Agabazar // 4079.52.9309
2015.06.08 09:17 | |
Аçтахар Плотников // 1376.23.7540
2015.06.08 16:57 | |
Тен Акапасар пире Ҫӳлевӗҫ этимологине каласа парӗ? | |
Agabazar // 1680.7.2906
2015.06.08 17:48 | |
Ну ку тĕлĕшпе пĕр-пĕр фрик пуçне ак çак япала пырса кĕме пултарать: Çÿлевĕç= Çÿле+Вĕç.
Каламбур та шутласа тупма пулать: Çÿлевĕç, çÿле вĕç! (Рысь, лети выше!). Чăн та, çÿлевĕç йывăç çинче пĕр турат çинчен теприн çине сиккеленине ытарлăн вĕçни теме пулать. Леш хайхи Хурлăхан сăмахри пек. Хурлă+Хан (Печальный Хан). Пулать вăл ун пекки. Хайхи "пĕрле-уйрăм-дефиспа" çырасси пирки тавлашакансем мĕн тейĕç-ши кун пирки? | |
Аçтахар Плотников // 1376.23.7540
2015.06.08 18:58 | |
«Ҫӳле вӗҫ»-не унсӑр та куратпӑр-ха. Тӗрӗссипе вара еплерех? | |
Agabazar // 3449.34.7161
2015.06.08 19:56 | |
Паллă ĕнтĕ, кун пек чухне М.Р.Федотовăн ЭСЧЯне пăхмалла. http://altaica.ru/LIBRARY/fedotov2.pdf
147-148 сс. Алтай тапхăрĕнченех пыракан сăмах темелле пуль. Тĕрĕк, монгол чĕлхисенче пур. | |
Agabazar // 3449.34.7161
2015.06.08 21:44 | |
Çÿлевĕç сăмаха Алтай тапхăрĕнчен тата аваларах (калăпăр, ностратизм тапхăрне) йĕрлесе кайма май пур-и?
Ку ыйтăва халлĕхе айккинелле сирме сĕнетĕп. Вăт Русь сăмах пирки каласа хăвармаллах. Варягсенчен килнĕскер у. Славянсем чĕнсе илнĕ варягсене хăйсене çапла чĕннĕ. 100% чăнлăх. Анчах та ку ыйту калама çук хăватлăн политизациленнĕ. Çавăнпа та тата урăх версисем те пур текелеççĕ. Сăлтавĕсем çук пулсан та. Чăннипе урăх версисем çук. Варягсене русь тенĕ. Пăнчă. | |
Аçтахар Плотников // 1023.15.1646
2015.06.18 21:14 | |
Agabazar // 2226.12.2129
2015.06.19 00:14 | |
Алтай тапхăрĕнчи пĕрлехи сăмах мар çапах та. Каярахпа монголсенчен йышăннăскер пек пулса тухать. |
Фриксем темĕн те "палăртма" пултараççĕ. Чăннине вара ак çакăнта пăхăр —http://www.classes.ru/all-russian/r ... asmer-term-11438.htm