bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.02 08:21 | |
Маттур хӗрлӗчутайсем, кайса килнӗ,сума сунӑ. Акасапар хӑта итле,тархасшӑн. Хӗрлӗчутайсем:" Вӗретекенӗсем те: «Аван-и!» тесе саламлаҫҫӗ, урамра та, лавккасенче тӗл пулнӑ пур ҫын та пирӗнпе чӑвашлах калаҫса тӗлӗнтерчӗ"-вӑт мӗнле иккен. Ҫынсем килте те, урамра та,шкулта та тӑван чӗлхепе калаҫаҫҫӗ. Вӗсене ятарласа нимле саккун та кирлӗ мар иккен. Акасапара ятарлани те, ятарламанни те кирлӗ иккен. | |
Галина Зотова // 1940.85.5351
2015.06.02 12:24 | |
Тӗлӗнмелли татах та тупӑнчӗ-ха. Вӑтам шкулта 80 ача вӗренет, терӗҫ.
Пирӗн 1841-мӗш ҫулта уҫнӑ шкула 7 ҫул каялла оптимизаци туса пӗтерсе хучӗҫ, ун чухне ачасен шучӗ 11-мӗшӗнче вуниккӗнччӗ, вуннӑмӗшне вунпиллӗккӗн килме кӑмӑл турӗҫ, шкул ачисен шучӗ ҫӗртен чылай иртетчӗ. Ҫӗн Атикасси шкулӗ вунпӗрмӗшӗнче ҫулталӑк хушши пӗртен-пӗр ачана вӗрентсе пырса вӑтам шкул пулса тытӑнса юлчӗ. Пирӗн шкул ачисем урӑх районсенче вӗренме тытӑнчӗҫ (ял виҫӗ район чиккинче), халӗ бесперспективнӑй ялти 9 ҫул вӗренмелли шкулта шкул ачисен шучӗ сахалланнӑҫемӗн сахаллансах пырать. Чӑвашран ҫӗр-ҫӗр ҫухрӑмра вырнаҫнӑ ялта чӑвашла калаҫать халӑх, ялти ҫамрӑксем вара чӑваш ялӗнче хӑйсен ачисене вырӑсла калаҫтараҫҫӗ. | |
Agabazar // 4182.3.2762
2015.06.02 20:56 | |
"К.В.Иванова 125 çул" тенĕ.
К.В.Иванов 125 çултаТĕрĕс çакăн пек пулма кирлĕ. | |
Тари // 3537.95.6316
2015.06.02 22:04 | |
Agabazar чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ пулас, пирӗн чӑваш чӗлхи учителӗ те тӳрех йӑнӑшсене асӑрхать.
| |
Галина Зотова // 9163.4.2819
2015.06.02 23:17 | |
ЧНК сайчӗ ку уяв пирки чылай фотографи вырнаҫтарнӑ. | |
Agabazar // 6313.7.9476
2015.06.03 04:52 | |
Тари юлташ,
Йăнăшĕ пекки тарам-ха вăл, ун пек йăнăшсене кăна чăтма пулĕ. Çапах та тĕрĕсрех пулсан аван ĕнтĕ. | |
Agabazar // 6313.7.9476
2015.06.03 04:52 | |
Тари // 3537.95.6316 2015-06-02 22:04:<<Agabazar чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ пулас, пирӗн чӑваш чӗлхи учителӗ те тӳрех йӑнӑшсене асӑрхать>>. Йăнăшатăр.... | |
Айван // 4292.84.0894
2015.06.03 05:58 | |
Vyacheslavna ним тӗлӗнмелли те ҫук. Татах тӗлӗнмели тени нумай тупӑнӗ.Калӑпӑр, шкул программине(уйрӑмах пуҫламӑш шкула) Канадӑри пек "основы лесбийских знаний", "гендерное строение человека","познай свое тело" текен предметсем илсе килсен тӗлӗнме мар, учительсем шак хытса тӑрӗҫ. Мысара пуҫланасси малалла. Agabazar текеннисем Европӑ,Канадӑ шайне ҫитесшӗн. Ҫитереҫҫӗ часах, "кӑваккисем", "кӗреннисем" йышлӑн килсе ҫитсен курӑпӑр кама орфографи кирлине. | |
Валентина // 4186.57.1361
2015.06.03 09:39 | |
Ырă та ăслă хыпар ку. Тавах Г. Зотована терлĕ енлĕ танлаштарса тĕслĕхсемпе çырса кăтартнăшан. Аван-и, юлташсем! |