Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Усложнять просто, упрощать сложно.
(Нейер
(Паркинсон))
 

Софья Савнеш: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки

Софья Савнеш17.04.2015 20:3632155 просмотров

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ май пурте пĕлмен япаласем пирки сăмах хускатасшăн. Вĕсене тĕнче тетелĕнче ăнсăртран асăрхарăм.

• Вăрçă чарăнсан Çĕнтерÿ кунне 17 çул уявламаннине, ахăртнех, пурте пĕлмеççĕ.

• 1948 çултанпа Çĕнтерÿ кунĕ тĕп уяв шутланнă, анчах ăна никам та уявламан.

• Халĕ шутланă тăрăх, вăрçă хирĕнче 43 миллион совет çынни выртса юлнă.

• Вăрçă хыççăн 7 миллион çын кăна юлнă.

• Çĕнтерÿ хыççăн та Германипе СССР мирлешмен. Çапăçу вĕçленнине 1955 çулта кăна алă пуснă.

• СССР влаçĕ çапăçура вилнĕ çынсен йышне шутласшăн пулман. Сталин палăртнă çеç: 7 миллион. Вăл вилсен те ку хисепе тепĕр хут пăхса тухман. Ку ĕçе 1980 çулсенче çеç пуçланă.

• Вăрçăра 4 пин çын тыткăнра вилнĕ.

• Украинăри 334 яла нимĕçем халăхпа пĕрле çунтарса янă.

• Нимĕçсем ярса илнĕ чи пысăк хула – Чергнигов облаçĕнчи Корюковка. Икĕ кунра фашистсем 1290 çурта çунтарнă, 7 пин çынна вĕлернĕ.

• Совет Союзĕн Геройĕн ятне 87 хĕрарăм тивĕçнĕ.

• Медальсемпе орденсене кăларса ĕлкĕреймен, çавăнпа вĕсем пурне те лекеймен

• Вăрçăра 60 пин ытла йытă пулнă.

• Йытă саперсем 33 хулапа яла минăран хăтарнă.

• Гитлер Сталина мар, Юрий Левитан директора хăйĕн тăшманĕ тесе шутланă. Совет влаçĕ Левитана лайăх сыхланă. Гитлер ăна вĕлерекене 250 пин марка пама шантарнă.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 3720.45.0743
2015.05.06 19:35
Agabazar
Ют Ҫын // 2490.6.7880 2015-05-06 16:40: <<Юратать тенипе хисеплет тени хушшинче пысӑк уйрӑмлӑх пур>>

Ну юрĕ. Эппин эпĕ, калăпăр сире, ЮтÇына, юратса мар, анчах та чунтан-вартан хисеплесе "хăвашшист" е "йĕксĕк" теме хăтланса пăхăп. Вара эсир çавăншăн савăнса кайнă пулăттăр-и? Э?

Сăмах май каласан, Атила текенни "хисеплесе" çеç мар, "йоратса" та тенĕ....

Миккуль:<<"Сывă пултăр Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарни! Ура! Ура! Ура"-ку сӑпайлӑн мар,чунтан мар, иронипе калани>

Ирони мар. Сайтçăсене тема мĕн пирки иккенне аса илтерни. Атту пурте таçта

айккинелле сулăнасшăн....

Тимӗр // 4916-2612
2015.05.06 21:54
Акапасар юриех ухмаха пенӗ пек тӑвать пулас.Эсӗ тесе чӗнни фашист тени пулать-им?.Ыйтса пӑх-ха атте-аннерен.Эсир тесе каланӑ-и вӗсем кама та пулин?.Манӑн анне паянхи кун та ЭСӖ тет пурне те.
Agabazar // 3720.45.0743
2015.05.06 22:10
Agabazar
Халлап çапма кирлĕ мар.
Тытăр та сирĕнпе калаçакан мĕнле чĕнме ыйтать, çавăн пек тăвăр.
Мехмĕрленсе тăма кирлĕ мар.
Сиртен килти сăвакан ĕнене çавăтса кайма никам та шутламасть.
Шутласа ан тăрăр, кам сирĕн умра : чаплă вырăс-и унта е кăптăрмăш чăваш çеç-и... Пурпĕрех! Пурне те пĕр пекех тивĕçтерме лекет!
Вихтӑр // 3785.98.0134
2015.05.06 22:36
Чӑн та Халапп ҫапма кирлӗ мар. Ку кӑра этеме ача чухне пит хисеплемен пулмалла, халь ватлӑхра вӑйпа хӑйне хисеплеттересшӗн.
Agabazar // 3720.45.0743
2015.05.07 00:21
Agabazar
"... халь ватлӑхра вӑйпа хӑйне хисеплеттересшӗн..."

Калăр-ха-лĕ, ырă çыннăмăр, эсĕр ухмах-и, ăслă-и? :-(

Зина-Çинкка // 2523.19.5881
2015.05.07 07:17
Ырă кун,пултăр! Чă-ваш-сем-м-м!Мĕншĕн ЭСĔ,ЭСИР местоименишĕн-çынна хисеплесе чĕнекен сăмахсемшĕн тавлашмалла-а-а?Тĕлĕнтеретĕр.Кирлине ,ыррине нумайрах çын хушшине сарар-ха...Манар мар:Ырă сăмах лайăх кун пек.Усалăн йĕрне ан пус, теççĕ. Ырри патне çул уçар.Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çинчен калаçатпăр пулсан çĕтерÿшĕн кĕрешнĕ паттăр салтаксем,вăрçăра хыпарсăр çухалнă ентешсем çинчен тĕпчесе çырмалли мĕн чухлĕ!
Ют Ҫын // 1798.39.4855
2015.05.07 08:16
Историне, Тӑван Ҫӗрщывӑн Аслӑ вӑрҫи пирки эпир,паллах нумай пӗлимастпӑр.Анчах та иртнӗ вӑрҫӑра пирӗн мӑн асаттесем,асаттесем,аттесем, тетесем,асаннесемпе аннексем,акайсем хӳтӗленнӗ, аманнӑ,вилнӗ,хыпарсӑр ҫухалнӑ,асап тӳснӗ, тылра ӗҫленӗ тата вӑрҫӑ пӗтессе ӗмӗтленнӗ.Ҫавӑнпа та 9-мӗш май кунӗ чи малтанах Ҫавсене Асӑмра тытмалли,вӗсен паттӑрлӑхне сума сумалли кун пулса пырат.Паллӑ,историре кирлӗ мар пулӑмсем чылай.Ертӳҫисем те ҫветтуй мар пулнӑ.Чи малтан Хӑвӑра ҫав саманара мӗнле куратӑр?А эсир ҫӳп-ҫап шыраса ҫӳретӗр.
Agabazar // 3002.09.9134
2015.05.07 10:59
Agabazar
Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çуллахĕччен тата 2 (икĕ) кун юлчĕ
Ют Ҫын // 2645.33.1642
2015.05.07 17:49
Ыран "Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çуллахĕччен тата 1 (пĕр) кун юлчĕ" тесе ҫырса хума манмаҫҫӗ пулӗ ха.Ҫурҫӗр иртни пӗр минутрах-00:01-ҫырса хурсан аван.
Agabazar // 3002.09.9134
2015.05.07 18:27
Agabazar
Çитес вăхăта çапла шутласа пыракан приборсене ТАЙМЕР (Timer) теççĕ. https://ru.wikipedia.org/wiki/Таймер

Страницăсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, ... 11

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики