Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Первое условие бессмертия - смерть.
(С.Е.Лец)
 

Софья Савнеш: «Нарспи» поэма йĕркисене чарăнусенче çырни кăмăла çĕклет

Софья Савнеш17.07.2015 09:564817 просмотров

Ĕçе, унта-кунта общество транспорчĕпе çÿретĕп. Чăннине калатăп, ку таранччен, Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕ пулнине пĕлтернĕренпе çур çул иртсен те, чарăнусенче чăваш классикĕн вилĕмсĕр «Нарспи» поэмин йĕркисене çырнине курманччĕ. Тен, ку хамăн айăпăм, тен, çак илеме хам асăрхаман? Тунмастăп. Анчах темиçе кун каялла çак илеме асăрхасан чун чăнах та питĕ хĕпĕртерĕ.

«Ешĕл курăк хушшинче

Сап-сарă чечек ÿсет.

Аслă Силпи ялĕнче

Нарспи ятлă хĕр ÿсет.

Пичĕ-куçĕ пит хÿхĕм

Хирти сарă чечек пек,

Икĕ куçĕ хуп-хура

Икĕ хура шăрçа пек», -

çапла çырнă чарăнура. Унтах – хитре ÿкерчĕк. Константин Ивановăн çулталăкне кăтартакан эмблемăна ÿкерни те питĕ вырăнлă. Хальлĕхе çак сăвă йĕркисене Шупашкарти «Чукун çул вокзалĕ» тата «Чапаев скверĕ» чарăнусенче куртăм. Тен, урăх çĕрте те пур – хула тăрăх ятарласа çÿремен те калама пултараймастăп.

Çак сăвă йĕркисенчи сăмахсене тĕрĕс çырни кăмăла кайрĕ. «Ă», «ĕ» тăррисем, «ç» çакки вырăнтах. Ара, хулари чарăну ячĕсене чăвашла çырнă чухне çак йăнăшсене тунине час-часах курма пулать те. Троллейбусра хĕрарăм илемлĕ сассипе çитес чарăну мĕн ятлине пĕлтернине те ырламалла-ха (сасса çыртарнă ĕнтĕ), анчах «çитес чарăну хулУçум вокзалĕ» тенине итлеме кăмăллах мар. Нивушлĕ чăвашла таса та илемлĕ калаçакан çынна вулама ыйтайман?

Иртнинче концерта кайсан культура керменĕнче эрех сутни пирки çырнăччĕ те çавăн патнех таврăнам-ха. Ун чухне чăваш эстрада артисчĕсем, чăвашла юрă шăрантараканскерсемех, сцена çине тухаççĕ те сăмах калаççĕ – вырăсла! Чăвашла каласан мĕн пулать-ши? Анастасия Егоркина чăвашла илемлĕ юрларĕ. Анчах халăх умне тухсан эстрадăра пĕрремĕш утăмсем тăвакан хĕрача чăвашла калаçнине илтес килет. Тантăшĕсемпе вырăсла калаçать пулĕ-ха вăл (ара, çамрăксен «моди» вĕт ку). Чăвашла юрлама пултарать тăк халăх умĕнче пĕр-ик сăмах чăвашла та калама пултаратех. «Янташ» ушкăнри Николай Кузьмин чăвашлах пуплерĕ, халăха тав турĕ. Анчах тепĕр хĕр (шел, ятне пĕлместĕп) çавăнтах вырăсла калаçма тытăнчĕ. Юрă вĕçĕнче «спасибо» тенинчен, тем тесен те, «тавтапуç» сăмах илемлĕрех.

Çак кунсенче юлташăм Хусана кайса килчĕ. Питĕ килĕшнĕ ăна унта. Уйрăмах тутарсем хăйсен чĕлхинчен вăтанманни унăн кăмăлне кайнă. Эпир, чăвашсем, «чăнкă» пулнине кăтартасшăн-мар-и? Анчах ку мĕскĕнлĕхе çеç кăтартмасть-и?

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 2174.53.5099
2015.07.21 13:50
Agabazar
Ăнăçлă акци.
Пĕр хĕрарăм // 6672.2.9005
2015.07.21 15:20
Акапасара кăмăла каякан япала та пур иккен.....
Agabazar // 5418.9.4598
2015.07.21 18:54
Agabazar
Пур.
Пихампар // 8599.4.2394
2015.07.21 20:35
Пихампар
Вырӑсла юрласси модӑна кӗрсе кайрӗ чӑваш эстрада "ҫӑлтӑрӗсен". Эп вырӑсла пӗлеп тесе мухтанасшӑн-ши мӑнтарӑнсем)))). Сассисем те ҫук вӗт-ха нумайӑшӗн, юрлама та сӑмсапа юрлаҫҫӗ. Кайса вӗренӗр-ха музучилищӗсене, консерваторисене! Тутарсенчен тӗслӗх илччӗр хуть шереметсем
Agabazar // 4172.25.0787
2015.07.21 21:29
Agabazar
Этот комментарий удален. Причина: темӑпа ҫыхӑнман!
2015.07.21 23:02
Ҫу иртсе кайиччен Шупашкара пырса ку ӳкерчӗке пырса курма пултарӑп-ши, вӑхӑт пачах та ҫук ялти халӑхӑн, ҫу каҫипе пӗр лӑш курмасӑр хӗле хатӗрленмелле. Пӗр-пӗр услап ӳкерчӗке вараласран сыхламалла.
Темӑран тухсах кайман-ҫке Пихампар.Эстрада пирки те асӑннӑ автор.
Agabazar // 1631.03.9995
2015.07.21 23:25
Agabazar
Ӳкерчĕкĕсем пĕрре çеç мар, темиçе пулма кирлĕ. Тĕп текстра кун пирки каланă.

Тĕрĕс, тĕп текстра эстрада пирки калани те пур.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.22 09:19
Акасапар куҫ умӗнче улшӑнса пырать-ку пит те кӑмӑллӑ япала. Наци колоричӗн элеменчӗсем хута кайни пит кӑмӑллӑ. Унерҫӗсемпе скульпторсене ирӗк парсан вӗсем темтепӗр туса кӑтартӗҫ.
Agabazar // 1080.26.6732
2015.07.22 12:30
Agabazar
"колоритсем" тата "элементсем" çеç пулни — çителĕксĕр!

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики