Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Истина - это вовсе не то, что можно убедительно доказать.
(Экзюпери)
 

Софья Савнеш: Хуракасси шкулӗнче ҫуннисене инвалидноҫ те паман

Софья Савнеш09.11.2015 21:566251 просмотров

Ку статьяна Египетра Раҫҫей самолечӗ ӳкнӗ хыҫҫӑн ҫырма шухӑш ҫуралчӗ. Чӑннипе, ку ыйту тавра нумаях пулмасть ҫеҫ шутлама тытӑннӑччӗ. Акӑ халь самолетри пассажирсен тӑванӗсене компенсаци тӳлемелли пирки пӗлтерчӗҫ. Раҫҫей ертӳлӗхӗ яланах ҫапла тӑвать-ха: инкеке лекнисене, хур курнисене яланах укҫан пулӑшма тӑрӑшать. Ҫук, темӗн ан шухӑшлӑр. Ҫакна хирӗҫ пӗр сӑмах та каламастӑп. Хирӗҫ мар эпӗ. Пӗр япала ҫеҫ шухӑша ярать.

Нумаях пулмасть Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнче пулса куртӑмӑр. Унта 1961 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче шкул ҫунса кайни пирки, унта 110 ҫын вилни ҫинчен халӗ пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Вӑл вӑхӑтра вара ку пушар пирки калаҫма чарнӑ, вӑрттӑн япала пулнӑ вӑл. Хуракассинче пурӑнакан Аркадий Гаврилов, «Тӗрӗслӑхшӗн Раҫҫей» партин вырӑнти депутачӗ, тӗлӗнмелле нумай япала пирки каласа кӑтартрӗ. Куҫ умне хӑрушӑ ӳкерчӗк тухса тӑчӗ.

Аркадий Гаврилов шкул ҫуннӑ чухне 6-мӗш класра вӗреннӗ. Ун чухне пӗр вӑхӑт чирлесе выртнӑскер шкула кайнӑ, хӑйне япӑхрах туйнӑран киле кайма тухнӑ. Анчах пӗр вӗрентекен ӑна тытса чарнӑ та концерта пыма хушнӑ. Ҫапла лекнӗ вӑл хӑрушӑ зала. Унта унӑн шӑллӗпе йӑмӑкӗ те пулнӑ. Аркадий Гаврилов зала ҫулӑм ҫавра ҫил пек вирхӗнсе кӗнине паянхи пекех астӑвать. Тӳрех ҫӳҫӗ ӗнсе пӗтнӗ унӑн. Мӗн тӑвас? Ӑна-кӑна пӑхса тӑнӑ-и ун чухне? Аслӑраххисем малта урайӗнче ларакан пӗчӗк ачасен пуҫӗсем тӑрӑх чӳрече енне вирхӗннӗ. Пӗрне ҫеҫ уҫнӑ, ҫавӑнпа ачасем хӗсӗнсе ларнӑ. Аркадйи Гавриловӑн ҫурӑмӗ ҫунма тытӑннӑ. Темле майпа тахӑшӗ чӳречене тапса кӑларнӑ та хӑшӗ-пӗри урама тахса ӗлкӗрнӗ. Ҫапла ҫӑлӑннӑ Аркадий Гаврилов. Шӑллӗ те ҫулӑмран хӑтӑлнӑ. Пӗчӗк йӑмӑкӗ вара, 1-мӗш класра вӗреннӗскер, унтах юлнӑ…Ҫурт тӑрри йӑтӑнса ансан шалти ачасен сассисем шӑпланнӑ…

Аркадий Гаврилов ҫулталӑк Мускавра сипленнӗ пулин те ӳчӗ якалман унӑн. Пушар «суранӗ» халӗ те хӑйӗн пирки аса илтерет. Хӗвел ҫине тухма юрамасть, ӳт тӳрех рака кайма пултарать. Хирург ҫӗҫҫи айне ҫулталӑкне темиҫе хут та выртнӑ вӑл. Тӗрӗссипе ун пеккисен санаторире сипленмелле, вӗсене патшалӑхӑн укҫа тӳлемелле. Сусӑр-ҫке вӑл. Анчах 40 ытла ҫултан ҫеҫ инвалидноҫ илме пултарнӑ вӑл. Пӗррехинче юлташӗсемпе пӗрле инвалидноҫ тумашкӑн кайнӑ вӑл. Лешсем, ҫемҫе пукан ҫинчисем, ҫапла калаҫҫӗ: «Кун пек пушар нихӑҫан та пулман. Эпир пӗлместпӗр». Ун чухне Хуракассинчи хурлӑх пирки никама та пӗлтермен, хут ҫине ҫырман. «Акӑ курӑр, сусӑр эпӗ!» — тенӗ Аркадий пиҫсе кайнӑ ӳтне кӑтартса. Вӑл ҫунни питӗнчен те паллӑ-ха. Ҫук, ӗненмен ӑна. «Халех тухса каймасан чӑнах та сусӑртӑп акӑ сире!» - хӑмсарнӑ лешӗ ҫаплах. Тухса кайма тивнӗ. 40 ыта ҫул иртнӗ, ун чухне тин Аркадий сусӑр тесе пенси илме тытӑннӑ. Компенсаци тенӗрен. Хальхи пек укҫа нумай паман ун чухне. Аркадий каланӑ тӑрӑх, пушар хыҫҫӑн панӑ укҫа икӗ фуфайка туянмалӑх ҫитнӗ.

Хуракассинчи тӑванлӑх масарӗ ҫине те ҫитсе куртӑмӑр. Унта ҫунса вилнӗ ачасене икӗ ретпе, пӗр пӗрин ҫине купаласа хунӑ, тӑпрана бульдозерпа тӗкнӗ. Никама та кӗртмен унта. Амӑшӗсем ачи ӑҫта выртнине паллӑ тӑвас тесе ҫырмаран хӑпарса патаксем чике-чике лартнӑ. Ачасемпе тӑватӑ вӗрентекене ҫӗрле пытарнӑ. Ара, тепӗр кун чӳкӗн 7-мӗшӗнче пысӑк уяв-ҫке. Унччен вилесене тӑпрапа хупласа ӗлкӗрмелле те уява хурлӑхпа тӗксӗмлетмелле мар. Масар ҫинче, ачасем выртнӑ ҫӗрте, ҫум курӑк ашкӑнать. Никам та тасатса тӑмасть ӑна. Вилнисен чӗрӗ юлнӑ тӑванӗсем кӑна унтан-кунтан тасаткалаҫҫӗ. Ӑна вырӑнти администрацин пӑхса тӑмалла мар-и? Нивушлӗ вилтӑприсене тирпейлӗ тытма йывӑр? Ҫум курӑк ашкӑннине курсан чӗре ыратрӗ. Мӗнпе айӑпа кӗнӗ-ха ҫак пӗчӗк ачасем? Халӗ те пулин хисеплесчӗ вӗсене, асрах тытасчӗ. Администраци пирки мӗн каламалли ӗнтӗ… Кӗрсе куртӑмӑр Хуракасси администрацийӗн ҫуртне. Хӑйсен пӳрчӗ тавра та тирпейлемеҫҫӗ тӗк масар пирки сӑмах та ҫук ӗнтӗ. Чӳречинчен пӑхса ҫакнашкал ӳкерчӗк: куршанак, ҫум курӑк этемрен те ҫӳллӗ ашкӑнать. «Мӗншӗн тасатмастӑр?» — тетпӗр хайхискерсене. Пӗр ҫамрӑк специалисчӗ ӑнлантарчӗ: куршанака татсан вӑл тата вӑйлӑрах ашкӑнма тытӑнать, ӗрчет. Ҫуркунне кӑна тасатнӑ имӗш. Хӑйсене те пулин хисеплекен тӳре-шара ҫапла калаҫтӑр-и? Вӗсем, чӗррисем, сарӑ хӗвелпе савӑнаҫҫӗ. Пӗр пысӑк шӑтӑка йытӑлла пытарнӑ ачасем вара сивӗ тӑпра айӗнче выртаҫҫӗ… Мӗн каланӑ пулӗччӗҫ-ши вӗсем ентешӗсене тӑрук тӑрсан?

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 2822.52.4743
2015.11.11 18:50
Agabazar

Софья Савнеш: Хуракасси шкулӗнче ҫуннисене инвалидноҫ те паман

Инвалидлӑх паман.

Сочирен Чӑвашстана таврӑннӑ чух Пенза таврашӗнче автоаварие лекнӗ чӑваш гастарбайтерӗсен таванӗсене панӑ-ши Федераци енчен мӗнле те пулин компенсаци е урӑхла пулӑшу?

ille1 // 3035.94.7765
2015.11.14 06:50

Хуракасси инкекӗн ҫак енне те уҫса панӑшӑн автора тавах!

Патшалӑх пулӑшман тенӗрен, инкекрен ҫӑлӑннӑ, халь те пурӑнакансене пулӑшу пама ыйтса ӗҫ пуҫарас пулать, ҫине тӑрас пулать. Тата ҫав тӑванла масара тирпей-илем кӳртме патшалӑха яваплантармалли ӗҫ пуҫарас пулать. Илле ИВАНОВ.


Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики