Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Иногда то, чего мы боимся, менее опасно, чем то, чего мы желаем.
(Коллинз)
 

Таисия Ташней: 9 класс чăвашла вĕреннĕ ача чăвашла пĕлет-и?

Таисия Ташней12.06.2015 13:5032183 просмотров

Ку ыйту ахальтен çуралмарĕ-ха ман. Чăваш наци конгресĕн сайтĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, ЧНКн вĕренӳпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ Геронтий Никифоров «Чăваш чĕлхин пуласлăхĕ мĕнле-ши?» статья пичетленĕ. Унта вăл тăван чĕлхемĕр пирки пăшăрханса çырать.

Чăваш чĕлхине ЮНЕСКО пĕтекен чĕлхесен шутне кĕртни паянхи кун вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Темиçе çул каялла ун пек хыпара тĕнче тетелĕнчи шырав тытăмĕсенчен пĕринче акăлчанла кăсăклансан кăна (хамшăн ют чĕлхепе шыраса пулăшаканни пĕр вăхăтра Шупашкар район хаçачĕн редакторĕнче ĕçленĕ Борис Чиндыков пулнăччĕ) ЮНЕСКО сайтĕнче кăна тупайнăччĕ.

Чăваш чĕлхине ЮНЕСКО çĕр чăмăрĕнчен çухалакан чĕлхесен шутне кĕртнĕ май «çакнашкал лару-тăрура шкулсенче чăваш чĕлхине вăй илтерсе, тымарлантарса вĕрентмелле пек пулса тухать», – тесе çырать маларах асăннă Геронтий Никифоров.

Вĕренӳ программине илес тĕк Геронтий Никифоров 9 класс пĕтернĕ хыççăн ачасене чăваш чĕлхипе пăрăнми йĕркепе (вырăсла каласан, обязательно) тыттарнине аса илет. «Патшалăх тĕрĕслевĕнче ачасем тăван чĕлхене чухланине, унпа çырура ycă курма пĕлнине, илемлĕ литературăри ĕçсене паянхи пурнăç пулăмĕсемпе çыхăнтарма пултарнине аван кăтартрĕç. Çакнашкал паха пулăмăн пĕлтерĕшĕ чăваш чĕлхине тытма суйласа илмелли экзамен шутне кĕртсен тӳрех чакрĕ. Суйласа илмелли предмет пулнă май ĕнтĕ чăваш чĕлхипе экзамен тытакансен шучĕ çулсерен чакса пычĕ», – пĕтĕмлетет чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ.

Геронтий Никифоров кăçалхи лару-тăрăва тишкернĕ. Республикăри ял шкулĕсенче 9-мĕш класс вĕренсе пĕтерекенсенчен хальхинче 19 ача çеç чăваш чĕлхипе экзамен тытнă иккен. Ун пеккисем Етĕрне районĕнчи Пушкăрт шкулĕнче 3 ача тупăннă, Урпашра – тăваттăн, Палтайпа Пĕрçырланта – пĕрер, Муркаш районĕнчи Калайкассинче – çиччĕн, Атапайĕнче – иккĕн, Шурчара – пĕрре.

Унтан Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ чăваш чĕлхи республикăра патшалăх чĕлхи пулнине манас марччĕ тесе каланă май ачасен тăван чĕлхе пĕлĕвне Чăвашра патшалăх шайĕнче тĕрӗслемесен тăван чĕлхесĕр тăрса юлмăпăр-ши, чăваш чĕлхине упраса хăвараймасан килес ăрусем мĕн калĕç-ши тесе чунне ыраттатать.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Нина // 8866.3.4106
2015.06.26 18:35
АТИЛА // 3913.58.46452015-06-26 10:53
"УЧТЕЛЬСЕМ НУМАЙ.АНЧАХ ПОРТЕ ТЕМШӖН ХӐХСЕН АЧИСЕНЕ ЧВАШЛА ВӖРЕНТЕСШӖН ПОЛМАН.АТТЕ-АННЕ ТЕМЕ ВӖРЕНТИМАН.ХӐЙСЕМ ҪЫНСАН АЧИСЕНЕ ВӖРЕНТСЕСШӖН ЧОПСА ҪӲРЕЧЧӖ.МӖН ОССИ ВӐСАНЧЕН."

1.ЭСИР ХӐВӐР ачӑрсене вӗрентнӗ-и вара?
2.Учительсен ӗҫне туйса-кӗрсе курнӑ-и?
3.Шкула чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ ӗҫе пурнӑҫлама 1 хут пулсан та пулӑшнӑ-и?
4.Хӑвӑр учительте ӗҫленӗ пулсан мӗнле ҫӗнӗлӗх кӗртнӗ пулӑттӑр?
5.Учительсем валли чӑвашлӑхшӑн чунтан тӑрӑшса ӗҫлеме мӗнле сӗнӳсем паратӑр?
Нина // 8866.3.4106
2015.06.26 18:38
АТИЛА // 3913.58.4645
"...МӖН ОССИ ВӐСАНЧЕН."
ЭСИР вара мӗнле пысӑ-ӑ-ӑк усӑ турӑр. Пире те вӗрентӗр-ха, тархасшӑ-ӑ-ӑн!, ОССИ тума!
Тимӗр // 4916-2612
2015.06.26 21:44
Нина. Чи малтан атте-анне теме вӗрентмелли пирки каламасӑрах паллӑ.Шкула каичченех пепкене тӑван чӗлхене вӗрентесси ашшӗ-амӑшӗн тивӗҫӗ.Ҫаксене тума питӗ ҫӑмӑл.Пӗр пус та укҫа кирлӗ мар.Ашуклта вара кайран чӑвашла,акӑлчанла,китайла та вӗрентме юрать.Ачисем тата ашшӗ-амӑшӗ мӗн суйласа илет.Кама мӗн кирлӗ. Укҫа тӳлесе канмалли кунсенче ачисене акӑлчанла вӗрентеҫҫӗ.
Нина // 3755.28.7449
2015.06.26 21:52
Timer:"Шкула каичченех пепкене тӑван чӗлхене вӗрентесси ашшӗ-амӑшӗн тивӗҫӗ"
Питӗ тӗрӗс шухӑш, килӗшетӗп.Ашшӗ-амӑшӗсен учительсемпе пӗрле ӗҫлемелле...
Agabazar // 3163.96.3994
2015.06.26 21:58
Agabazar
Таймер: "Нина. Чи малтан атте-анне теме вӗрентмелли пирки каламасӑрах паллӑ."

Пулаççĕ вĕт шутсăр ăслă Леопольдсем! Кушак аçи темерĕн!



"Шкула каичченех пепкене тӑван чӗлхене вӗрентесси ашшӗ-амӑшӗн тивӗҫӗ. Ҫаксене тума питӗ ҫӑмӑл. "

Çăмăл пулсан ма пурнăçламăççĕ? Ма Таймер ачисем чăвашла калаçмаççĕ? Ма Таймер хăй те этем ĕретлĕ чăвашла калаçаймасть?



"Пӗр пус та укҫа кирлӗ мар"

Кама пит пуйтарсшăн эсĕр чăваш чĕлхи тĕлĕшпе укçа кăштах перекетлем пекки туса?

Кам чăваш пепкисене тивме тивĕçлĕ укçана хăйне валли çавăрса илесшĕн?



"Ашуклта вара кайран чӑвашла,акӑлчанла,китайла та вӗрентме юрать.Ачисем тата ашшӗ-амӑшӗ мӗн суйласа илет"

Ку — ултав. Ашшĕ-амăшĕ кунта тĕрĕссипе пит нимех те суйлаймасть. Вырăс чĕлхи ма çук тата эсĕр сĕнекен списокра? Ăна "суйлама" юрамасть-им?

<br>
Agabazar // 3163.96.3994
2015.06.26 21:58
Agabazar
Шĕшлĕ вăрлани.
Нина // 3755.28.7449
2015.06.26 22:05
Timer //
"Ачисем тата ашшӗ-амӑшӗ мӗн суйласа илет.Кама мӗн кирлӗ. Укҫа тӳлесе канмалли кунсенче ачисене акӑлчанла вӗрентеҫҫӗ."
Ҫапла ҫав,.. ашшӗ-амӑшӗсемех тӑван чӗлхене суйлама пулӑшас вырӑнне пистерме пулӑшаҫҫӗ, акӑлчан чӗлхине вӗренме хистеҫҫӗ...
Миккуль // 4292.84.0894
2015.06.27 12:30
Хӑшпӗр пӳтсӗр чӑвашсем веҫех хирӗҫлесе лараҫҫӗ. А Тимӗр тӗрӗс калат-"Шкула каичченех пепкене тӑван чӗлхене вӗрентесси ашшӗ-амӑшӗн тивӗҫӗ". Кам хирӗҫ. Каламасӑрах паллӑ- пурне те хирӗҫлекен провокатӑр терӗҫ. Кунпа килӗшетӗп.
Agabazar // 4182.3.2762
2015.06.27 15:57
Agabazar
Миккуль хоспочын! Мĕншĕн "хирĕçнине" тата çакă мĕне тата камсене пула пулса пынине эсĕр пит аван чухлатăр. Ахăртнех, хăвăр та çав "шайккăранах" пуль-ха. А тĕрлĕрен "ашшĕ-амăш тивĕçĕсем" пирки пире вара ан вĕрентĕр. Малтан хăвăрăн тивĕçсем пирки калаçăр. Пит мухтанам пекки тавас тесен, паллах, хăвăрăн ачăрсене те илсе килсе кăтартма пултаратăр ку сайта. Паллах, çав таранах тăрри шăтăк пулсан.

Унашкал "ăслă" сăмахсемпе тамăк патне пыракан çула илемлетнĕ, кăна пурте пĕлеççĕ.

Тĕрĕссипе каласан, ашшĕ-амăшĕн сирĕнпе пирĕн умра нимĕнле тивĕçлĕхсем çук. Вĕсем сирĕн тата пирĕн чура мар.

Миккуль мухтакан Таймер вара вырăс чĕлхине хирĕç пырать пулмалла. Мĕнле калаççĕ-ха, "русофоб" теççĕ-и? Çав сăмах модăра вĕт халь! Чăваш, акăлчан, киттай чĕлхисене суйлама пулать, вырăс чĕлхине суйлама çук пек пулса тухать.

Нина: <<Timer:"Шкула каичченех пепкене тӑван чӗлхене вӗрентесси ашшӗ-амӑшӗн тивӗҫӗ"
Питӗ тӗрӗс шухӑш, килӗшетӗп.Ашшӗ-амӑшӗсен учительсемпе пӗрле ӗҫлемелле...>>

Чăннипе ашшĕ-амăшне учительсемпе пĕрле мар, хăйсем тĕллĕн çеç ĕçлеттересшĕн Таймерсем. Вĕсен шучĕпе учительсем пач кирлĕ мар...

Саввати // 1908.51.2978
2015.06.28 13:24
Тӑван чӗлхем пирки хамӑн шухӑшӑма ҫырас тенӗччӗ, анчах ку яланах кӑткӑ тӗмине патакпа пӑтратса ларакан Акапасар хоспочӑн хуҫаланакан сайт пулнине курсан, каялла пӑхмасӑр тапса сикес терӗм: пӗлетӗп, вӑл кирек епле япалана та кутӑн ҫавӑрса лартма маҫтӑр ҫын! Ҫавӑнпа та кунта нимӗн интересли те, кӑсӑкли те (ӑна майлӑ юрласа ӗнӗрлекен пӗр-икӗ майра-автор сӑмахӗсем те сайта чӗрӗлентереймеҫҫӗ) ҫук.

Страницăсем: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики