Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -0.7 °C
Заговори, чтобы я тебя увидел.
(Сократ)
 

Victor: Тораизм: Дравидпа Чӑваш пулнӑ хурӑнташ

Victor02.01.2016 23:484295 просмотров

Чӑвашсен фолк-хисторийӗ уйрӑмах 90-мӗш ҫулсенче алхасса нумай ҫынна култарса, халӑха чӑвашлӑхран пистерсе пӗтерчӗ. Чӑнлӑха хӗстерсе Марр пек шарлаттансен суя тӗпчевӗсем ҫине е "кӗрет чӑнлӑхсем" пеккисем ҫине таянса, е пӳрнерен ӗмсе тем тӗрлӗ "паха" информаципе пайлашакан хастарсен ӗҫӗнчен практикӑлла усӑ куракан нео-киреметҫӗсем те пулса кайрӗҫ. Паянхи Виҫҫӗмӗш тӗнче вӑрҫи лару-тӑрӑвӗнче этемсем пӗр несӗлтен, тӑванлӑ тени, паллах, питӗ кирлӗ сӑмах. Шел, Конмиизм-Тораизм ҫак сӑмаха грексене, еврейсене, арапсене тата ыттисене кӗҫӗне хурса, чӑваша сутса янӑ, хӑйсен чӑвшлӑхне ӑнланман сӳтӗксем пек кӑтартса сурчӑк сирпӗтсе калать. Скандинавсен Тор млатукӗ - Скандинавсенех, Египет торри Египетӑнах, Нартукан фантазийӗ Нурутдиновӑнах. Чӑвашсем йӑваш, сӑпайлӑ пулни ҫинчен нумай калаҫаҫҫӗ (тӗрлӗ ҫӗршывра ют ҫынсенчен илтме темиҫе хут та тӳр килчӗ), анчах ҫак намӑссӑрлӑха тӗнче умне кӑтартнӑ чухнӗ пит хӗрелмелле пек. Тораизм та, ытти сенсациллӗ открытисем те, киремет тымарӗсене глобальлӗх сӗмне кӗртме тӑни те - кусем пур те чӑваш ҫинчен суя, ҫук япалапа илӗртни.

 

Тораизм вӗрентӗвӗн кӗнекин малалли...

 

127. (>18b) Мадуров: Египетри Тор млатукӗ Скандинавсен (ҫурҫӗр германсем) Тор млатукӗпе тӳр килет.

128. Мадуров: Торӑ тӗнӗ Египетра ҫуралнӑ пулӗ.

129. (>77 >56) Торӑ тӗнӗ поляр унки леш енчен ҫуралнӑ е ҫӗнӗрен вӑй илнӗ.

130. (>13 >109 >110 ) Пӑлхарсен Нартукан ятлӑ улӑпӗ вилет те 40 кунтан чӗрӗлет.

131. (>13 >109 >110) Нартукан улӑп – хӗвеле пӑхакан, ӑшӑ, ҫутӑ, чӗрӗлӗх паракан.

132. (>48 >50 >51) Марр – паянхи чӗлхесем авалхи нострат текен пӗрлехи чӗлхе тӗпӗ ҫинче тытӑннӑ тесе вӗрентекен теорин никӗсне хураканӗ.

133. Марр: чӗлхе элеменчӗсем «перетекание» тӑваҫҫӗ – юхса кӗреҫҫӗ, кивҫен кӗмеҫҫӗ.

134. Марр: яфетическийпе чувашский – синонимсем.

135. Чиркӳ славон чӗлхине македон диалекчӗпе нострат чӗлхин тымар сӑмахӗсен тӗпӗ ҫине таянтарса хӑпартса туса лартнӑ.

136. Ту- (Тӑв) нострат тымарӗ. Чиркӳ славон чӗлхинче – Творити, Творец.

137. (>18c) Фарси чӗлхи нострат чӗлхинчен Перс империйӗ пулса тӑнӑ чухне отпочковаться тунӑ.

138. Арап чӗлхи нострат чӗлхинчен Арап халифачӗ пулса тӑнӑ чухне отпочковаться тунӑ.

139. (>18c) Тӑр- «тӑр» нострат тымарӗ. Чӑвашла – Турӑх, Перс, Грек, Вырӑс челхинче – Творог. «Стоялое, отстоявшееся молоко» (тӑнӑ сӗт, тӑрса пӗтнӗ сӗт).

140. (>1 >77) Дравидла халӑхсем те Урал-Атӑл тӑрӑхӗнчен куҫса кайнӑ.

141. Пур халӑх та тӑванлӑ.

142. (>60) Пур чӗлхе те пӗр йывӑҫӑн туратти.

143. (>1) «Торӑ» сӑмах тӗнчипех сарӑлнӑ.

144. (>97) «Спаситель», Gotter, Gott, Godi - Торӑ эпитечӗсем.

145. Пур халӑх та Торра пуҫҫапать.

146. Халӑхсене вӑйпа уйӑрса тӗрлӗ конфессиллӗ тунӑ.

147. Паянхи пур тӗн те – патшасен ирӗкӗпе ҫын тунӑ тӗрлӗ пӗрлӗхсем.

148. Пӗтӗм тӗнчере катаклизм пулнӑ.

149. Асамлӑ вӑй пулӑшнипе 11-13 пин ҫул каялла пӗр ушкӑн мӑн асаттесем катаклизмран сыхланса чӗрӗ юлнӑ.

150. Паянхи цивилизацине Торӑ ӗненӗвне шӑпах ҫак мӑн асаттесем парса хӑварнӑ.

 

Малалли пур...

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики