Михаил Волков // 5654.9.2956
2015.07.05 22:19 | |
"Хыпар" кăларса тăнă "Чăваш тĕнчи" ятарлă кăларăмĕнче (9/79/№,2005, юпа, 6) Петĕр Мультиерсем (Мускав хули) çырнă "Халăх ячĕ - XIII ĕмĕрте" статья тухрĕ. Арабсен Ибн эль-Асир ятпа историксем асăнаканăн летопиçĕнче 800 чăваш (ч саспалли çукран ТАВАШ тесе çырнă) юланутçă халифат çарĕнче пулнине асăннă. Вĕсене автора арабсене хирĕç тухма хатĕрленме халиф ярса панă. 1221 е 1223-мĕш çулсенче тенĕ. Летопиçе вырăсла куçараканĕ В.Тизингаузен. Унăн ĕçĕ "Сборник материалов, относящихся к истории Золотой Орды" ятпа 1884 çулта Питĕрте тухнă. Куçаруçă автор орфографине тĕкĕнме тавçăрайман. - П.М.
| |
Аçтахар Плотников // 3539.10.3538
2015.07.05 22:38 | |
«Халăх ячĕ - XIII ĕмĕрте» статья пирӗн сайтра та пулма кирлӗ / сканерласа вырнаҫтарнӑччӗ пулас. | |
Agabazar // 2735.97.2515
2015.07.06 04:40 | |
Хайхи статьясем:
1)Халăх ячĕ 13-мĕш ĕмĕрте 2)Халăх ячĕ 8-мĕш ĕмĕрте Пăхрăм вăл статьясене. Ним кăсăкли те çук унта. 13-мĕш, 8-мĕш ĕмĕрсем патне капашиччен, малтан 15-мĕш тата 14-мĕш ĕмĕрсем тĕлĕшпе те пулин ăнкарас пулать. Кутăнла майпа кайса тишкерем пекки тунинчен усси çук. |