Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -6.7 °C
Существует только один заменитель воображения - опыт.
(Бреджес)
 

Таисия Ташней: Кӳршӗсем ҫапӑҫсан ҫӑхавлама ан шиклен

Таисия Ташней04.11.2015 16:574480 просмотров

Кашни ҫемье хӑйне май пурӑнать. Ҫапӑҫаҫҫӗ те унта, мирлешеҫҫӗ те. Ара, ялан чап-чап уйӑхӗ пулаймасть пуль ҫав. Хӑшӗсен ҫав тӳп-тӳп уйӑхӗ вӗҫӗмех пырать тесен те юрать-тӗр.

Йӗрке хуралҫисем нумаях пулмасть «Чунлӑ кӳршӗ» акци пуҫарчӗҫ. Ку вӑл кӳршӗ-аршӑ епле пурӑнни пирки право хуралҫисене систерме чӗнсе каланине пӗлтерет ӗнтӗ.

Чӑн та, ниҫта кайма ҫуккипе е тата укҫаллӑ арҫынна ҫухатас килменнипе тепӗр хӗрарӑмсем хӑйсене патак айӗнчен кӑларман арҫынпах пурӑнаҫҫӗ. Юрӗ-ха, савнӑ ҫынтан патак ҫиесси те кӑмӑллӑ пуль, хӑйсенне хӑйсем пӗлеҫҫӗ теме те пулать-тӗр-ха ку лару-тӑрура. Анчах ҫав мӑнтарӑнсем ачисем пирки шухӑшламанни тӗлӗнтерет. Телей тени укҫара кӑна мар-ҫке (сӑмахӑм - укҫа тесе асап тӳсекенсем пирки) е тата пӗччен хӗрарӑма йытӑ та хӳрипе ҫапса хӑварать тени те ӗлӗк-авала юлнӑ-ҫке. Тӗрлӗ сӑлтава пула хӗрарӑм пур пӗрех чӑтать. Мӑшӑрсем йытӑпа кушака ҫаврӑннӑ ҫемьере кил ӑшши ҫукки пирки шухӑшламасть вӑл.

Тепӗр харкашу вара тытӑҫӳпа кӑна мар, самай йывӑр преступленипе те вӗҫленет.

Ҫак кунсенче Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерствинче иртнӗ пресс-конференцире ЧР ШӖМӗн участковӑйсен тата ҫул ҫитменнисен подразделенийӗсен ӗҫ-хӗлне йӗркелесе пыракан уйрӑмӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Олег Тевянов килте, ҫемьере тунӑ преступленисен шучӗ ӳснине, кун пек чухне ачасем, хӗрарӑмсем тата ватӑ ҫынсем шар курнине палӑртнӑ.

Кӑҫалхи 9 уйӑхра кил-тӗрӗшри харкашу-ҫапӑҫӑва 2123 шута илнӗ. Ҫын вилнипе вӗҫленнисем 20тӗслӗх пулнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрта ун пеккисем самай шута илнӗ-ха (35). Сывлӑха 143 хут сиен кӳнӗ (пӗлтӗр — 157).

Ытларах чухне ҫынсем ӳсӗрле ҫапӑҫаҫҫӗ-хирӗлеҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 1448 ҫынна ҫывӑх ҫыннисемпе ҫапӑҫнӑ-харкашнӑ пирки шута илнӗ.

РФ ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗн участковӑйсен тата ҫул ҫитменнисен подразделенийӗсен ӗҫ-хӗлне йӗркелесе пыракан уйрӑмӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Наталия Чапурина ачасен тӗлӗшпе тунӑ преступленисенчен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗнче ҫывӑх тӑванӗсем кӳрентернине те палӑртнӑ. Чи тӗлӗнтерекенни тата чуна ҫӳҫентерекенни — ачисене ашшӗ-амӑшӗ вӗлерни. Ун пекки кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче Шупашкарта пулнӑ. Амӑшӗ апат пӗҫернӗ вӑхӑтра ашшӗ ачине пуҫӗпе стена ҫумне ҫапнӑ. Шӑпӑрлан йӗни тарӑхтарнӑ вӑйпиттие. Вилӗм сӑлтавӗ пирки йӗрке хуралҫисене суйма пӑхнӑ та — май килмен. Ҫав этем хӗрарӑмӑн аслӑ хӗрне те час-часах кӳрентерсе пурӑннӑ иккен. Тӗлӗнмелле те, хӗрарӑм ҫавна курмӑш пулса пурӑннӑ. Е, тен, арҫынтан хӑранӑ-ши? Анчах темле хӑрасан ат хӑвӑн ачуна хӑв хӳтӗлемесен кам хӳтӗлетӗр?

Маншӑн ик айкки те тӑвайкки тени те пуҫтахланма май парать. Мӗн чухлӗ ҫын, кӳршӗ-аршӑ-и вӑл е тус-тӑван-и, курнӑ куҫа курмӑш тӑвать. Ҫын ҫемийине кӗни аван мар та, анчах хушша-хуппа кӗни тепӗр чухне йывӑр преступление сирме пултарӗ. Кун пикри йӗрке хуралҫисем те халӗ ҫынсене чӗнсе калаҫҫӗ. Ҫапӑҫса пурӑнакансем пикри хӑйсене систерме ыйтаҫҫӗ. Йӗрке хуралҫисем кашни ҫынна кӳршисен тӗлӗшпе тимлӗрех пулма сӗнеҫҫӗ.

Курни-илтни пирки 02 (020 — карас телефонӗпе) номерпа пӗлтермелле е участковӑйпа ҫыхӑнмалла. «Кайран манӑн айӑплӑ пулса юлас-и?» — тесе хӑйсем пирки пӑшӑрханакансем 24-16-55 «шанӑҫ телефонӗпе» шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ. Республикӑн Шалти ӗҫсен министерствин официаллӑ сайтӗнче те курни-илтни пирки ҫырса пӗлтерме юрать.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики