Agabazar // 3465.5.4542
2015.12.07 16:59 | |
Agabazar // 3859.68.2451
2015.12.07 18:28 | |
Этот комментарий удален. Причина: дубль | |
Agabazar // 3859.68.2451
2015.12.07 18:28 | |
Этот комментарий удален. Причина: | |
Agabazar // 3859.68.2451
2015.12.07 18:56 | |
Суаз тени СӐВАРтан пулнӑ. Мӗнпе ҫирӗплетме пултаратӑр ҫакна? Тимӗр калакан ЧОАШ ҫармӑссем пире чӗннӗ СУАЗпа пӗр пишет. Мари сӑмахӗсене тӗрӗс илсе кӑтартас пулать: суас тата сӳась. Асӑннӑ мари сӑмахӗсем ҫӑваҫ теничен те, чӑваш тенинчен те тымарланса тухма пултарнӑ. Кун пирки Федотовӑн этимологи словарӗнчи "чӑваш" статьяна вуласа тухӑр, тархасшӑн. .СӑВАР тени лезгин чӗлхипе СУ АР (сӑрт халӑхӗ)тени путать.Лезгинсен СУ чӑваш чӗлхинче СӖВ-ек сӑмахпа тӑрса юлнӑ - сӗвек ту, сӗвек вырӑн. Вара мӗн? Мӗн тума пит кирлӗ ку? | |
Володя // 4160.97.6434
2015.12.07 21:31 | |
Тӗлӗнмелле халӑх эпир чӑвашсем. Хамӑр ятӑмӑр мӗнрен пуҫланнине те. мӗне пӗлтернине те ку тарана ҫитсе те ӑнкараймастпӑр. Анчах та мӑнаҫлӑн курӑнас тесех ӗнтӗ, пӗр паттӑр халӑхӗ ҫумне сӗвӗнетпӗр, тепӗрин патне ҫипҫӑнатпӑр, пӗр туррисене йышӑнатпӑр, теприсене тӗртсе яратпӑр. Мӗн кирлӗ ши пире? Мӗнле пуласлӑхшӑн тӑрӑшатпӑр ши эпир? Мӗнле киревсӗрлӗхшӗн турӑсем пире хамӑрӑн аваллӑха мантарнӑ та, аса та илтерме майсем хӑварса паман? | |
Михаил Волков // 1660.45.6964
2015.12.07 21:57 | |
Темиҫе ҫул каярах"Хыпарта" "Халӑхӑмӑр ячӗ 13-мӗш ӗмӗрте" статья тухнӑччӗ. Унта 1225-мӗш ҫултах халиф ҫарти 100 чӑваша монголсене хирӗҫ тухмалли вӑйсем шутне кӗртме ярса пани пирки каланӑччӗ. Мӑсӑльмансем ун чухнех ислама йышӑнман мӑнасаттесене ҫапла чӗннӗ пулать. | |
Agabazar // 2819.65.7740
2015.12.08 12:55 | |
Миккуль: ..."догадываются", "додумываютъ" и т.д. Апла мар ҫав, Ырӑ Ҫыннӑмӑр! Ашмарин сӑмахсарӗнче ҫу чӑваш тата ҫу ҫармӑс сӑмахсем чӑнах та пур! Вӗсене никам та "додумывть" туман! Вӗсене никам та "догадываться" туман! Кирлех пулсан словарьти ҫав сӑмахсене пӳрнесемпе хыпашласа та пӑхма пулать. Ҫаван пекех вырӑс леттӑппиҫӗсенче те бессермянсем ҫинчен каланисем пайтах тӗл пулаҫҫӗ. Глазов хули таврашӗнче бесерман текен йӑх чӑнах та пур. Ашмаринӑн "Болгары и чуваши" кӗнкинче авторӗ тавҫӑрса илнӗ "ҫӑваҫ" сӑмах та чӑнахах пур. Мӗн темӗнле "архивсем" пирки кӗрлетӗр? Эсир малтан мӗн пуррине шӗкӗлчӗр-ха! Николай Иванччӑ концепцийӗ пӗтӗмпех фактсем ҫинче тытӑнса тӑрать. Унта пуҫран шутласа кӑларни пачах та ҫук. |
ЧӐВАШпа ЧОАШ хушшинче мӑнле шутсӑр пысӑк уйрамлӑхсем пур вара??? Тутарсем "чӑвашӗ" те ЧОАШ пекрех илтӗнет тата каланать.
Паллӑ ӗнтӗ, "ҫӑва" пирки шутласанах, ыйха пуссан, темӗнле вилесемпе ҫавӑллӑ скелетсем тӗлленме пуҫлатӑн. >(( >(( >((
Анчах наукӑпа пурӑнакан ҫыннӑн унашкал япаласенчен шикленмелле мар. Чӑнлӑх — чӑн малта!
Тата каланӑ вӗт: "ҫӑва", "масар" сӑмахсен малтанхи пӗлтерӗшӗсем урӑхларах пулнӑ.
Эсир — пӗрремӗш мар! Хӑй вӑхӑтӗнче Димитриев, Корнилов прахвиссӑрсем те "ҫӑва" сӑмахран шутсӑр хытӑ хӑраса ӳкнӗ