Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +12.5 °C
Пресыщение - чудовище, пожирающее самую пламенную любовь.
(Оноре де'Бальзак)
 

Таисия Ташней: Укҫалла тара тытнӑ чуниллисем

Таисия Ташней28.10.2015 17:091504 просмотров

Маларах тӗрлӗ юсавҫӑпа ҫыхланса курманччӗ. Ҫапмалли-шаккамалли-шӑтармалли тупӑнсан ҫывӑх ҫыннӑмсем пулӑшнипе ҫырлахнӑччӗ. Нумаях пулмасть (Турра шӗкӗр темелле ӗнтӗ куншӑн) ҫӗнӗ ҫӗре куҫрӑмӑр. Пысӑках мар ӗҫсене май килнӗ таран хамӑр вӑйпах пурнӑҫларӑмӑр. Анчах пурне те пӗлсе пӗтерме ҫук. Тата ятарлӑ ӗҫ хатӗрӗ те кирлӗ – хӑш-пӗр ӗҫе пурнӑҫлама специалистсене чӗнес терӗмӗр.

Чи малтан сантехниксен пулӑшӑвӗпе усӑ куртӑмӑр. Канализаци тата шыв пӑрӑхӗ каякан тӗп пӑрӑхсенчен кухньӑна, ҫӑвӑнмалли пӳлӗме тата патша ҫуран ҫӳрекен вырӑна пӑрӑхсем хурса тухнишӗн 10 пин тенкӗ ыйтрӗҫ. «Кунта пӑрӑхӗ те кӗрет. Урӑх пӗр ним те илмелле мар», – шантарчӗ мана саккас йышӑнакан. Инструменчӗсене ҫав каҫах хваттере пырса лартса хӑварчӗҫ. Малтанласа 3 пин тенкӗ илсе те кайрӗҫ.

Тепӗр кунхине, малтан калаҫса татӑлнӑ пекех, хайхискерсем ирхи тӑхӑр сехетре ӗҫе пуҫӑнса кӑнтӑрла иртни пӗр сехетре вӗҫлерӗҫ. Вӑр-вар алӑллӑскерсемпе кӑмӑллӑ юлтӑм, анчах шывне уҫса тӗрӗслесе пӑхма тӑн ҫитмерӗ – укҫине тыттарса ятӑм. Кӑштахран сӑнатӑп та, пӗр ҫӗввинчен шыв тумласа тӑрать. Юрӗ, паллаканӑм ӑна герметикпа тӳлевсӗрех сӗрсе хучӗ.

Кӑштахран, ӑшӑ шыв кранне уҫсан, унтан та тумланине асӑрхарӑм. Хайхи сантехниксен хуҫи патне шӑнкӑравлатӑп. «Шӑматкунпа вырсарникун май килмест. Тунтикун пыратпӑр», – шантарса калать сантехниксене ӗҫ тупса параканни. «Виҫӗ сехетре», – ӗнентерчӗ тунтикун ирпе тепӗр хут шӑнкӑравласа хам пирки аса илтернӗ хыҫҫӑн. Юрӗ, виҫӗ сехетре-тӗк виҫҫӗре пултӑр. Вӑл вӑхӑтра плитка хуракансем (вӗсем патне каярах таврӑнӑп-ха) пӗрех ӗҫлемелле. Апла, алӑк уҫса кӗртекен пулать. Тӑваттӑ иртсен сантехник ҫитеймесси пирки шӑнкӑравласа (маттур, хӑех шӑнкӑравларӗ) пӗлтерет. Ку хутӗнче кӑмӑлсӑрланмасӑр чӑтаймастӑп. «Эпир сире пӑрахмастпӑр вӗт-ха. Май килмест. Саккассем нумай», – ӑнлантарать сантехник. Юрӗ, тепӗр кунне килсе кӑлтӑка пӗтерчӗҫ-пӗтерчӗҫех.

Паҫӑр плитка хуракансем терӗм те, ну вӗсем чуна мӗн чухлӗ ҫимерӗҫ пуль! Малтан виҫӗ кунта вӗҫлетпӗр терӗҫ. Кайран тӑваттӑмӗш куна ҫитсе кайрӗҫ. «Эпир виҫӗ кунта пӗтерме пулман. Виҫӗ кунта хурса пӗтеретпӗр, тӑваттӑмӗшӗнче плитка ҫумне пӑрӑхсене ҫирӗплетсе хӑвартпӑр тенӗ», – ухмаха пенӗн калаҫа пуҫларӗҫ хайхисем.

Тӑваттӑмӗш кунхине, каҫхине, ӗҫ вӗҫлетпӗр текенсем плитка ҫитмест тесе пӗлтерчӗҫ. Ӗҫ-пуҫ епле пынипе хам кӑсӑкланман пулсан тата шарламастчӗҫ пуль-ха. Пӗрре шӑнкӑравлатӑп – тытмасть ман этем, иккӗ, виҫҫӗ. Унтан саккас йышӑнаканни патне шӑнкӑравларӑм. Хӑй специалисчӗсенех хӳтӗлесшӗн апӑрша. Лешӗ кашни вунӑ минутра пирус мӑкӑрлантарма тухнине, кашни пилӗк минутра смс-ҫырусем ҫырса ларнине пӗлмест пуль ҫав ӗнтӗ вӑл. Пиллӗкмӗш куна та ҫитсе кайрӑмӑр ҫапла. Саккас йышӑнаканни патне темиҫе хутчен шӑнкӑравласа васкатма тиврӗ. Вӑрҫа-вӑрҫа (ыррӑн калаҫма хамӑн та чӑтӑмлӑхӑм пӗтрӗ юлашкинчен) ӗҫлеттертӗм тупата! Укҫине йӑлт илсе кайрӗҫ пулин те унта кӑлтӑк хӑварчӗҫ, кунта. Тек хирӗҫсе те тӑрас килмерӗ, тухса тасалччӑр тесе курнӑ куҫа курмӑш тума тиврӗ.

Вӑт сана специалистсем! Вӑт сана укҫа тӳлеттерсе тара тытнӑ чун иллисем!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики