Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -0.7 °C
Глаза дружбы редко ошибаются.
(Вольтер)
 

Agabazar: Аслă Атилĕх вăрçи

Agabazar03.05.2015 20:2148497 просмотров

<<Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

п.с. Тăван çĕршыв (ытларах 1941-1945 çулсенчи вăрçă ятне каланă чухне усă кураççĕ). «Отечество» вырăнне Митта Ваçлейĕ «аттелĕх» теме сĕннĕччĕ. Г.Юмарт //С-на, 1990, 390 с. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр, 1 степень Аттелĕх вăрçин орде-нĕсемпе... наградăланă. Н.Кушманов //Т-ш, 22.01.1998, 4 с. — Аттелĕх вăрçи (М.Юхма //Пике, 1991, 7 /, 24 с.); Аслă Аттелĕх вăрçи (ЧЕ, 1992, 21 /, 16 с.; К-ш, 27.04.1996; ХС, 25.09.1997; ТА, 2003, 2 /, 41 с.; ЧХ, 2003, 19 /, 1 с.); иртнĕ Аттелĕх вăрçи (Л.Таллеров //Х-р, 24.07.2001, 2 с.).>> http://samah.chv.su/s/аттелĕх

Çавăн пекех тата ак çакăнта пăхăр: http://termin.chv.su/term/1120.html

Сасартăк шухăш пырса кĕчĕ: тен, аттелĕх мар, "атилĕх" е "аттилĕх" вăрçи темелле?

Аслă Атилĕх вăрçи. Е: Аслă Аттилĕх вăрçи

Калăпăр, вырăс чĕлхинче те "отец" сăмахпа çыхăннă (пĕр тымарлă) сăмахсем темиçе: Отчество, Отечество, Отчизна, Отцовство. Тен, шырасан татах та тупăнать пуль. Пĕр тымартанах пулсан та, асăннă сăмахсен сĕмĕсем çеç мар, пĕлтерĕшĕсем те тĕрлĕрен. Мĕншĕн чăваш чĕлхинче апла пултараймасть? Пултарать, питех те аван пултарать!

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.19 20:17
Šyravşă шӑллӑм, малтан кам тролль иккенне пӗлме тӑрӑш-ха. Вара ҫырма пултаратӑн тролльсем ҫинчен.
Agabazar ҫырнине ытлашши интересленсех вуланине асӑрхамарӑм, критиклесе ҫырни кашни утӑмрах.
Радио Свободӑна кам финансировать тунине, кам Миша Соколов иккенне,кам Миша Касьянов-миша 2 процента иккенне тата ... нимле тролльсӗрех ӑнланма йывӑр мар. Вӗсем тӳрех мӗншӗн АПШ посольствине чупаҫҫӗ( всякие там Явлинские,Митрохины и пр.), мӗн унта вӗсене чӗчӗ параҫҫӗ-им? Вӗсем ҫав тери беспомощнӑй та амӑш патне чупаҫҫӗ е отчет туса пама чупаҫҫӗ?Родной ты мой,шыравҫӑ?
Agabazar // 3543.03.4003
2015.05.19 21:02
Agabazar
Пирĕн Аслă Атилĕх шăпах хайхи Явлинский, Касьянов, Митрохин, Соколовсем çинче тытăнса тăрать пулмалла. Ну, паллах, тата Путин çинче те ĕнтĕ. Епле-ха унсăрăн? Бора та асăнмасăр хăвармăпăр.
Ют Ҫын // 4175.42.3625
2015.05.19 21:28
Эпӗ хам енчен Agabazar тетепе Админа, тата ,паллах, Тимӗрпе Атилӑна,асӑнмасӑр хӑвармастӑп. Леш тӗнчене ӑсаннисене манмалла мар. Хӑвӑрах пӗлетӗр, Новодворская текен клуша пурччӗ, анчахрах рая кайнисене каламӑпӑр. Путин ҫинчен нумаях каламӑп, истори татса парӗ.
Victor // 8318.1.1339
2015.05.20 16:18
Victor
Эп шăллăм мар, пичче мар, тете мар, дядя мар, тхш ан култарăр.
Victor // 8318.1.1339
2015.05.20 16:27
Victor
Турра е АПШна шĕкĕр - Свободă, Немцов, Новодворская, Касьянов пулнă/пурришĕн. Хăшĕ-пĕри вилнĕ тесе савăнатăр пулин те, пĕлсех тăрăр - вĕсен ĕçĕ чĕрĕ-чĕрех.
Agabazar // 2465.67.3257
2015.05.20 19:00
Agabazar
Ют Çын: <<Эпӗ хам енчен Agabazar тетепе...>>

Акапасар шăллăра асăнмасан та юратчĕ пуль ĕнтĕ... Ненай, ун пеккисем çинче мар тытăнса тăрать пуль Аслă Атилĕх. Ун пеккисемпе ытла инçех каяймăр.... Шултрараххисене шырăр. Калăпăр, Жириновский пур унта пирĕн.....

Аслă Атилĕх сывă пултăр! Сывă пултăр Аслă Атилĕх!

М // 5315.7.2056
2015.05.21 06:43
Мӗнле вӑл Agabazarа асӑнмасӑр? Agabazar ҫинче пӗтӗм чӑвашлӑх, унӑн мӑнаҫлӑхӗ, унӑн пуласлӑхӗ тытӑнса тӑрат. Пире ҫутӑ кирлӗ мар, пире ҫӑкӑр кирлӗ мар, пире хурҫӑ кирлӗ мар. Пултӑр ӗмӗр Agabazar. Мухтав Agabazarа! Сывӑ пултӑр Agabazar!
bor1959 // 1039.8.4424
2015.05.21 17:17
Кам ку Акасапара Ода ҫыраканни, ахӑртнех ӑна ҫывӑх пӗлекенни. Эпир те Акасапар пирки япӑххине каламан. Мухтав ӑна, чӑвашлӑхшӑн тата ӑнӑҫлӑрах тапаланма сӗнетӗп. Ӑнӑҫу сана тата сан хурӑнташсене.
Айван // 4292.84.0894
2015.05.21 20:46
Šyravşă ку таранччен те пластик, рольставни, секция текен сӑмахсене тӑван чӗлхепе калама хатӗрлемен. Е ун пек куҫару пулмас, тупо вырӑсла основӑна илсе чӑвашлатсан та юрат, вырӑссем франци,акӑлчан,испани,итали,грексен чӗлхисенчен каҫарнӑ сӑмахсем пек.
Victor // 3004.62.6927
2015.05.22 08:49
Victor
Айван, ун пек сăмахсене чĕлхе пĕлĕвĕнче варварисăм теççĕ. Ют чĕлхерен кĕнĕ сăмах вăхăт иртнĕçем е чĕлхе правилисене уяса тытăнса юлать, е профессионализм/жаргон пулса юлать, е пăрахăçланать. Пуйăс, тухтăр, лавкка, хаçат - чĕлхемĕрте майлашăннă варварисăмсем.
"Рольставни"е ахăртнех çÿлти рекламăна курса ас илтертĕр пулĕ. Ăна рекламă паракан чăвашлатса Рольставĕнсем тенĕ. Рольставĕн тесе кĕскетме пулать. Пластик чÿрече, секциллĕ хапха, рольставĕнсем, саккасла - пĕр сăмахĕ кăна чăн-чăвашла (хапха), ыттисене веçех чăваш каттокĕпе таптанă. Йĕркеллĕ пулăм.

Страницăсем: 1, ... 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, ... 20

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики