Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Самая нужная наука - это наука забывать ненужное.
(Антисфен)
 

Аçтахар Плотников: Путин: «наци чӗлхисене Раҫҫейри пек тӗнчере урӑх ниҫта та хӳтӗлемеҫҫӗ»

Аçтахар Плотников19.05.2015 14:3353791 просмотров

Ҫапларах каланӑ тет паян Путин халӑхсен хутшӑнӑвӗсемпе вырӑс чӗлхи канашӗсен ларӑвӗнче.

Вӗсен унта хӑтлӑ Кремӗлӗнче ҫапла шухӑшлаҫҫӗ пуль те, анчах пурнӑҫӗ пачах урӑххине кӑтартса панине чухламаҫҫӗ-ши вара?

 

Хисеплӗ Путин?

- шкулсенче чӑваш чӗлхине тата вырӑс чӗлхине мӗн чухлӗ вӗрентнине пӗлетӗр-и?

- ППЭ чӑвашла хӑҫан тытма пуҫлӗҫ?

- техника-компьютер таврашӗпе чӑвашла усӑ курас тесен мӗн тери чакаланма тивнине пӗлетӗр-и?

- телекурав кунӗн ҫӗрӗн чӑвашла тата вырӑсла мӗн чухлӗ ҫынсен пуҫӗсене минретнине танлаштарнӑ-и?

- Европӑн регионаллӑ чӗлхесен хартине хӑҫан ратификациллеттӗр (пурнӑҫа кӗртетӗр)?

- чӑваш чӗлхи хӑҫан хут ҫӳретмелли чӗлхе пулса тӑрӗ?

- хӑҫан икӗчӗлхелӗхе пӑхӑнса ӗҫлесси ыйтмасӑрах йӗркеленсе кайӗ?

- тата ытти, тата ытти те.

 

Путин ман шутпа кунта е суять е хут ҫинчи «идиллине» пӗлтересшӗн.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Миккуль // 4292.84.0894
2015.06.25 18:24
Хамӑр тӑвансемшӗн ыйтатӑп. "Хисеплĕ мар Agabazar , "эсир" теме ыйтнине, шел пулин те, тивĕçтерме май çук, мĕнле те пулин каçарма тăрăш ĕнтĕ..." . Кун ҫинчен сӑмах мар, паян чӑвашлӑх ҫинчен сӑмах. Аталантармаллах!
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.26 10:26
Тӗлӗнмелле пиртен, Республикӑ Кунӗ кирлӗ мар, Ҫӗнтерӳ Кунӗ кирлӗ мар, профеҫҫилле Уяв Кунӗ -кирлӗ мар. Мӗнла апла? Пурне те Ҫамрӑксен Кунӗ ячӗпе. Пурне те, уйрӑмах Акасапар хӑтана, сывлӑх та ҫамрӑклӑх, кӑмӑллӑх та хавхалануллӑх сунатӑп.
Victor // 2326.46.5088
2015.07.02 10:09
Victor
Хитре ÿкерчĕк тупрăм.
"Раççейре сирĕн кирек мĕнле чĕлхепе те калаçма юрать, вăл чĕлхе вырăс пултăр кăна". :D
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.02 17:21
Калаҫса юлӑр Тӑван чӗлхепе, никам та чарман чухне. Кайран кая юлма пулать. Акасапара интернетра та Тӑван чӗлхепе юмах яма никам та чӑрмантармасть. Кун ҫинчен ӗмӗтленмен те ӗлӗкрех.
Agabazar // 2695.62.5978
2015.07.03 12:47
Agabazar
Agabazar // 2695.62.5978
2015.07.03 12:47
Agabazar
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.03 19:48
Акасапар хӑта! Калаҫ,ҫыр,юрла Тӑван чӗлхепе. Кун пек ҫӳлерех те чӗнсе каланӑччӗ. Никам ҫине те ан пӑх. Чӗре хистет пулсан калаҫ чӑвашла, кирлӗ мар пулсан-ан ҫап пуш парапанна.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.03 19:54
Этот комментарий удален. Причина:
Agabazar // 2131.18.4860
2015.07.03 21:41
Agabazar
Бор хоспочын, никама тата нимĕне пăхмасăрах калăр хăвăршăн ют çынна "эсир" тесе, тархасшăн. Кураторсем мĕн хистенине, методичкăсем çинче мĕн çырнине шута илмесĕр! Тата Атиласемпе Таймерсен халлапĕсене те пăхса ан тăрăр, тархасшăн! Кун пирки çÿлерех те чĕнсе каланăччĕ. Хăвăр та ан çапăр лешсене кура пуш параппана!
Тимӗр // 4916-2612
2015.07.04 19:17
Акапасар хӑта.Никама пӑхмасӑр,хӑвӑн кураторсене итлемесӗр темле халӑхсен йӑлине ан илсе кил кунта.Тархасшӑн.Чӑваш мӗн ӗлӗкренпех палланӑ-паламаннине ЭСӖтенӗ.Ман асатте колхоз председательне те ,темле яла кӗрсе килнӗ ют ҫынна та ЭСӖ тетчӗ.Питӗ ӑслӑ та тӑнлӑ пулнӑ.Акапасар пек институтра кабинетра ӗмӗр ирттермен пулсан та.

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, ... 23

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики