Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -2.7 °C
Любовь...есть не что иное, как возвышенное чувство собственности.
(А.Стридберг)
 

: Ҫеҫпӗл - ҫӗрпе тӳпе ҫеҫки

13.05.2015 13:154149 просмотровИзменить Удалить

В.Г. Родионов ăсчахăмăрăн вырăсла çырнă черетлĕ кĕнеки «Çеçпĕл – çĕрпе тӳпе çеçки» (Сеспель – цветок Земли и Неба) ятпа кун çути курчĕ. Тĕпчевре ăрăмçă-вĕрӳçĕ йăхĕнчен тухнă, каярах чăваш халăхĕн паллă поэчĕ, Пророкĕ тата Асаплануçи пулса тăнă Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе пултарулăхне çутатнă.

«Пирĕн тĕнчери халăхсен культура талккăшĕнче хăйне евĕрлĕ чун тĕнчи пур, вăл СЕСПЕЛИАДА ятлă. Çак сăмахăн пĕлтерĕшне Наталья Рубис ăнăçлă палăртнă: «Сеспелиада вăл Çеçпĕл çинчен тата Çеçпĕл çĕршывĕ çинчен каласа пани. Тата Ăна чунпа парăнни. Тата вăл ХĂЙ – темиçе ĕмĕре тăсăлакан УНĂН ПУРНĂÇĔ,», – çак сăмахсемпе уçать хăйĕн кĕнекине В.Г. Родионов профессор. Асăннă тĕпчеве вара Çеçпĕл çĕршывне илсе кĕрекен сукмакпа танлаштарать.

Паллах, Çеçпĕл çĕршывне «çул хывакансем» халиччен пулман мар. Кунта В.Г. Родионов тĕпчевçĕ поэт шăллĕне, Теччĕ тата Крым тапхăрĕсенчи çывăх тусĕсене, алçырусемпе çырăвĕсене пухакансене, сăвăç хайлавĕсене тĕрлĕ чĕлхене куçаракансене, пичетленме пулăшакансене, унăн пултарулăхне тĕпчекенсемпе тĕрлĕ илемлĕ хайлавсем çыракансене, Çеçпĕл сăнне ӳкерекен культурăпа искусство çыннисене, университетра йĕркеленнĕ «Çилçунат» литпĕрлешӳ членĕсемпе унăн ертӳçине ятран асăнать.

Анчах та Çеçпĕл çĕршывĕнче халиччен «çын ури пусман» вырăнсем те чылай иккен. Ун çинчен эпир асăннă кĕнекерен, поэтăмăр çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа кăларнă «Çеçпĕл – çĕрпе тӳпе çеçки» ятлă тĕпчеврен, пĕлме пултаратпăр.

Тĕпчев пурĕ тăватă сыпăкран тăрать. «Поэт тăхăмĕсем. Шăхасан тапхăрĕнчи пурнăçĕпе пултарулăхĕ» ятлă пĕрремĕш сыпăк «çеçпĕл» псевдонимăн вăрттăнлăхне çĕнĕлле уçса панинчен пуçланать. Шел пулин те, пĕр ĕмĕр ытла эпир поэтăмăрăн псевдонимĕн, каярах официаллă хушамачĕн ансат пĕлтерĕшне ăша хывса пурăнтăмăр: Çеçпĕл – юр ирĕлнĕ хыççăн тухакан пĕрремĕш çурхи чечек, Çеçпĕл Мишши – чăваш поэзине пуçарса яраканĕ (Çеçпĕлччен пирĕн поэзи пулман-и вара?), революци «çуратнă» поэт т.ыт.те. Асăннă сăмаха «подснежник» тесе куçарни те, паллах, никама та иккĕлентермен.

В.Г. Родионов тĕпчевçĕ вара «çеçпĕл» сăмаха Н.И. Ашмаринăн «Чăваш сăмахĕсен кĕнекипе», архиври материалсемпе т.ыт.те усă курса «медуница» пĕлтерĕшпе ăша хывма, ăна наци символĕ пек курма сĕнет:

«Çеçпĕл – Çĕр Ама варĕнче чĕрĕлекен ӳсентăран. Хĕвел питтинче ăшăннă çĕр унăн тымарĕсене хăйĕн сĕткенĕпе тутлăлантарса Тӳпе Атте еннелле туртăнтарать.

Çеçпĕл – Çут çанталăк хĕллехи ыйхă хыççăн чĕрĕлсе вăй илнĕ вăхăтра шăтса тухакан çеçке. Унăн çулçисене хĕвел ăшши тивсен, вĕсем симĕсленеççĕ.

Çеçпĕл – сарлака çулçăллă тата хутăш вăрмансенче ӳсекен ӳсентăран. Вĕсем çуй вăхăтĕнче çеçенхирте çĕр ĕçĕпе ĕçлесе пурăннă авалхи чăвашсене тăшман çĕмренĕсенчен хăтарнă.

Çеçпĕл – чăвашăн чăтăмлăхĕпе тӳсĕмлĕхне палăртакан символ, мĕншĕн тесен çеçпĕл те, серте те (иккен, Вăрнар районĕнчи Уравăш ялĕнче çеçпĕле серте теççĕ, унран яшка пĕçереççĕ) вăрман çывăхĕнчи чăвашсемшĕн çурхи паха апат шутланнă. Çак ӳсентăрансем тăван халăхăмăра выçлăхпа тĕрлĕ чир-чĕртен ĕмĕрсем хушши хăтарнă. Аслă выçлăх çулĕсенче чăвашсем çеçпĕл паранкипе апатланнă, çапла майпа пĕр шелсĕр вилĕмрен хăтăлса юлнă.

Çеçпĕл çеçки – куçăмлă тата улшăнуллă илем символĕ, Çĕрпе Тӳпе пултарăвĕ. Вăл ашшĕпе амăшĕнчен чи ырă енĕсене илнĕ, çав шутрах вĕсен тĕсне те (çеçпĕл чечекĕн çеçки кĕрен-хĕрлĕ тĕсрен хĕрлĕ-кăвак тĕсе ылмашать). Шăркаланнă хыççăнхи çеçпĕл çеçкин тĕсĕ хĕвел тухнине куç умне кăларать, унти илеме куçăм тăвать (поэт час-часах хĕвел тухнине сăнлани çакăнтан килмест-ши.).

Çеçпĕл – юрату символĕ те: çеçпĕл çулçисем юратакан мăшăрсен чĕрисем евĕрлĕ, çеçкисен малтанхи кĕрен тĕсĕ вара чи шалти туйăмсене вăратать.

Çеçпĕл – Çеçпĕл Мишшин «Вăрман ачисем» калавĕнчи тĕп сăнарăн, Ухиллен, кĕçĕн ывăлĕн ячĕ. Вăл – юрăçă-импровизатор, Атăл паттăр çинчен хывнă эпикăлла юрра шăрантараканĕ. Çеçпĕл – халăхăн иксĕлми сăвă-кĕвĕллĕ пултарулăхне тата паттăрлăхне палăртакан символ.

Çеçпĕл – псевдоним, каярах (Киев тапхăрĕнче) чăваш халăхĕн аслă поэчĕн официаллă хушамачĕ те. Вăл çывăхри тата аякри тăхăмсен пуян историйĕпе мăнаçланакан, тăван халăхшăн, унăн пуласлăхĕшĕн, вĕри вутлă çулăм евĕр чĕлхишĕн чунтан пăшăрханакан, чĕмсĕр юратупа пурăнма, пĕр шелсĕр асапланма пултаракан, хăйне хăй хĕрхенмен çын. Мĕн курнине ăста сăнлама пĕлекен, илеме пултаракан. Çакă вăл пирĕн Çеçпĕл – Аслă Патриот, Аслă Илемçĕ тата Аслă Асаплануçă. Вăл, хăйĕн юратнă чечекĕ пекех, чăвашăн Çĕр Амапа Çӳлти Тӳпе Аттемĕрĕн пултарăвĕ».

Ку сыпăкрах Çеçпĕл Мишшин тăван ялĕн историне тĕплĕн тишкернĕ, сăвăçăн тăхăмĕсене тĕпченĕ. «Поэтăмăра амăшĕнчен, Касаккасссинчи паллă ăрăмçă-вĕрӳçĕ хĕрĕнчен, тухăçсенни майлă пит-куç паллисем кăна мар, чăваш чĕлхин асамлăхĕпе, унăн хăвачĕпе ăста усă курма пĕлесси те юнпа куçнă. Унăн Микулай аслашшĕ ентешĕсен чунĕпе ӳтне чăваш сăмахĕсемпе ăрăмласа вăй хушнă пулсан, Мишша мăнукĕ тăван сăмахпа пин-пин чăваш ячĕпе чĕре юрри юрланă, чăваш халăхне вăрах ыйхăран вăранма чĕннĕ», – тесе палăртать В.Г. Родионов.

Асап çулĕпе утма тытăннин пуçламăшне тĕпчевçĕ поэтăн ачалăхĕнченех курать. Иккен, вунă çулта чухне Мишшана ашшĕ мунча хыççăн лаша çитерме, выртмана, ярать. Анчах та çав каç тăм ӳкет. Çара уранах тухса кайнăскер хытă шăнать, кил умне çитсен тăнне çухатса лаша çинчен ӳкет. Паллах, шăмăранах ярса илнĕ сивĕ ача сывлăхне хавшатнах. Шала кайнă чирĕ вара хăй çинчен каярах аса илтерет...

«Поэтăмăрăн ашшĕ вĕри те мăн кăмăллă, çав хушăрах ыттисене шанман, иккĕленекен çын пулнă. Ывăлĕ пĕтĕмпех ашшĕне хывать, ахальтен мар вăл уншăн чи хаклă çын пулса юлать», – тесе çырать В.Родионов. Хăйĕн шухăшне Çеçпĕл Мишши А.Червякова патне янă çырăвĕпе çирĕплетет: «Эп аттене мĕнле юратнине пĕлесчĕ Сирĕн: пурнăçăн ăраскаллă та çутă тапхăрĕнче эпир унпа шухăшсем шухăшлаттăмăр, ĕмĕтленеттĕмĕр...»

1911 çулта унăн чи юратнă çынни хăйĕн пиччĕшне вĕлерет... Асап çулĕ çинчи тепĕр пысăк трагеди: ывăлĕн ăшă туйăмĕ мораль-нисеппе хирĕçĕве кĕрет.

Çак пайрах Шăхасанта вĕреннĕ çулсенчи пултарулăхĕн пуçламăш утăмĕсене тимлет, ытларах вырăс поэчĕсене кăмăлласа вуланине пĕлтерет, «Правила стихосложения» кĕнекене тишкернине, вырăс традицийĕсемпе пĕрлех чăваш халăх нĕрĕн, илемĕн виçине, хушăран тытăмне те ăша хывнине палăртать.

Иккĕмĕш сыпăк «Теччĕ пурнăçне аса илме кăмăллă-çке...» ятлă. Малтанах кĕнеке авторĕ Теччĕ хули ăçта вырнаçнине, хăçан пулса кайнине, унта мĕнле халăхсем пурăннине, вĕсен тĕп ĕçне сăнлать. Асăннă хула Раççейĕн хăтлă кĕтесĕ пулнине систерет. Ун шучĕпе, Çеçпĕл «Пурнăçăм, хăш сăрт урлă каçсассăн, // Шыв кайман хӳтĕ пӳрт пулĕ сан.» текен йĕркесене шăрçаланă чух çак хулан канлĕ кĕтесĕсенех асра тытнă.

В.Г. Родионов ăсчах Теччĕри семинарие чăваш идейин сăпкипе танлаштарать, ХIХ ĕмĕр вĕçĕпе ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи Çутлăх идейин представителĕсен ĕçĕсене сăнать. Çак вĕренӳ çуртне хута яма пулăшнă И.Я. Яковлева, Н.В. Никольские т.ыт.те ырăпа асăнать.

Кунтах поэтăн чи çывăх тусĕсен П.И. Бекшанскийпе З.Сусмет аса илĕвĕсем чылай. Вĕсем Çеçпĕл пурнăçĕнчи чылай саманта чĕрĕ сăн кĕртеççĕ.

Тĕпчевçĕ асăрхаттарнă тăрăх, Çеçпĕлĕн илемлĕх концепцине идеал витĕр çеç курни тĕрĕсех мар. Кунта поэт хăй илемлĕ пултарулăха, сăмах еплерех ăнланса курнине те, еплерех çĕнĕ ăслайсем енне туртăннине пĕлни те питĕ кирлĕ. Çав туртăмсем вара унăн тĕрлĕ тапхăрта тĕрлĕрен пулнине кура поэтăн пултарулăхне тапхăрсене уйăрса пăхма сĕнет.

Монографире Теччĕ тапхăрне икĕ пая пайланă: малтанхи тата кайранхи тапхăрсем. Тĕпчевçĕ Теччĕри малтанхи тапхăра поэтăмăр тĕнче культурин алăкне уçнă вăхăтпа сăнарлать. Çеçпĕл антика литературине, Чĕрĕлӳ, Çутлăх тапхăрĕсенчи литературăна пĕлсе çитнинче, вырăс романтизмĕпе классицизмне тĕшмĕртнинче В.Никаноров вĕрентекен пулăшăвне курать. Поэт 1918 çулхи çуркунне программа евĕрлĕ пĕрремĕш сăввине («Чухăнсен кĕрешӳ тертĕнчи кун çути...») çырнине палăртать. Çак сăвăпа вăл силлабо-тоника техникипе ăнăçлă çырма пĕлнине çеç мар, тĕрлĕ илемлĕх мелĕсемпе ăста усă курма пултарнине те çирĕплетет. «Пуласси», «Иртнĕ самана» сăввисенче «Кузница» поэчĕсене çывăх сăнарсене усă курнине асăнать. Хăшпĕр тĕпчевçĕсем Çеçпĕл пултарулăхĕн малтанхи тата кайранхи тапхăрĕсем хушшине пĕртанлăх палли лартса поэтика системине реминисценциленĕ элементсенчен уйăрайманнине те асăрхаттарать. Теччĕри малтанхи тапхăр вĕçнелле сăвăç вырăс символизмĕ еннелле туртăнма пуçланине калать, «Хĕрлĕ тинĕс» сăввинчи символсене интерпретацилет.

Теччĕри кайранхи тапхăр Çеçпĕлшĕн чи малтан поэзири харкамлăха аталантарнă вăхăт пек кĕрсе юлнине палăртать тĕпчевçĕ. Çакна поэтăмăр А.Червяковăна юратса пăрахнипе, унăн чунĕ «кĕрешӳпе чĕмсĕр юрату çулăмĕнче» çуннипе çыхăнтарать. «Çеçпĕл хăйĕн ĕмĕрне килĕшӳлĕх, гармони енне ăнтăлса ирттернĕ. чи малтанах çав килĕшĕве вăл хăйĕнче курма ĕмĕтленнĕ. Хăй тунă идеала пăхăнтарса хăйне хăй туптанă сăвăç, çав идеалпа ӳссе пынă. Пурнăçа вăл ĕмĕчĕ-шухăшĕ еккипе ярасшăн ăнтăлнă, анчах та вăхăт шунăçемĕн вĕсем икĕ еннелле пăрăнсах кайнă. Ку вăл Çеçпĕлĕн тата унăн ӳсĕмĕн Пысăк Инкекĕ», – тесе çырать В.Родионов ăсчах.

Телейсĕр юратăвне халалласа çырнă чун уççиллĕ сăвви-çырăвĕсенче тĕс символикине тата сасă янăравне сăнать. Ун шучĕпе, Çеçпĕлĕн тĕс символики чи малтанхи туйăма романтика сĕмĕ çаптарнă. Ку тĕлĕшрен вăл вырăс лирикĕсене Н.Никитинпа А.Блока çывăх тăнă. Чăваш сăвăçин тĕп тĕсĕсем – хĕрлĕ (Революци, çын ăс-хакăлĕ), симĕс (поэт, сăрăçă чунĕ) тата кăвак (туйăм, юрату). «Тĕссене хисепленĕ пулсан та поэт сăвăра чи кирли сасă янăравĕ тесе шутланă. Ку тĕлĕшрен вăл В.Брюсов каланипе (сăвă – сасă пулăмĕ) пĕр шухăшлă пулни курăнать», – тесе çырать «Çеçпĕл – çĕрпе тӳпе çеçки» кĕнеке авторĕ. Поэтăн сасă повторĕсемпе ăнăçлă усă курса çырнă пĕрремĕш сăвви «Ака çинче» пулнине палăртать.

Тĕпчеврен Çеçпĕл Мишши Теччĕри кайранхи тапхăрта прозăра тата драматургире ăнăçлă ĕçленине та пĕлме пулать. Унăн стилĕ хăйне евĕр, вăл ытти çыравçăсемшĕн нумай çул хушши тĕслĕх вырăнĕнче. Хайлавĕсем нумай хĕн-асап тӳснĕ халăхăн шанăçĕпе чунне пĕлтерессипе, вăл та ирĕке кăмăлланине систерессипе витерĕннĕ.

Çеçпĕлĕн Шупашкар тапхăрĕнчи пурнăçĕпе пултарулăхне тĕпчевĕн виççĕмĕш сыпăкĕнче çутатнă. Малтанах В.Г. Родионов аслă поэтăмăрăн феноменĕ пирки шухăша ӳкет. Унăн пултарулăхĕпе халăх шухăшлавĕн тата тĕнчекурăмĕн çыхăнăвне, чăвашăн çĕнĕ культурипе пурнăçĕ çирĕпленнĕ вăхăта тимлĕ тĕсенĕ хыççăн çеç Çеçпĕл ĕç-хĕлне ăнланма пулать тесе ĕнентерет. Анчах та ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăвах халăхĕн социаллă культура парадигми, традициллĕ шухăшлавĕ европăланни вăл вăхăтри чăваш интеллигенцине пысăк инкек патне илсе пынă. Çав шутрах Çеçпĕл Мишшине те.

Тĕпчевçĕ шучĕпе, аслă поэтăмăр хăй Асаплану çулĕпе утнине Шупашкарта чухне ăнланса илет. Çак асаплану Çеçпĕлĕн идеалĕсем чăн пурнăçринчен урăхларах пулнинчен те килнĕ. Ахальтен мар поэтăмăр НЭПа йышăнман, унăн идеалĕ çынсен Библири пек пĕрлĕхĕ пулнă. Çынлăха тĕпе хунă пĕрлĕхре чунсăрлăхпа чурăслăх валли вырăн пулман. Çеçпĕл вара шăпах та çавсене хирĕç тăма хал çитереймен.

Шупашкарти çĕнĕ ĕçре ура хурасси мĕнрен пуçланать-ха. Кун пирки тĕпчевçĕ поэтăмăрăн шăллĕн аса илĕвĕнчи самантсемпе ăнлантарать: Çеçпĕл конфискациленĕ пурлăха тĕрĕсленĕ чух облчек председателĕпе Н.Е. Ефимов облвоенком хаклă йышши тиртен çĕлетнĕ кĕрĕксене киле илсе кайнине курать. Ку вара уншăн кĕтменлĕх пулса тăрать. Ултава çиеле кăларас тесе çак хăтланусем пирки ревизи пĕтĕмлетĕвĕнче уççăнах пĕлтерет.

Çеçпĕлĕн Шупашкар тапхăрĕнчи пурнăçĕпе пултарулăхне тĕпченĕ чух В.Родионов ăсчах питĕ нумай документсемпе, çырусемпе, Шупашкарçăсен аса илĕвĕсемпе ăнăçлă усă курнă. Вĕсем поэтăмăрăн еткерне çĕнĕлле хаклама май панă.

Кунтах сăвăçăн илемлĕх концепцийĕ çак тапхăрта çирĕпленсе пынине, çĕнĕ жанрсем, ăслайсем шыранине, çĕнĕ тропсемпе усă курма пуçланине палăртать, çыруллă сăвă реформине тĕпчет. Ун шучĕпе, революци чĕнĕвĕ марш евĕрлĕ тикĕс те «хыт утăмлă» сăвă ыйтнă пулсан, шухăшлă, трагедиллĕ йĕркесем ытларах чухне ирĕклĕ сăвă виçипе çырăннă.

Сăвăсенчи илемлĕ шухăша тĕпе хурса Çеçпĕлĕн çак тапхăрти пултарулăхне икĕ пая уйăрнă: шанчăк тапхăрĕ (1920 çулхи авăн – раштав) тата ĕмĕт сӳннĕ тапхăр (1921 çулхи кăрлач – нарăс пуçламăшĕ). Асăннă вăхăтра çырнă пур сăввине те тулли литература тишкерĕвĕ тунă.

Тăваттăмĕш сыпăкра поэтăмăрăн Крым, Киев тата Остер тапхăрĕсенчи (вĕсене пĕрлештерсе «кăнтăр тапхăрĕсем» тенĕ) пултарулăхне тĕпченĕ. Ăна «Ман пур шухăш-ĕмĕт те тăван çĕршывăм çинчен çеç...» ят панă.

Крым тапхăрĕнче Çеçпĕлĕн харкамлăх ăнĕ ушкăнлăх ăнĕпе килĕшӳллĕн çураçнине пĕлтерет. Ăна халăхăмăра сăмах асамлăхĕпе асамлакан, ăру тĕперĕ-мăчаварĕ пек йыхăракан сăввисене тишкерсе ĕнентерет.

