечӗпе кӗнеке кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. ЧР Элтеперӗн Хушӑвне пурнӑҫа кӗртнӗ май ӗҫ ушкӑнӗ истори енӗпе вӗренӳпе методика комплексӗн концепцине хатӗрленӗ. <...> Хальлӗхе учебникре 13 пай: чӑваш халӑхӗ пулса кайнин тӗп гипотезисенчен пуҫласа республикӑн 20-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнчи пурнӑҫӗ таран. http://chuvash.org/news/11157.html

Куратӑр-и? Каллех пире чӑваш историне "гипотезӑсем" шайӗнче ҫеҫ вӗрентесшӗн! Тутарсем, ав, пачах та ку тӗлӗшпе именсе тӑмаҫҫӗ пек туйӑнать. http://bibliofond.ru/view.aspx?id=448166#1

Гипотезӑсем шайӗнче ҫеҫ вӗренни — вӗренни те мар!

Хӑшпӗр фактсем уҫӑмлах мар пулсан, вӗсенчен пӑрӑнса иртни вырӑнлӑрах. Мӗншӗн тесен "гипотеза ҫеҫ" текелесе вӗрентме хӑтланни ачасен кӑмӑлне хуҫма пултарать. Хуҫать те! Тӗплӗн уҫса панӑ фактсем чӑваш историйӗнче ҫителӗклӗ. Тутарсенчен "вӑтанса" е "хӑраса" ҫавсене вӗренекенсене пӗлтермесӗр тӑмалла мар. Чӑнлӑхран хакли нимӗн те ҫук.

Мӗншӗн гипотезӑсемпе ҫеҫ аппаланмалла, енчен те чӑнлӑхӗ паллӑ пулсан?

_____________________________________________

Статья ҫумне хушса панӑ ӳкрчӗкре — "чӑваш" тенине пусахласах "сувар" тенипе тачӑн ҫыхӑнтарассишӗн ӑнтӑлакансенчен пӗрин, Владимир Алмантайӑн, кӗнекин хуплашки. http://www.lib.cap.ru/new_chuv2_2009.asp

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики