Agabazar // 2855.14.2382
2015.06.19 21:03 | |
Аслă Атилĕх вăрçинче сывлăха çухатнисем паянхи куна пурăнса çитеймен пуль çав вĕсем. Çапăçса курнисем те сахалăшĕ çеç паянхи куна çиткеленĕ. Шухăшлассисем-ăнкарассисем хыçа юлнă пуль çав вĕсен те... | |
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.20 08:25 | |
Пурнӑҫра тем те пулать,Акасапар хӑта! Айван ҫырнинче тӗрӗслӗх те пулма пултарать. Аманса килнисенчен паянхи куна пурнакансем пур( урине амантнӑ 43-44-мӗш ҫулсенче, чавсине-и унта,хулпуҫҫипе пӗҫҫине-и). Тискер лагерьсенче ларса тухнисем те пурнакансем пур. Ӑнкарасси паллӑ,сахалрах. Аса илкелеҫҫӗ кӑна хӑшпӗр самантсене. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.20 08:47 | |
Вӑрҫӑ ҫинчен нумай ҫырма пулать пирӗн,ҫӑмӑлттайсен.
Анчах паянхи кун Европӑра финанс дефолчӗ тапранма пултарать -леш 100 ҫул каялла 1-мӗш тӗнче вӑрҫине Америкӑн финанс воротилисем провоцировать тӑвас умӗнхи пекех. Амерсене вӑрҫӑ кирлӗ тӗнчери кирек мӗнле точкӑра пулсан та, только Америкӑра мар.Вӗсен халӑхӗ урамсенче мирлех ҫӳреть-ха,вӗсен халӑхӗ кунта нипри чем-вӗсем Раҫҫей,Украина,Греци ӑҫта вырнаҫнине те ӗретлӗн пӗлмеҫҫӗ. Европӑна Греци пенсионерӗсем кирлӗ мар, вӗсен пенси ҫине налук хурасшӑн, медицина услугисене НДС текен налук тӳлеттересшӗн.Кирлӗ-и пире кун пек пуласлӑх. Амерти воротилӑсене вопще Греци Халӑхӗ,Раҫҫей халӑхӗ пулмасан 10 хут питӗ те лайӑх.Ҫавӑн ҫинчен шухӑшла,Акасапар тусӑм. | |
Айван // 4292.84.0894
2015.06.21 20:53 | |
Agabazar текен чӑваш нихҫан та халӑх ҫинчен шутламан, шутлама ӗмӗтленмест те. Унӑн хӑйӗн юррине юрламалла. Ӑна Аттилӗх вӑрҫи теми те интереслентермест. | |
Agabazar // 2980.74.2661
2015.06.22 00:31 | |
Александр Алга
Июнĕн 22-мĕшĕСасартăк тревога янрарĕ ирпе. Сасартăк, пĕр харăс тăрса, Эпир вĕтлĕх витĕр, сăрт урлă, хирпе Васкарăмăр аслă вăрçа. Эпир – малтисемччĕ; çĕнме çĕкленсе Кĕрейрĕмĕр çулăм ăшне, Ахлатрĕ тавралăх, шартах чĕтренсе, Тем шăхăрчĕ: хăшĕ-хăшне! Вăл вут пек снаряд-мĕн шартлатрĕ çумра, Сÿ килчĕ, сÿ кайрĕ хĕрÿ... Пĕрех, çирĕп шанчăк çуралчĕ чунра, Ун ячĕ – асту – Çĕнтерÿ. http://www.nbchr.ru/virt_vov/p3_6_pr3.htm | |
Миккуль // 4292.84.0894
2015.06.22 06:35 | |
Паян лӑпкӑ-ха тӑван ҫӗршывра. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.22 09:24 | |
Александр Алка :"...Эпир вĕтлĕх витĕр, сăрт урлă, хирпе
Васкарăмăр аслă вăрçа. ". Ҫакӑн пек васкамалла ан пултӑрччӗ нихҫан та. Мирлӗ пурнӑҫри савӑнӑҫа вӑрҫӑ хуйхипе танлаштармалла ан пултӑрччӗ пирӗн тата малалли ӑрусен. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.22 09:42 | |
Вӑрҫине, ҫар ретне военкомачӗ хавассӑнах пуҫтарать арҫынсемпе хӗрарӑмсене. Анчах военкомат парӑмне тавӑрса пама васкамасть. Ку пулӑм пур ҫӗрти пекех чунсӑр, явапсӑрлӑх ҫынсем ӗҫленинчен килеть. Паянхи кун та 90 ҫулхи ветеран вилсе каять-военкомат хӑнк та тумасть. | |
Айван // 4292.84.0894
2015.07.01 21:40 | |
Agabazar тете, эсӗ ҫакӑн пек хыпар илтнӗ и? --- Мугабе предложил Обаме руку и сердце:"На фоне легализации однополых браков в США президент Зимбабве - 91-летний Роберт Мугабе заявил о желании заключить брак с Бараком Обамой, передает The Zimbabwe Daily." | |
Айван // 4292.84.0894
2015.07.01 21:41 | |
Це не Украина,це -не Россия. Це-Америка и ее псевдолидер. |