Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -0.7 °C
Лучше лев во главе стада баранов, чем баран во главе стада львов.
(Наполеон)
 

Таисия Ташней: Эп вилсен мана... ан ҫунтарӑр

Таисия Ташней03.12.2015 17:125478 просмотров

«Пӗрремӗш каналпа» кӑтартакан «Атя, пӗрлешер» (Давай поженимся) кӑларӑма пӑхма питӗ кӑмӑллатӑп. Теприсем шоу тесе хурлаҫҫӗ-тиркеҫҫӗ-ха ӑна. Ҫапли ҫапла пулӗ те, анчах сӑмахӑм ун пирки мар-ха. Мана унта пӗр хӗрарӑм хӑйӗн историйӗ пирки каласа кӑтартнӑ чух пӗр вӑрттӑнлӑха уҫни асра юлчӗ. Хайхискер ӗнентернӗ тӑрӑх, ӑна упӑшки питӗ тарӑхтарса пурӑннӑ пулать. Кайран, арҫын ҫӗре кӗрсен, вӑл ӑна ҫунтарнӑ. Упӑшкине ҫунтарсан юлнӑ кӗле вӑл килте упрать-мӗн.

Упраканни упратӑр-ха. Хӑйӗн минтерӗ айне хурса ҫывӑрсан та тем мар. Ара, ҫынна килӗшет пулсан хӑйӗн ирӗкӗ темелле ӗнтӗ. Кӗсьере кашни кун чиксе ҫӳресен те нимӗн те калаймӑн.

Анчах ҫунтарни лайӑх япала-ши вӑл е лайӑхах мар-ши? Эпӗ килӗшмен пулӑттӑм. Хама та ман ҫунтарттарас килмӗччӗ. Мантан ыйтсан эпӗ ун пек тума ирӗк паман пулӑттӑм. Чаплӑ тупӑка пытарни кирлӗ мар-ха мана. Выльӑха чавса чикнӗ пек нимсӗр-мӗнсӗр пытарсан та кӳренмӗттӗм. Чаплӑ ҫи-пуҫ тӑхӑнтартма та ыйтмӑттӑм, анчах ҫунтарма килӗшмӗттӗм.

Ку ыйтупа паллаканӑмсемпе те калаҫрӑм. Вӗсем вара хӑйсене ҫунтарнине хирӗҫ маррине пӗлтерчӗҫ.

Шупашкарта крематори тума палӑртни эпир маларах пӗлтернӗччӗ. Крематори кирли пирки, аса илтеретпӗр, Шупашкар хула администрацийӗнче кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче иртнӗ ларусенчен пӗринче каланӑччӗ. Хула тӳре-шари сӗннипе крематори, вилнисене пытармалли вырӑн валли ҫӗр лаптӑкне палӑртма проектсене хатӗрлеме пуҫланӑ тесе «Про город» портал ӗнентернӗччӗ ун чухне. Хӑй вӑл ку хыпара влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче курни пирки палӑртнӑччӗ.

Хулари масарсем тулса пыни паллӑ-ха. Шупашкарти 11-мӗш тата 12-мӗш масарсене Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ ҫывӑхӗнче 2005 ҫулта уҫнӑ. 11-мӗшӗнче пытарма вырӑн юлман-мӗн, леш тӗнчене ӑсаннисене 12-мӗшӗнче кӑна пытарма пулать. Анчах унти лаптӑк та кӑҫалхи раштав уйӑхӗсенче тулса лармалла тесе шухӑшланине пӗлтерчӗ асӑннӑ пичет кӑларӑмӗ кӑҫалхи ҫулла. Утӑ уйӑхӗнче хула администрацийӗ 2-шер гектарлӑ лаптӑксене ҫӑва валли хатӗрлеме тытӑннӑ пулса тухать ун чухнехи хыпара ӗненсен. Вӗсенчен пӗринче крематори те пулмалла иккен. Ӑна тума укҫаллӑ ҫынна шыраҫҫӗ тесе ҫырчӗҫ ун чухне.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Ют Ҫын // 1111.24.0069
2015.12.04 14:39

Ним те ан шикленӗр,тӑвансем. Яла пытарма шантарса хӑварӑр та - ӗҫӗ те пӗтнӗ. Ял масарӗнче вырӑн пурне те ҫитет.

Конми // 2456.33.1711
2015.12.06 11:42

Ял ҫӗрӗсене сутсан, унти масарсене те хупса карта тытсан ҫӗрхуҫисем, унта текех пырса кӗреймӗн. Ялти хуҫалӑхна пӑрахма ан васка. Приватизациле, регистрациле ӑна тата ят ҫӗрне. Пултараятӑн пулсан, тӑванусен пайӗсене пухса ҫирӗп хуҫалӑх тума тӑрӑш: халява саманине шанса ан лар.Хӑвӑн тата ачусем валли шанӑҫлӑ йӑва юлтӑр ӗмӗре.


Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики