Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +2.3 °C
Не понимающий вашего молчания, вероятно, не поймет и ваших слов.
(Э. Хаббарт)
 

Аçтахар Плотников: Ачасен вӑрттӑн чӗлхисем тата чӗлхе таврашӗнчи кӑсӑклӑх

Аçтахар Плотников03.05.2015 12:134455 просмотров

Хальхи ачасем мӗнлине пӗлместӗп те анчах пирӗн вӑхӑтра шкулта вӗреннӗ чухне чӗлхе таврашӗнчи пӗр вӑйӑ пурччӗ — «сӑ»-пала калаҫасси». Мана хама апи (лит. чӗлхипе — анне :) ) вӗрентсеччӗ. Вӗсем вӗреннӗ чухне апла вылянӑ имӗш. Шкулта вара пӗрле вӗренекенсене вӗрентсеччӗ те пӗр хушӑ самай ҫапла калаҫса ҫӳреттӗмӗр: «Эснэсӗ паснян высныляма туснухатӑн-и?» (чӑвашла: Эсӗ паян выляма тухатӑн-и?). Шифрӗ кӑткӑс мар: пӗрремӗш уҫӑ саспалли хыҫҫӑн «сн» тата ҫав уҫӑ сасса хушмалла кӑна. Пирӗн чӗлхере тем тесен те сӑмах тымарӗ пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать, ӑна аркатсан вара сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ те сапаланса каять. Сӑмах тӑвакан е сӑмаха улӑштаракан аффикссем тымарӗ ҫук пулсан — ытла та пӗлтерӗшсӗр. Ҫапла май вара пӗлмен ҫыншӑн «сӑ»-пала калаҫакан чӑвашлах пуплет пек, анчах та нимӗн те ӑнланса илме май ҫук. Чӗлхе ӑслӑлӑхӗнче ҫак вӑййа вара «вӑрттӑн чӗлхе» тесе ят панӑ.

Ҫак статьяна ҫырас шухӑш епле ҫуралчӗ-ха? Хайхи тӗнче тетелӗнче пӗр старницӑпа паллашрӑм — унта вара тӗнчери чӗлхесен таврашӗнчи кӑсӑклӑхсене уҫса панӑ (Naked Science ансат ӑслӑлӑх журналӑн сайчӗ). Ҫав шутра — «сысналла латынь» пирки те каласа панӑ. Вӑл та, иккен, пирӗнни пекех «вӑрттӑн чӗлхе», анчах акӑлчан чӗлхи ҫинче никӗсленнӗ. Шифрӗ унта ҫакнашкал: енчен те сӑмах пӗр е темиҫе хупӑ сасӑпа пуҫланать пулсан вӗсене сӑмах вӗҫне кайса лартаҫҫӗ те «ay» хушаҫҫӗ. Ҫапла май «ball» (чӑв. мечӗк) «all-bay» пулса тӑрать; «button» (чӑв. тӳпе, пускӑч) — «utton-bay»; «three» (чӑв. виҫҫӗ) — «ee-thray». Сӑмах уҫӑ сасӑран пуҫлансан вара ун вӗҫне «ay» (хӑш-пӗр вариантсенче — way, yay, hay) хушаҫҫӗ ҫеҫ. Тӗнче тетелӗнче акӑлчан чӗлхипе ҫырнӑ текста ҫак шифрпа улӑштаракан страница та пур. «Сысналла латыньпе» АПШ президенчӗ пулнӑ Томас Джефферсон та усӑ курнӑ теҫҫӗ. Юлташӗсем патне ҫыру ҫырнӑ чухне усӑ курнӑ пулать.

Хрантсуссен те хӑйсен варианчӗ пур иккен. Вӗсен вара ку япала «верлан» ятлӑ. Унта хупӑ сасӑсем кутӑнла вырнаҫаҫҫӗ, уҫӑ сасӑсем — вырӑнӗсемпе ылмашӑнаҫҫӗ.

Хамӑрӑннисем патнех таврӑнар-ха. 2009 ҫулта тухнӑ «Ача-пӑча фольклорӗ» кӗнекере ҫак вӑййа, паллах, сиктерсе хӑварман. Унта вара эп илсе панӑ тӗслӗхсӗр пуҫне ыттисем те тӗл пулаҫҫӗ. Сӑмахран, кашни сыпӑк ҫумне «пи» хушасси («Пилепина, пиырпиран пикипинопина пикапиятпипӑр-пии?»*); сӑмахӑн кайри пайне мала лартса («Нале, ӗэп акҫ мӗнреэкза ҫеми лепи?»**) тата ыт. те. Кӗнекере пурӗ 20 ытла тӗслӗх илсе панӑ. Ҫак пулӑм ман шутпа пирӗн чӗлхе вӑйлӑ аталаннине, эпир ытти халӑхсенчен нимӗнпе те катӑк пулманнине кӑтартса парать. Чӑвашла калаҫса ӳснӗ ҫынсенченех ыйтӑр — вӗсем сире ҫак «вӑрттӑн чӗлхесем» пирки каласа параҫҫех. Таҫти Хрантсине, инҫетри Британие те кайма кирлӗ мар — шифрласа калаҫассине эпир, чӑваш ачисем, хамӑрах шутласа кӑларнӑ (кунта чӗлхе уйрӑмлӑхне те пӗлме кирлӗ пулнӑ-ҫке!).

Пирӗнпе кӳршӗллӗ халӑхсен ку тӗлӗшпе ачасен пултарулӑхӗ мӗнле аталаннине пӗлме хӗн, ҫавӑнпа та вырӑссенне пӑхса илес терӗм. Хайхи шыравҫӑ мана Г.С. Виноградовӑн «Детские тайные языки» текен ӗҫе тупса пачӗ. Вӗсен те пулнӑ (пур?) иккен. Тӗслӗхрен, «то»-лла калаҫасси». Ак, сӑмахран пӗри: «Шуртокато котогдато метонято спротосятто тыто подтоскато зытовайто (Шурка, когда меня спросят, ты подсказывай)». Ку статьярах автор ҫавӑн пекех «тутни-чӗлхе», «зутни-чӗлхе», «вахара» (кашни сыпӑк хыҫҫӑн умлӑ-хыҫҫлӑн ва, ха, ра хушса пыни), «фита-чӗлхе» (кашни сыпӑк хыҫҫӑн «фита» хушса пыни), «драга» тата ыттисене илсе кӑтартать. Кунтах сӑмаха кутӑнла ҫавӑрса хурассине те кӗртнӗ. Кашни ҫак «вӑрттӑн чӗлхе» ытла пысӑк анлӑшпа сарӑлман пулас, кашни кӗтесӗн хӑйӗн тӗсӗ пулнӑ. Автор ҫавӑн пекех argot-чӗлхесене те вӗсем шутнех кӗртет — хайхи ачасен хушшинчи блатной чӗлхене.

Чӗлхе таврашӗнчи кӑсӑклӑх

Вӑрттӑн чӗлхесем пирки калаҫса пӗтернӗ хыҫҫӑн кӑштах кӑсӑклисем ҫинче чарӑнса тӑрар. Тен, эсир пӗлменни те пулӗ.

Белорус чӗлхин, иккен, арапла ҫырӑвӗ пур. Ӑна XVI ӗмӗрте хатӗрленӗ пулать. Ку ҫырулӑхпа литва тутарӗсем усӑ курнӑ. XIV–XVI ӗмӗрсем хушшинче вӗсем хӑйсен чӗлхине манса анӑҫ вырӑс чӗлхипе усӑ курма тытӑннӑ. Анчах ҫырнӑ чухне арап ҫырулӑхӗпе усӑ курнӑ. Алфавитра пурӗ 28 графема пулнӑ. Арапсен ҫук «ж», «ч», «п» сасӑсем валли тӗрӗк-перс графемисемпе усӑ курнӑ, «дз» тата «ц» валли хӑйсенне шутласа кӑларнӑ. «Ў» сасӑн графеми пулман, ун вырӑнне «в» вырнӑ. Палӑртса хӑварас пулать — белорус чӗлхин арап ҫырулӑхӗсӗр пуҫне латин ҫырулӑхӗ те пур.

 

«Ши ши ши ши ши» — капла ҫырсан пирӗншӗн нимӗн те ӑнланмалла мар пек. Анчах ку — пӗр сӑвӑ ячӗ. Ӑна шӳт пек паллӑ китай-американ чӗлхеҫи Чжао Юаньжэн хатӗрленӗ пулать. Классикӑллӑ китай чӗлхинчен куҫарсан вӑл «Ши хушаматлӑ ҫын арӑслана ҫини пирки калакан юмах» пек пулать. Китай иероглифӗсемпе ҫырсан классикӑлла китай чӗлхине пӗлекен ӑна лайӑхах ӑнланать. Сӑмахпа каласа парас пулсан вара — тавҫӑрма хӗн иккен.

Пиньинь системӑна куҫарса вӑл ҫапларах пулать:

«Shī Shì shí shī shǐ»

Shíshì shīshì Shī Shì, shì shī, shì shí shí shī.

Shì shíshí shì shì shì shī.

Shí shí, shì shí shī shì shì.

Shì shí, shì Shī Shì shì shì.

Shì shì shì shí shī, shì shǐ shì, shǐ shì shí shī shìshì.

Shì shí shì shí shī shī, shì shíshì.

Shíshì shī, Shì shǐ shì shì shíshì.

Shíshì shì, Shì shǐ shì shí shì shí shī.

Shí shí, shǐ shí shì shí shī, shí shí shí shī shī.

Shì shì shì shì.

 

Китай иероглифӗсемпе ҫырсан:

《施氏食獅史》

石室詩士施氏, 嗜獅, 誓食十獅。

氏時時適市視獅。

十時, 適十獅適市。

是時, 適施氏適市。

氏視是十獅, 恃矢勢, 使是十獅逝世。

氏拾是十獅屍, 適石室。

石室濕, 氏使侍拭石室。

石室拭, 氏始試食是十獅。

食時, 始識是十獅, 實十石獅屍。

試釋是事。

 

Китайла пӗлменнисем валли вара чӑвашла куҫарса парар (вырӑсла куҫарӑвӗнчен :) ):

Чул хӑвӑлра Ши Ши сӑвӑҫ пурӑннӑ тет, вӑл арӑслан ҫиме юратнӑ, пӗрре ларса вуннӑ ҫӑтнӑ.

Час-часах вӑл пасара ҫӳренӗ, арӑслансене илсе килмен-ши тесе пӑхкаланӑ.

Пӗрре ҫапла ирхи вунӑ сехетре пасара вунӑ арӑслана илсе килнӗ.

Вӑл вӑхӑтрах пасара Ши Ши те ҫитнӗ.

Вунӑ арӑслана курсан вӑл вӗсене ҫӗмренпе вӗлернӗ.

Вунӑ арӑслан виллине вӑл чул хӑвӑла илсе кайнӑ.

Чул хӑвӑлра нӳрӗ пулнӑ. Тарҫисене унта йӗрке тума хушнӑ.

Хӑвӑлра йӗрке тунӑ хыҫҫӑн вӑл апат ҫиме ларнӑ.

Ҫиме пуҫласан вара вунӑ арӑслан чӑннипе вунӑ чул арӑслан пулни палӑрнӑ.

Ҫакна ӑнлантарса пар-ха!

 

Ку статьяна Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлне ҫырасшӑнччӗ те анчах вӑхӑт тупайманнине пула халь кӑна май килчӗ.

__ __ __

* - Лена, ыран кинона каятпӑр-и?

** - Лена, эпӗ ҫак экзамӗнре миҫе илеп?

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики