Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.3 °C
Водка белая, а красит нос и чернит репутацию.
(А. Чехов)
 

Софья Савнеш: Ачасен пуҫ мимийӗ маннӑ тӑван чӗлхене астӑвать

Софья Савнеш04.12.2015 20:005762 просмотров

Канадӑри Макгилла университечӗн психологӗсемпе нейрофизиологӗсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх ача малтанхи икӗ ҫулӗ хушшинче илтнӗ чӗлхе унӑн нерв тытӑменче те пуҫ миминче те йӗр хӑварать. Малашне вӑл урӑх чӗлхе тавралӑхӗнче пурӑнсан та, ӑна мансан та, пуҫласа илтнӗ чӗлхе ҫав-ҫавах тӑван чӗлхе пек упранать. Кун пирки Nature Communications журналта ятарлӑ статья тухнӑ. «Интерфакс» сайтӗнче ӑна тишкерсе пичетленнӗ статьян куҫарӑвӗпе сире Чӑваш халӑх сайчӗ паллаштарать.

 

Сӑнав ирттерме ӑсчахсем ачасене виҫӗ ушкӑна пайланӑ: Францире пурӑнса хрантсусла калаҫакансем (10 ача), Франци кил-йышне усрава илнӗ Китайра ҫуралнӑ ачасем (21 ача, Францие куҫса килнӗ чухнехи вӑтам ӳсӗм — 12,8 уйӑх), француз чӗлхине вӗренекен, унпа ирӗклӗн калаҫакан китай ачисем (12 ача).

Пурне те фонологи ӗҫне тӗпчекен тест витӗр кӑларнӑ. Ҫак тӗрӗслев ытларах чухне вӑл икӗ пайран тӑрать: кӗске вӑхӑт хушшинче илтнӗ сасӑ-фонемӑсем (пӗр е темиҫе сӑмах) упранассине тата артикуляцилесе тепӗр хут калама пултарассине (вӑл асӑмра хӑварнӑ йӗре ҫухалма памасть) тишкересси. Артикуляциллӗ пая шута илмесен асӑмри йӗр фонема управлӑхӗнче 2 ҫеккунт хушшинче сӳнет, пӗтет.

Тӗпчевсем палӑртнӑ тӑрах хрантсус чӗлхи тавралӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, вӑл чӗлхепе ҫеҫ калаҫакансен сасӑ информацие ӑнкарнӑ чухне пуҫ миминче ҫак ӗҫпе ҫыхӑннӑ стандартлӑ пайсем ӗҫлеҫҫӗ иккен. Хрантсус чӗлхине ют чӗлхе пек вӗренекен ачасен пуҫ миминчи ӗҫлекен пайсем анлӑрах пулнӑ. Ахаль чухнехисем ҫеҫ мар, астуса юлакан пай та, тимлӗх пайӗ те, информацие ӑнкарса пуҫ мимине вырнаҫтаракан пай та ӗҫленӗ. Ӑсчахсем кӑна унчченех асӑрханӑ-ха, ҫавӑнпа та ку маларах палӑртнипе пӗр килнӗ: ют чӗлхене вӗреннӗ чухне тӑван чӗлхене ӑса хывнипе танлаштарсан ҫыннӑн психики те пуҫ мими те урӑхларах ӗҫлет.

Чи кӑсӑклӑ пӗтӗмлетӳ вара пӗчӗк чухне усрава илнӗ ачасемпе тунӑ тестсем кӑтартнӑ. Вӗсенчен нихӑшӗ те китай чӗлхине пӗлмен, хрантсус чӗлхи вӗсемшӗн тӑван чӗлхе вырӑнӗнче шутланнӑ. Анчах тӗрӗслев вӑхӑтӗнче вӗсен пуҫ миминче ӗҫлекен пайсем хрантсус чӗлхине ют чӗлхе пек вӗренекен ачасенни пекех пулнӑ.

Сӑмах май, ҫак ӑсчахсен ушкӑнӗ маларах палӑртнӑ ачасемпе тепӗр тӗпчев те ирттернӗ. Китайран усрава илнӗ, хрантсус чӗлхе таврашӗнче ҫитӗннӗ ачасен пуҫ мимийӗ китай чӗлхинчи сӑмахсене Катайра ӳснӗ ачасем евӗрех йышӑнать иккен.

Тӗпчевсене тӗпе хурса ҫапла калама май пур: малтанхи 1,5-2 ҫул пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать, ку тапхӑрта ачан пуҫ миминче калаҫу информацине тишкерекен морфофункционаллӑ структурӑсем йӗркеленеҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра илтнӗ чӗлхене ача пуҫӗпех манать пулсан та унӑн нерв тытӑмӗнче тата пуҫ миминче вӑл «тӑван чӗлхе» пек асра юлать.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики