Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -3.7 °C
Для хитрости нет ничего ненавистнее мудрости
(Сенека)
 

Таисия Ташней: Пахалӑхлӑ пулӑшу ӗмӗтре кӑна-ши?

Таисия Ташней13.10.2015 20:515052 просмотров

Тӗлӗнмелле отрасль вӑл ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх. Унта ӗҫлекенсен хӑйсен чӑнлӑхӗ, ҫавӑн пулӑшӑвӗпе усӑ куракансен — хӑйсен.

Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пулӑшӑвӗ терӗм те, тепӗр ҫурта пырса кӗрсен пулӑшӑвӗ питех курӑнса та каймасть. Тӗслӗх вырӑнне Кӳкеҫри Первомайски урамри 20-мӗш ҫурта илсе кӑтартас килет. Этем алли унта хӑҫан ҫын алли пырса шӑлни пирки калама йывӑр. Ҫыннисем те тепӗр тесен тӗлӗнтереҫҫӗ. Ҫӳп-ҫап хутаҫне вӗсенчен хӑшӗсем ҫӳп-ҫап тӑкмалли контейнер патне те йӑтса ҫитермеҫҫӗ. «Ӳрӗкреххисем» подъезда е урама илсе тухса лартса хӑвараҫҫӗ-ха. Ҫӳп-ҫап хутаҫне йӑтса «нушаланас» килменнисем чӳречеренех аялалла переҫҫӗ.

Асӑннӑ ҫурта маларах «Жилкомцентр» управляющи компани тытса тӑратчӗ. Кӑҫал вӑл ӑна тытса тӑма пӑрахрӗ. Урӑх управляющи компани тупӑнмасть курӑнать. Тепӗр тесен, тытса тӑнӑ чух та ҫурт унтан-кунтан ишӗлетчӗ темелле.

Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пирки каланӑ май халӗ ҫынсемпе предприяти-организацисен парӑмӗ пирӗн ҫӗршывра 970 миллиард тенкӗ пухӑннӑ. Ку ыйтӑва ҫӗршыв Президенчӗ те хускатать. Маларах асӑннӑ Шупашкар районӗнче кӑна «Жилкомцентр» общество умӗнче парӑм 8 миллион тенкӗрен ертсе кайнӑ. Ку организаци Кӳкеҫри, Чӑрӑшкассинчи, Ҫӗктерти, Ҫатракассинчи 138 ҫурта тытса тӑрать. Тутаркассинчи 51 ҫурта «Теплоэнергосети» тулли мар яваплӑ общество тытса тӑрать. Тутаркассисем те парӑмлӑ. Вӗсен парӑмӗ 6 миллиона ҫывхарать иккен. Обществӑн тӗп бухгалтерӗ Галина Давыдова суд приставӗсемпе те парӑмлисем тӑрӑх ҫӳренине пӗлтерет. Анчах тепӗр ҫынсенчен ним те шыраса илме ҫук. Ҫав вӑхӑтрах мӗнпур тӳлевпе вӑхӑтра татӑлса пыракансене кӳршӗсем парӑмли пачах та кӑсӑклантарамасть — вӗсене пахалӑхлӑ пулӑшу илес килет. Вӑл вара хӑшӗсемшӗн ӗмӗт евӗр кӑна туйӑнать.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики