Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Против всего можно устоять, но не против доброты.
(Руссо)
 

Аçтахар Плотников: Путин: «наци чӗлхисене Раҫҫейри пек тӗнчере урӑх ниҫта та хӳтӗлемеҫҫӗ»

Аçтахар Плотников19.05.2015 14:3353802 просмотров

Ҫапларах каланӑ тет паян Путин халӑхсен хутшӑнӑвӗсемпе вырӑс чӗлхи канашӗсен ларӑвӗнче.

Вӗсен унта хӑтлӑ Кремӗлӗнче ҫапла шухӑшлаҫҫӗ пуль те, анчах пурнӑҫӗ пачах урӑххине кӑтартса панине чухламаҫҫӗ-ши вара?

 

Хисеплӗ Путин?

- шкулсенче чӑваш чӗлхине тата вырӑс чӗлхине мӗн чухлӗ вӗрентнине пӗлетӗр-и?

- ППЭ чӑвашла хӑҫан тытма пуҫлӗҫ?

- техника-компьютер таврашӗпе чӑвашла усӑ курас тесен мӗн тери чакаланма тивнине пӗлетӗр-и?

- телекурав кунӗн ҫӗрӗн чӑвашла тата вырӑсла мӗн чухлӗ ҫынсен пуҫӗсене минретнине танлаштарнӑ-и?

- Европӑн регионаллӑ чӗлхесен хартине хӑҫан ратификациллеттӗр (пурнӑҫа кӗртетӗр)?

- чӑваш чӗлхи хӑҫан хут ҫӳретмелли чӗлхе пулса тӑрӗ?

- хӑҫан икӗчӗлхелӗхе пӑхӑнса ӗҫлесси ыйтмасӑрах йӗркеленсе кайӗ?

- тата ытти, тата ытти те.

 

Путин ман шутпа кунта е суять е хут ҫинчи «идиллине» пӗлтересшӗн.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Айван // 4292.84.0894
2015.06.15 16:38
Акапасар хоспоччын, Атила текен чӑваш ачи сан патра йышӑну пӳлӗмӗнче(приемра) лармас вӗт. Эпир кунта мунчари пек пурте тан. Савӑнмалла ҫеҫ пурте тан пулнишӗн. Сӑварсем,сӑмахран,савӑнаҫҫӗ пӗр-пӗринпе тан пулнишӗн. Наци чӗлхине хӳтӗлемелле! Эсир тенипех чӗлхене хӳтӗлеймӗн.
Agabazar // 7490.3.1156
2015.06.15 17:42
Agabazar
Тайр // 4075.14.4433 2015-06-15 11:57: <<Чылай вакрах тиеке Эсӗ тесен мӗн пулать,Акапасар.>>

Чылай шултрарах тиеке эс тесен мĕн пулать?

Мĕн мĕнĕ ĕнтĕ? Çын хăйĕн икĕпитлĕхне кăтартать, çавă çеç. Ку вара сахал мар.

"Акапасар хоспоччын, Атила текен чӑваш ачи сан патра йышӑну пӳлӗмӗнче(приемра) лармас вӗт."

Эппин, çавна кура, мана "эсир" тени те çителĕклĕ. "Эс" тени маншăн ытлашши сулмаклă та хăватлă сăмах пулать. Сăпайлăх манăн çителĕклĕ. Мухтавлă сăмахсем мана кирлĕ мар. Çавна кура "эсир" тени маншăн шăпах шăлçемми, мăй таран çитет.



Вăт çавнашкал ĕçсем, ачсемĕр. Эсир пур, Путинпа калаçасшăн. Малтан Акапасарпа калаçма вĕренĕр-ха. Тренировкăри, Стажировкăри пек. Пур вĕт çавнашкал ăнлав? Ĕçлĕ вăйăсем теççĕ (Деловые игры).
Ют Ҫын // 3006.60.8047
2015.06.15 21:46
Лӑплан ӗнтӗ мистер "эсир". Кунта темӑ чӗлхене аталантарма Раҫҫей текен ҫӗршывра лайӑх майсем пурри ҫинчен калаҫмалла пек. Мистер "эсир" темӑран ан пӑрӑн.
Agabazar // 3691.24.5775
2015.06.15 23:49
Agabazar
Э çук, кавычкăпа эсир хăвăра хупса хурăр, Акапасара мар!

Майсем пурри çинчен çеç мар, майсем çукки çинчен те калаçас пулать.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.16 18:44
Акасапар хӑта, ан кӑртӑшлан! Паянтан пуҫласа республикӑмӑра тулайри чӑвашсем килме пуҫларӗҫ пулмалла. Кама та пулин кӗтсе илсе хӑналаса ӑсатса яма тӑрӑшмалла,Акасапар хӑта. Пӗчӗк утӑм тумалла, кунта кӑртӑшланса ларнипе нимех те пулмасть.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.16 18:48
Майсем пурри çинчен калаҫсан анчах мар, ҫав майсене усӑ курса позитивлӑ утӑмсем тӑвассине альтернативӑ ҫукрах. Кунта талӑкӗпе-суткӑпа ҫырса ларма пулать майсем çукки çинчен, анчах Лавӗ вырӑнтах юлать.
Agabazar // 1820.7.4954
2015.06.16 22:04
Agabazar
—Ишек пасарне кайрăн-им-ха, Мичча кум?
—Çук, Ишек пасарне кайрăм!
—Э-э-э.... Эп эсĕ Ишек пасарне кайнă пулĕ тесе.... Йăнăшнă иккен....
Ют Ҫын // 5514.7.1089
2015.06.16 22:17
Ку Agabazar чӗлхе темине аталантарат пулмалла. Хӑйне евӗрлӗ нанотехнологипулат.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.06.17 14:58
Agabazar текен чӑваш хӑй те Ишекелле кайма тухрӗ пулмалла. Микул турра пуҫҫапма. Кунта наци чӗлхисене Российӑра хӳтӗлени лайӑх вырӑнта пулни ҫинчен сӑмах пырат.
Agabazar // 1910.33.5202
2015.06.17 16:07
Agabazar
Çав таранах ăнкарайми пулса çитрĕре вара?
Клуххуйсен диалогĕ мĕне аса илтерет? Тоттă!

Страницăсем: 1, ... 3, 4, 5, 6, 7, [8], 9, 10, 11, 12, 13, ... 23

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики