Ют Ҫын // 1253.76.5222
2015.07.14 23:43 | |
Ислам тӗнчи килӗшет пулсан, чун ҫав енне туртат пулсан, йышӑнмалла ислам тӗнне, ӗҫӗ те пӗтнӗ. Лайӑх тӗн, лайӑх тӗнче. | |
Agabazar // 2482.87.9879
2015.07.16 13:08 | |
Ислам тĕнне йышанаççĕ ислам тĕнчи килĕшнĕрен мар.
Ислам тĕнне йышанаççĕ Аллаха ĕненнĕрен. Тĕнпе çыхăннă ĕç-пуç ним шахвăртусăр пулсан çавнашкал. Кун тулашĕнчи — пĕтĕмпех конъюнктура. | |
Михаил Волков // 8468.8.3909
2015.07.16 22:59 | |
Тĕнчери халăхсен кашнин челхинчех пĕрлехи авалхи челхе сăмахĕсен тымаресем пур. Ку пур халăх та тăваннине пĕлтерет. Анчах пĕр вырăнтан пĕр Турăпа, пĕлÿ никĕсĕсемпе тĕрлĕ вăхăтра тĕнче тăрăх саланнă йăхсен çав тымар сăмахсенчен вĕсен пĕлтерĕшне сарса расна сăмахсем тума тивне. Империсенчи челхе ăстисем сăмах тымаресене те юри улăштарнă. Арабсен империне 6-мĕш ĕмĕрте тума пуçланă. Сĕм авалхи чĕлхери сăмах тымарĕсем халăх калаçăвпе ытти тĕнсенчен Корана та "юхса кĕнĕ". Вĕсене чылай урăхлатнă.
| |
Михаил Волков // 8468.8.3909
2015.07.16 23:25 | |
Кааба - Киремет картиех пулнине асăрхама пулать. Кунтах сиплĕ таса шыв юхса выртать. Карти 4 кĕтеслĕ, Пуççапмалли, çылăх каçарттармалли карта кĕтессинче тÿперен тахçан авал ÿкнĕ чул катрамĕ выртать. Карта тавра 7 çаврăнмалла, чула сĕртĕнеççĕ, чуптăваççĕ. Каабана ислам тĕнне пуçличчен Магомет куккăшĕ (унччен вĕсен ăрăвĕ) пăхса тирпейлесе тăнă. Магомет, Сарăастар, Моисей, Христос пекех, - Турă тĕнне çĕнетекен пулнă. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.21 10:07 | |
Акасапар: "Ислам тĕнне йышанаççĕ Аллаха ĕненнĕрен"-ку ӗнентерӳллӗ палӑрту мар. Эпӗ ислам йӗркине килӗштернӗ чӑвашсене те, вырӑссене те пӗлетӗп. Вӗсем калаҫҫӗ:" мӑсӑльмансем арҫынӗсем эрехпе ахӑрмаҫҫӗ, ҫемьере ача нумай ӳстереҫҫӗ, укҫа енчен тата арҫын гормонӗсем енчен те чухӑн мар". Ҫавӑн пек арҫынсене саваҫҫӗ ытти халӑх хӗрарӑмӗсем те. Ҫавӑнпа та хиджап тӑхӑнаҫҫӗ. Аллах чи малти вырӑнта мар, хисеплӗ Акасапар.
| |
Agabazar // 3115.14.5139
2015.07.21 10:54 | |
Ислам вăл — тĕн.
Тĕн вăл — ĕненÿ. Ĕненÿ çук пулсан, исламĕ те, христианлахĕ те çук. Ахаль йăла-йĕрке çеç. Леш хайхи палламан, ют çынсене "эсĕр" теме йышăннă йăла пек. Е пĕр-пĕрне ал тытса саламласси пек. Чăн та, тĕнре ĕненÿпе йăла-йĕрке тачă çыхăнса кайнă ĕнтĕ. Кунпа килĕшмелле. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.21 16:43 | |
Этот комментарий удален. Причина: темӑпа ҫыхӑнман! | |
Тимӗр // 4916-2612
2015.07.21 21:28 | |
Ислам та христиан та вӑл тӗн.Ӗненетни ӗненместӗни вӑл пур.Тӗне йышӑнтараҫҫӗ.Кама вӑйпа,кама илӗртсе.Малтан ӗмӗр эсӗ тесе каласа пурӑннӑ халӑха ютран илнӗ йӑлапа эсир теме хӑнӑхтараҫ,кайран ытти ют йӑла-йӗркене те хаваспах йышӑнан.Кайран кӑшкӑратпӑр чӑваша тапӑнаҫҫӗ тесе. | |
Agabazar // 1631.03.9995
2015.07.21 21:46 | |
(-- хуратнӑ --)
Кирлĕ чухне çынна хисеплеве палăртса чĕнесси — чăн-чăн чăваш йăли-йĕрки!!!!!! "Сĕм вăрман" тееси вырăнне "Дремучий лес" тени — ЧĂВАШ ЙĂЛИ МАР!!!! | |
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.22 18:19 | |
Этот комментарий удален. Причина: темӑпа ҫыхӑнман! |