Михаил Волков // 3460.48.2794
2015.07.07 21:58 | |
Дагфарта (3-мĕш том) Кул Галин "Хон тарихы" кĕнекин сыпăкĕсем пур. Пăлхар - патшалăх ячĕ. Хорезм çынни (В.Д.Д. мана çапла каларĕ), маджарла ислам астарĕ Кул Гали кăсăклă фактсене çырса кăтартнă (- М.В.). Ăна ĕненме пулать. (Иштек 1225-мĕш çултах çарне халхи Казахстанран илсе тухать; уруксем йăх тымарне КăК теççĕ...) Çак тапхăрти çăва çинчи чăвашла эпитафисене ислам йышăннă йăхсем Муслимпа араб алфавичĕпе çырнă та ĕнтĕ. Карапаш хули те пур Тутарстанра. Унти Хурапуçсем тутарланнă. | |
Agabazar // 3916.74.0997
2015.07.08 04:55 | |
Ку темăна, хисеплĕ Михаил Волков, тархасшăн тĕрлĕрен çÿп-çапа ан сĕтĕрĕр!
| |
Михаил Волков // 2484.78.1713
2015.07.08 15:08 | |
Ятлама, хăтăрма, шăллăм, санăн кăштах ÿсес, сумланас пулать. Хăв ларакан турата пăчкăпа серсе ан кас. Тетелтен тăранатăн пулсан, форумçăсене хисепле: Чĕлхепе мимери çÿпçапа тасатни никама та пăсмасть. Матькассине пĕрмаях çÿрени килĕшÿсĕр ку форумра. Урăх ăнлантарни кирлĕ мар пулĕ?.. | |
Agabazar // 8931-6856
2015.07.08 17:46 | |
Çÿп-çапа кунта сĕтĕрмелле-и, сĕтĕрмелле мар-и? Гамлет ыйтăвĕ.... | |
Михаил Волков // 3668.72.7470
2015.07.08 21:32 | |
Тасат, тасатах çÿпçаппуна. Пĕлÿсем тултар кутăнланса ÿркенмесĕр, шăллăм, тараватлăха вĕренни те пăсмĕ Вара сайтран пасар тума пăрахăн. Темăсеене маттур илсе пыма ĕç пултарулăхĕ пурри сисĕнет санăн: кăсăклă материалсем шыраса тупма тăрăшатăн. Анчах форумçăсене пÿлсех хăвăнтан хушкаласа пĕлĕвÿ хальлĕхе çителĕксĕррине кăтартатăн. Куштанланнипе мар, тивĕçлĕ пĕлÿсемпе çĕнтереççĕ тавлашура. | |
Agabazar // 1813.54.8277
2015.07.09 05:03 | |
"...Тетелтен тăранатăн пулсан,..." Ку вара — куçкĕрет халлап. | |
Михаил Волков // 1544.04.0854
2015.07.09 13:09 | |
Сывлăшпа тăранса пурăнмастăн пуль ĕнтĕ форумра вĕçĕмсĕр пур темăсем тăрăх чупса. Институт шалу тÿлет пулĕ кильйышна выçă хăварасран. Анчах апла-и, капла-и, ырă сĕнÿсем усăллă пулĕç тесе шанатăп. Форумăн сумлăхĕ ÿстĕрччĕ. | |
Agabazar // 1860.26.0075
2015.07.17 09:15 | |
Светлана Чиркова — Икĕ Ылттăн Олимп медалĕ (Мехико-1968 тата Мюнхен-1972,рапира) илме пултарнă пĕртен-пĕр чăваш.Халлĕхе ун пекки урăх çук.Светлана Чиркова — "чăваш" ятпа çÿрекен çын. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.21 10:20 | |
Кунта вара Светлана Чиркова темӑпа ҫыхӑннӑ-им,Админ тӑванӑм? Чиркова чӑваш пултӑр-ха, анчах та "Эпӗ чӑваш, кунпа мухтанатӑп та мӑнаҫланатӑп"- тесе Чиркова чӑвашла каланине илтмен, вуламан. Валентина Михайловна Васильева-Егорова чӑвашла Америкӑра интервью панине илтнӗ. Паян ,тен,чӑвашла хӑй те манса пырать. Ачисене чӑвашла вӗрентместь те. Ятсем пурте вырӑсла та акӑлчанла. | |
Agabazar // 3115.14.5139
2015.07.21 10:40 | |
Сетлана Чиркова — "чăваш" ятпа çÿрекен çын. Ун пеккисем тĕнчере нумаях мар. Вăл шутра Эстонире те. "Чăваш" ятпа çÿрекеннисен йышĕ тĕнчере хăвăрт чакса пырать.
Икĕ хут Олимп чемпионĕ пулнисенчен вара чăваш ятпа çÿрекенни — ПĔРТЕН-ПĔР ВĂЛ ÇЕÇ. Урăх ун пекки тĕнчере Чирковасăр пуçне пачах та çук. Па-а-а-ча-а-х та çу-у-у-у-к! Валентина Егорован та ик Олимп медалĕ. Анчах та пĕри çеç ылттăн. |