«Киев тапхăрĕнчи Вăхăт поэтран çĕнĕ сăрă-сăнар, çĕнĕ туйăм, çемĕ ыйтнă. Кĕвĕллĕ йĕркесем арканаççĕ, вĕсен вырăнне шухăшлă шăплăха тарăхуллă кăшкăру-ахлату йышăнать», – çырать тĕпчевçĕ. Çакна асăннă тапхăрта çырнă пур сăввисене те тишкерсе, поэтăн çывăх тусĕсен аса илĕвĕсемпе çирĕплетет. Вулакана поэтăн Ф.Пакрышень патне ӳкĕнсе çырнă çырăвĕпе те паллаштарать: «Федя! Ан ман мана! Çак тĕнчере эпĕ пĕр-пĕччен. Ют тăрăхра – ан ман мана. Пиччем пул маншăн. Вара мана асапланăва тӳссе ирттерме çăмăлрах пулĕ. Çапла пурнăç пурри çинчен малтан эпĕ шухăшлама та пултарайман».

Остер тапхăрне тĕпченĕ чух П.Чичкановăн шыравĕсене тĕпе хурса поэтăн юлашки уйăхĕсенчи пурнăçĕн хроникине йĕркеленĕ. Ф.Пакрышеньпе Н.Рубисăн аса илĕвĕсемпе ăнăçлă усă курнă. Тĕпчевçĕ шучĕпе, Н.Рубис «çеçпĕл» псевдоним «подснежник» пĕлтерĕшлĕ пулманнине сиснĕ, вăл ăна «фиалка» тесе куçарнă. Тусĕн сисĕмĕ вара тĕрĕс çулпах пынă, анчах та вăл словарьти тепĕр сăмаха, «медуница» тенине, тимлемен. Асăннă шухăша шута илсе кĕнеке авторĕ пултарулăх тишкерĕвĕнче «индивидуаллă-наитивлă» мел те (поэзие чунпа туйса тишкерни) кирлĕ пулнине палăртать. Поэтăн ку тапхăрти юлашки сăввисене анлă тишкерет.

В.Г. Родионов Çеçпĕлĕн романтизмĕ кăнтăр тапхăрĕнче пуçĕпех сĕвĕрĕлсе пĕтнине, пурнăç çине вăл выçăпа вилекенсен куçĕпе пăхнине, Ирĕклĕх, Пĕртанлăх идейисене шанма пăрахнине, хăйне хăр-тăлăххăн туйнине палăртать. Ун шучĕпе, тĕрĕслĕхшĕн пыракан кĕрешӳре халсăррăн курăнасси – уншăн чи хăрушши. Çав лару-тăрура поэт хăй çине алă хунипе çеç çĕнтерӳçĕ пулса юлма пултарайĕ. Тĕпчевçĕ ĕмĕчĕ вара – вулакан çакна ăнланма, чунпа туйма тивĕç пулни: Çеçпĕл хăйĕн пурнăçĕпе кăна мар, вилĕмĕпе те мăнаçлă. Çынлăха, Чунлăха, Тĕрĕслĕхе тӳрре кăларассишĕн вăл хăйĕн çамрăк пурнăçне те, çырăнман сăввисене те шеллемен. Çавăнпа вăл пирĕншĕн ĕмĕрлĕхех АСЛĂ АСАПЛАНУÇĂ тата СĂВĂÇ пулса юлĕ.

Тĕпчев вĕçĕнче В.Родионов çĕнĕ пинçуллăх пирки шухăша ӳкет. Çеçпĕл пире паянхи кун çĕтсе пыракан чĕлхемĕре, тăван сăмахăмăра вăй илтерме нихçантинчен те ытларах кирлине палăртать, сăвăçа Пророкпа танлаштарать.

В.Родионов ăсчахăмăра, Çеçпĕл чунлă сăвăçăмăра черетлĕ кĕнеке тухнă ятпа саламлатпăр. «Çеçпĕл – çĕрпе тӳпе çеçки» ятлă тĕпчев ĕçĕ литературăпа кăсăкланакансемшĕн çеç мар, историксемпе этнографсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ ĕç пуласса шансах тăратпăр. Поэтăн «Чăваш чĕлхи ячĕпе пурте пĕр пулар» девизĕпе пурăнасчĕ, чĕресенче Çеçпĕл-Пророк пилленĕ тантăшлăх, тăванлăх тата ирĕклĕх кăварне сӳнме парас марччĕ.

 

О.Г. Владимирова, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики