Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Свобода - это когда не нужно выбирать.
(В. Соловьев)
 

Таисия Ташней: 9 класс чăвашла вĕреннĕ ача чăвашла пĕлет-и?

Таисия Ташней12.06.2015 13:5032187 просмотров

Ку ыйту ахальтен çуралмарĕ-ха ман. Чăваш наци конгресĕн сайтĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, ЧНКн вĕренӳпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ Геронтий Никифоров «Чăваш чĕлхин пуласлăхĕ мĕнле-ши?» статья пичетленĕ. Унта вăл тăван чĕлхемĕр пирки пăшăрханса çырать.

Чăваш чĕлхине ЮНЕСКО пĕтекен чĕлхесен шутне кĕртни паянхи кун вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Темиçе çул каялла ун пек хыпара тĕнче тетелĕнчи шырав тытăмĕсенчен пĕринче акăлчанла кăсăклансан кăна (хамшăн ют чĕлхепе шыраса пулăшаканни пĕр вăхăтра Шупашкар район хаçачĕн редакторĕнче ĕçленĕ Борис Чиндыков пулнăччĕ) ЮНЕСКО сайтĕнче кăна тупайнăччĕ.

Чăваш чĕлхине ЮНЕСКО çĕр чăмăрĕнчен çухалакан чĕлхесен шутне кĕртнĕ май «çакнашкал лару-тăрура шкулсенче чăваш чĕлхине вăй илтерсе, тымарлантарса вĕрентмелле пек пулса тухать», – тесе çырать маларах асăннă Геронтий Никифоров.

Вĕренӳ программине илес тĕк Геронтий Никифоров 9 класс пĕтернĕ хыççăн ачасене чăваш чĕлхипе пăрăнми йĕркепе (вырăсла каласан, обязательно) тыттарнине аса илет. «Патшалăх тĕрĕслевĕнче ачасем тăван чĕлхене чухланине, унпа çырура ycă курма пĕлнине, илемлĕ литературăри ĕçсене паянхи пурнăç пулăмĕсемпе çыхăнтарма пултарнине аван кăтартрĕç. Çакнашкал паха пулăмăн пĕлтерĕшĕ чăваш чĕлхине тытма суйласа илмелли экзамен шутне кĕртсен тӳрех чакрĕ. Суйласа илмелли предмет пулнă май ĕнтĕ чăваш чĕлхипе экзамен тытакансен шучĕ çулсерен чакса пычĕ», – пĕтĕмлетет чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ.

Геронтий Никифоров кăçалхи лару-тăрăва тишкернĕ. Республикăри ял шкулĕсенче 9-мĕш класс вĕренсе пĕтерекенсенчен хальхинче 19 ача çеç чăваш чĕлхипе экзамен тытнă иккен. Ун пеккисем Етĕрне районĕнчи Пушкăрт шкулĕнче 3 ача тупăннă, Урпашра – тăваттăн, Палтайпа Пĕрçырланта – пĕрер, Муркаш районĕнчи Калайкассинче – çиччĕн, Атапайĕнче – иккĕн, Шурчара – пĕрре.

Унтан Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ чăваш чĕлхи республикăра патшалăх чĕлхи пулнине манас марччĕ тесе каланă май ачасен тăван чĕлхе пĕлĕвне Чăвашра патшалăх шайĕнче тĕрӗслемесен тăван чĕлхесĕр тăрса юлмăпăр-ши, чăваш чĕлхине упраса хăвараймасан килес ăрусем мĕн калĕç-ши тесе чунне ыраттатать.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Марине // 2933.58.3214
2015.06.16 21:48
"Илле Ивановпа Тымарлан судсенче чӗлхене хӳтӗленӗ чохне ста полнӑ Геронтисен команди?
Каллех вӗрентекенсене айӑпласшӑн.ӖҪРЕ пулнӑ вӗрентекен!
Вӗсен ӗҫӗ ҫӑмӑлах мар ҫав! "Чӑваш чӗлхипе ӑҫта каян?"- тесе калакан ашшӗ-амӑшӗсем те мӗн чухлӗ йывӑрлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ тата.Ятлаканнисем нумай, пулӑшаканнисем ӐҪТА? Килте 100 ҫемьерен 10-шӗ те чӑвашла калаҫмасть-вӗт! Чӑваш чӗлхи урокӗнче ҫеҫ калаҫни питӗ сахал.Киле ӗҫ парса ярсан та ашшӗ-амӑшӗсем
кӳренеҫҫӗ, вырӑс чӗлхипе, математикӑпа вӑхӑт нумай ирттермелле,ЕГЭне хатӗрленмелле, имӗш..

Agabazar // 1909.28.6708
2015.06.17 01:24
Agabazar
Атила юлташ,
Сергей Кужугетович Шойгу ăçта пулнă Илле Иванов тата Пил Тымарлан судсенче чĕлхене хÿтĕленĕ чухне?

Пушă мар пулнă тесшĕн пуль те, анчах никам та тĕнчере ĕçсĕр мар, пурин те ĕçĕсем пур.
Атила // 3913.58.4645
2015.06.19 09:30
Йорат.Ӑнлантӑм.Геронтисене чӑваш чӗлхи мар керлӑ,а ӗҫ вырӑнӗ тата зарплата..Лишь бы вӗрентес.Чоаш е китай чӗлхи,без разницы.Ҫавӑнпа кӑна школта чоаш чӗлхине вӗрентес пек вӑсам.
Agabazar // 3374.32.4497
2015.06.19 14:10
Agabazar
Ăнланни аван.
Геронтий Никифоров маншăн никам та мар. Эп ăна палламастăп. Эп ун пирки ку сайтра "усаллине" çеç каланă. Сăмахран, вăл вĕçĕмсĕр Юрий Виноградов юррине юрлани килĕшмест.

Çапах та эсĕр те, эпĕр те вăл хăйĕн вĕрентÿри тĕп ĕçĕсене мĕнле пурнăçласа пынине эпир пĕлместпĕр. Пĕлместпĕр пулсан, сăсăл сăвăрма та кирлĕ мар.

Ну, ăнланатăп-ха, кунта çыннăн гражданла позицийĕ пирки каласшăн эсĕр. Каллех хĕн Геронтисене тапăнма. Мĕнпе айăпа кĕнĕ вĕсем пирĕн умра ку тĕлĕшпе? Хăйсене палăртас тĕллевпе пире качи-мачи хуçса кăтартмалла-и вĕсен? Кашниех Илле Иванов шайне çĕкленеймест ĕнтĕ, паллă...
Михаил Волков // 5802.2.6057
2015.06.20 21:09
Паллах, 9 çул вĕрентсен те ачасем калаçма пĕлеймеççĕ пулсан, эпир вĕсене тем урăха вĕрентетпĕр пулĕ темелле. Вĕрентсен упа та ташлама вĕренет. Хамăр ют чĕлхене епле вĕреннине аса илер те, "Ара, чăвашла та эпир çаплах вĕрентетпĕр-çке!" тесе урăхларах меслетпе мелсем шырар.
ильина // 3260.18.3863
2015.06.20 22:17
Енчен те эсир Геронтие пӗлместӗр пулсан ун ҫинчен усал калаҫни пӗрре те килӗшӳллӗ мар сире.Шкулта 30 ҫул хушши чӑваш чӗлхи вӗрентнӗ! Вӑл вӗрентнӗ ачасем тӗрлӗ енлӗ талантлӑ. Мӗн чухлӗн вӗсем!!! Пурте ӑна хисеплеҫҫӗ, ырӑ сӑмахсем калаҫҫӗ. Пирӗн унтан вӗренмелли нумай. Ӑна нимле ӗҫ те, укҫа та кирлӗ мар. Кирлӗ пулсан пурне те тӳлевсӗрех пулӑшма хатӗр.Кун пек пӗлмесӗр калаҫни никама та илем кӳмест.Калаҫас пулсан кашни ҫынра япӑххине тупма пулать.Омар Хайям сӑмахӗсене аса илсен питӗ лайӑх пулмалла. Сайтра кирлӗ темӑсем хускатсан лайӑхрах пулӗччӗ
Agabazar // 2547.79.6585
2015.06.21 10:30
Agabazar
"Енчен те эсир Геронтие пӗлместӗр пулсан ун ҫинчен усал калаҫни пӗрре те килӗшӳллӗ мар сире"

Геронтий Никифоров хăйне вĕрентÿ ĕçĕнче еплерех палăртнине эпĕ чăнах та пĕлместĕп. Каларăм вĕт кун пирки! Е ăнланмалла мар пулчĕ-и? Анчах та эп унăн публицистикипе паллашнă. Вăт çавă мана чăнах та килĕшмест. Килĕшмен япалана суйса "килĕшет" темелле-ши? :-(

Тимӗр // 4916-2612
2015.06.21 10:40
Геронти,паллах,чунтан тӑрӑшать чӑваш чӗлхишӗн.Анчах та чӗлхене упраса хӑварас ӗҫре пӗрмай шкул тата шкул программипе кӑна ҫыхӑнтарни унӑн пысӑу йӑнӑшӗ.Пур халӑх ҫынни ачипе ҫуралсанах тӑван чӗлхипе пуплет.Шкул ҫине шанмасӑр.Цыгансен пирӗн пек проблема ҫукки пирки нумай ҫырчӗҫ.Пурте килӗшеҫ Акапасарсӑр пуне.А шкулта тӑван чӗлхене вӗрентни лайӑх ӗнтӗ.Вӑйпа вӗрентмесен.Ашшӗ-амӑшӗ хирӗҫ пулмасан.
Agabazar // 1080.26.6732
2015.06.21 15:29
Agabazar
Эх, юрать Таймер пур тĕнчере!
Çавă ĕнтĕ пире чăнлăха уçса параканни!
Ара, йăнăш пулмасăр!
Геронтисем, ытти вĕрентевçĕсем пустуй аппаланаççĕ!
Йăлт шăпăрпа шăлса тăкмалла вĕсене!
Вара çавсен вырăнне вырăслăха вĕрентекенсене пы-ы-ы-сăк укçа парса ĕçе йышăнмалла!
Ара, шкулта чăвашлăхпа мĕн тумалла? Вĕрентес ун вырăнне унта вырăслăха!
Agabazar // 1080.26.6732
2015.06.21 15:35
Agabazar
Ку Геронти иккен-ха, тăван чĕлхене шкулта вăйпа (?) вĕрентекенни.... Эх, шеремет! Кам панă-ши ăна унашкал диктаторла полномочисем? Ахăртнех, Путин патне ятарласа кайса илнĕ.... Вăт, пултарать этем! Вăйлă!

Страницăсем: 1, ... 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики