Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.3 °C
Ибо не знают они, что много дурных, мало хороших.
(Гераклит Эфесский)
 

Софья Савнеш: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки

Софья Савнеш17.04.2015 20:3631672 просмотров

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ май пурте пĕлмен япаласем пирки сăмах хускатасшăн. Вĕсене тĕнче тетелĕнче ăнсăртран асăрхарăм.

• Вăрçă чарăнсан Çĕнтерÿ кунне 17 çул уявламаннине, ахăртнех, пурте пĕлмеççĕ.

• 1948 çултанпа Çĕнтерÿ кунĕ тĕп уяв шутланнă, анчах ăна никам та уявламан.

• Халĕ шутланă тăрăх, вăрçă хирĕнче 43 миллион совет çынни выртса юлнă.

• Вăрçă хыççăн 7 миллион çын кăна юлнă.

• Çĕнтерÿ хыççăн та Германипе СССР мирлешмен. Çапăçу вĕçленнине 1955 çулта кăна алă пуснă.

• СССР влаçĕ çапăçура вилнĕ çынсен йышне шутласшăн пулман. Сталин палăртнă çеç: 7 миллион. Вăл вилсен те ку хисепе тепĕр хут пăхса тухман. Ку ĕçе 1980 çулсенче çеç пуçланă.

• Вăрçăра 4 пин çын тыткăнра вилнĕ.

• Украинăри 334 яла нимĕçем халăхпа пĕрле çунтарса янă.

• Нимĕçсем ярса илнĕ чи пысăк хула – Чергнигов облаçĕнчи Корюковка. Икĕ кунра фашистсем 1290 çурта çунтарнă, 7 пин çынна вĕлернĕ.

• Совет Союзĕн Геройĕн ятне 87 хĕрарăм тивĕçнĕ.

• Медальсемпе орденсене кăларса ĕлкĕреймен, çавăнпа вĕсем пурне те лекеймен

• Вăрçăра 60 пин ытла йытă пулнă.

• Йытă саперсем 33 хулапа яла минăран хăтарнă.

• Гитлер Сталина мар, Юрий Левитан директора хăйĕн тăшманĕ тесе шутланă. Совет влаçĕ Левитана лайăх сыхланă. Гитлер ăна вĕлерекене 250 пин марка пама шантарнă.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Миккуль // 4292.84.0894
2015.04.26 06:51
Атӑрьха пӗрне пӗри ытларах итлеме,ӑнланма тӑрӑшар. Унсӑрӑн кунта сӳпӗлтетни кӑлӑхах, чӗлхене ҫемҫетни кӑна пулса юлат.
Ют Ҫын // 1993.03.2640
2015.04.26 08:48
Хамӑрӑн истори ҫине сахалрах сурсан лайӑх пулмалла малалли ӑрусемшӗн.
Agabazar // 2988.92.6009
2015.04.26 12:14
Agabazar
Леопольд:"Атьăр-ха, туслă пурнар, ачсем!"
Ыйту:

Мĕншĕн-ха Леопольд сăмахĕсем шутсăр кулăшла шутланаççĕ? Э?

bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.27 09:05
Хисеплӗ Админ!"Ак тытатӑп та Сайта хупса хуратӑп"-тесе ҫырнӑ ҫырусене ӑҫта чиксе хутӑн?.Аха,килӗшместь-им санӑн шухӑшпа пӗрешкел мар ҫырусене вулама? Ав Мӗнле демократи иккен кунта!Эпӗ малтанах пӗлсе тӑнӑ-ха кун пек пуласса. Америкӑна уҫни мар маншӑн.Хуп ара сайта,кама хӑрататӑн. Вырӑссем каланӑ пек:"напугали ежа голой попой"-темелли анчах юлать.
Ют Ҫын // 1321.38.7558
2015.04.27 10:56
"Украинăри 334 яла нимĕçем халăхпа пĕрле çунтарса янă."-кун пек калани тӗрӗсех мар.Ӑҫтан илнӗ кун пек информацине.СССР вӑхӑтӗнчи политикӑпа килӗшӳллӗн бендерӑ отрячӗсем ялсене ҫунтарнине нимӗҫсем ҫине тиенӗ.
Ют Ҫын // 1321.38.7558
2015.04.27 11:03
Сайта хупиччен ҫырса юлам ха. 1."Вăрçă чарăнсан Çĕнтерÿ кунне 17 çул уявламаннине, ахăртнех, пурте пĕлмеççĕ."-пӗлменни лайӑх и,пӗлни лайӑх и? Ман шутпа 9-май хӑҫан Уявлама пуҫланине мар, мӗнле майпа пӗтӗм арканнӑ ялхулана ҫӗнӗрен хута янине пӗлме тӑрӑшсан пит аван.
Agabazar // 1940.05.8006
2015.04.27 13:52
Agabazar
Гитлер капут!
Agabazar // 1940.05.8006
2015.04.27 13:52
Agabazar
Бор: " Вырӑссем каланӑ пек:"напугали ежа голой попой"-темелли анчах юлать."

Ку сăмахсене çак сайтра нумаях та пулмасть Акапасар илсе кăтартнăччĕ. Вăл вара (Акапасар ĕнтĕ!), хальхи вăхатра вырăс мар, чăваш шутланать. Чăн та, вăл хăй хăйне вырăс тесе шутлама ыйтни те пулнă ĕнтĕ. Анчах та ку халь мар, тахçанах....

Гутен морген! Гутен таг!
Гитлер кучĕ кăн-кăвак!
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.27 16:42
Акасапар,яланхи пекех,нимӗнпе те тӗлӗнтеримарӗ "Гитлер капут!" тенипе.Санӑн шайна унчченех пӗлнӗ эпӗ.Пуш параппан.Санпа калаҫса вӑхӑт ирттерес те килместь.Тен,мӗнле те пулин тӑнлӑрах чӑвашсем кӗреҫҫӗ форума пуль тесе кӗтетӗп те.Кӗтсе ҫитеримастӑп ӗнтӗ.
Айван // 4292.84.0894
2015.04.28 13:24

Agabazar 2015-04-27 13:52
Гитлер капут! Мӗне пӗлтерет ку? Мӗнле чӗлхепе ҫырнӑ?

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики