Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -6.7 °C
Если служащий всегда согласен с боссом, он бесполезен для бизнеса.
(Э. Хаббард)
 

Аçтахар Плотников: Шифр уҫҫине тинех тупрӑмӑр

Аçтахар Плотников10.04.2015 12:454296 просмотров

Кашкăр Иванĕсен Кĕçтенттинĕ шурă хут листине саккăра хутлатса çĕленĕ, кĕсьере чиксе çÿреме хатĕрленĕ типтерне (тетрадьне) малтанхи хут 1906 çулхи çурлан 16-мĕшĕнче çырса хуни паллă. Юлашки тăватă страницăра (80 – 84-мĕш питсенче) тата пĕрремĕшĕнче 11 сасă паллинчен йĕркеленĕ клише çапса тултарнă. Ăна поэтăмăрăн 1957 çулта тухнă çырнисен пуххинче чăвашла «касса тунă саспаллисен чернилпа сĕрсе пичетленĕ ÿкерчĕкĕ», вырăсла «отпечатки букв самодельного шрифта» тесе палăртнă. Асăрхаттарăвĕсене çыраканĕ (Н.Ф.Данилов) малтанхи çакă саспаллисене кăтартнă: Ч, Х, О, Т, Г, В, С. Типтерте лайăхрах çапăннă вырăнсенче çиччĕмĕш сасă паллийĕ «С» мар, «О» пулни аванах курăнать «В» тата «Р» паллăсене сылтăмран сулахай еннелле вуламалла çырса хунă, икĕ «У» паллине пуç хĕрлĕн çавăрса лартнă. Çапла вара, сĕрсе пичетленĕ ÿкерчĕкре саспаллисем акă мĕнле черетленсе пыраççĕ: Ч, Х, О, Г, Т, В, О, Р, Х, У, У.

Виçĕ саспалли икшер хут тĕл пулни (Х, О тата У), икĕ палла сылтăмран сулахаялла, теприне пуç хĕрлĕн çавăрса вулама тивни çак клише саспаллисен ÿкерчĕкĕ кăна марне, кунта темĕнле информаци пытарăннине, ăна шифрласа хунине уççăнах ăнланса илетĕн. Вăрттăн çăра уççине шыра-шыра эпĕ миçе çĕр çывраймарăм-ши, миçе тĕлĕк курмарăм-ши? Пĕрре тĕкĕр тытса вулама хăтланатăп, тепре кутăн-пуçăн çавăрса, хутăн тÿнтерĕ енне çавăрса пăхатăп, ниепле те çыхăнуллă сăмах е текст кураймастăп. Кăçалхи пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Слакпуçне ятарласа кайрăмăр, çав типтере сканерпа ÿкерсе килтĕмĕр (типтер оригиналне тĕпчесе эпĕ клишере «С» паллă çукне, вăл япăхрах çапăннă «О» пулнине палăртрăм). Манăн асапăм ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче, ĕç хыççăн киле çитсен вĕçленчĕ.

Çапла пулса иртрĕ çав ĕç. Вырăн ăшне кĕрсе выртсан ыйхă хăвăртрах килтĕр тесе эпĕ Кĕçтенттин клишине миçемĕш хут-тăр çавăра-çавăра вулама хăтлантăм, пĕлтерĕшлĕ сăмахсем шырарăм. Сулахайран сылтăмалла В О Р, çав паллăсенех тÿнтер енчен вуласан Р О В сăмахсем тупăнчĕç. Хайхи «Р» тата «В» паллăсене сылтăмран сулахаялла вуламалла çырнине аса илтĕм те вĕçĕнчен пуçнелле çапла вуласа пыратăп: У У Х Р О В. Чим-ха, кунта темле хушамат çырса хуман-ши? Юлташĕсен хушамачĕсене аса илетĕп, «ров»па вĕçленекеннисем çаксем: Александров (Герасим), Никифоров (Александр тата Петр), Петров (Осип) тата Федоров (Филимон). Юлнă пайĕ (Ч Х О Г Т) асăннă хушаматсенчен пĕринпе те вуланмаççĕ. Тата тусĕсен хушамачĕсене шифрласа çырнине те ăнлантарса çитерме май çук, мĕншĕн тесен типтерте ун йышшисене шифрламасăрах çырса хунă-çке!

Вуланман пайне малтанхи пекех сулахаялла вулатăп: Т Г О Х Ч. Ку пайĕ текстăн пуçламăшĕ пулма кирлĕ, сыпăнтарсан икĕ пайĕ çапла вуланчĕ: Т Г О Х Ч У У Х Р О В. Юнашар икĕ хупă сасă тăракан вырăнсем иккĕлентереççĕ, вĕсенче вăрттăн чĕлхери пек (чăвашра вăл анлă сарăлнă) ытлашши хупă сасăсем пур пек туйăнать. Икĕ «Х» палла кăларсан текст Кĕçтенттинсен класĕнче вĕрентнĕ Дмитрий Кочуров хушамачĕ евĕрлĕрех ят пулса тăчĕ: Т Г О Ч У У Р О В. Чăнах та çав шовинист-вĕрентекенĕн юри пăсса ( чăваш «акценчĕпе») çырнă хушамачĕ-çке ку: «Т (митрий) ГОЧУУРОВ». Типтерти текста 1906 çул вĕçĕнче е çĕнĕ çул пуçламăшĕнче клише туса çаптарнă. Çакă Кĕçтенттинсен класĕ пĕрремĕш петици çырнă вăхăтпа тÿр килет (1907 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕ). Унта Д.Кочуров чăвашсенчен кулни тата йĕрĕнни, хăйне мăнна хурса тытни çинчен тарăхса çырнă. «При этом объявляем, - пĕлтереççĕ вĕренекенсем И.Яковлева, - что мы с ним больше заниматься не будем; поэтому просим скорее назначить другого преподавателя». Пулас классик шовинист-вĕрентекенĕн йăпăлтатса каланă сăмахĕсенчен кулса («Мои закадычные друзья чуваши, а вы считаете меня чувашофобом») пичке хыçĕнче ларакан Кочуровпа Никифорова (вăл историпе географии вĕрентекен пуп пулнă) ÿкерсе хуни çинчен аса илсе çырни çителĕклех. Эпир вуланă текста та поэт Кочуровран кулса чăваш «акценчĕпе» (вĕрентекен ачасенчен хăй çапла мăшкăлласа кулнă ĕнтĕ) «Тмитрий Гочууров» тесе çырнă, ăна тĕплĕн шифрланă. Çав вăрттăн текст умĕн поэт çапла çырса хунă: «Почетный отзыв!!!». Клишесен хушшине(страницăра вĕсем пиллĕк) пилĕк хутчен «Интеллигенция» тесе çырнă. Бойкот тунă ачасем çав вăрттăнлăха пĕлнех пулĕ тетĕп, çак шухăша клишесен умĕнчи сăмахсенченех чухлама пулать. Тен, çывăх тусĕсемшĕн кăна паллă пулнă-ши вăл? Пирĕншĕн кунта урăххи пĕлтерĕшлĕ: пултаруллă Кĕçтенттин тантăшĕсене мăшкăлласа кулакан шовинистран хăйĕнчен тăрăхласа кулма вĕрентнĕ, тĕрлĕ мелпе (класри çырмалли хăма çине ÿкерсе, «мăшкăл клишине» нумай хут çаптарса, умĕнхи сăмаха хисеплĕ хаклав вырăнне хурса) тавăрма пултарнă.

Бойкот тунă чухне поэт хастаррисенчен пĕри пулнă тесе çирĕплетсе калама эпир çăра тупса вуланă текст та май парать. Вырăсла тасах калаçайман чăвашсенчен кулакансене вăл Пелепей хула училищинче вĕреннĕ чухнех (1902 – 1903 çулсенче) курайми пулса çитни, çавăнпа унта вĕренме пăрахса Чĕмпĕрти чăваш шкулне çул тытни паллă. Сăвăç çамрăклах чăн чăваш тĕнчине туртăннин тĕп сăлтавне те çав шовинистсене хирĕçленинче курмалла-тăр. Ахальтен мар ĕнтĕ вун ултă çулхи ача чи малтан вĕрÿ-суру чĕлхисемпе, кĕлĕ сăмахĕсемпе кăсăкланать, чăваш тĕнĕнчи мифла халапсене, тĕрлĕ хăватсен пантеонне çырса илет, туйра пуса каччи пулса сикет, юмăçсемпе туслашать. Унăн хайлавĕсенчи сăнарсем пурте чăваш ячĕсемпе çÿреççĕ, яланах чăвашсем «çичĕ ютпа» вăрçă вăрçнине асăнаççĕ. Поэт çырнисенче ют тĕне вăйпа кĕртичченхи чăваш пурнăçĕ ÿкерĕннĕ. Кашкăр ятлă ăру пуçĕн пурнăçĕнчен çырма пуçланă повеç-сагăра Кĕçтенттин Пукачапа пуп çинчен те калама шухăшланă. Çав пăлхавçă чăваш ялĕсенчи пупсене çакса вĕлерме ирĕк пани историре питех те паллă факт. Мĕнлерех ÿкересшĕн пулнă-ши пирĕн çыравçă çав икĕ вырăс çыннине? Пĕрле вĕренекенсем аса илнине чăна хурсан, поэтăмăрăн Кашкăр ятлă ватă аслашшĕ Пугачев утаманпа чăнласах тĕл пулнă иккен. Тен, çав пăлхавçă чăвашсене Пелепейрен хăваласа янă тиексемпе пачăшкăна тавăрма пулăшаканĕ те пулнă? Шел, ăру историйĕнчен татăк-кĕсĕк кăна сыхланса юлнă, çавăнпа та унта автор пулăмсене еплерех сыпăнтарса пынине тĕплĕн пĕлеймĕпĕр ĕнтĕ. Çав халапсене тĕпе хурса каярах Ухсай Яккăвĕ «Тутимĕр» трагеди хайлани паллă. Унти ĕç-пуç та пăлхавлă пушкăрт çĕрĕсенче пулса иртет.

Вĕçĕнче çакна палăртмалла: генилле поэтăмăрăн пурнăçне те, пултарулăхне те вăхăтпа пĕр çыхăра пăхса хаклани кирлĕ. Унăн биографийĕнчи каярах пулса иртнĕ фактсене (1910 – 1914 çулсенчисене) вилĕмсĕр хайлавĕсене çырнă вăхăтпа питĕ асăрханса танлаштармалла, мĕншĕн тесессĕн çĕр виçевçинче тата тăван ялĕнче ĕçлесе пурăннă çулсенче (1909 çулхи çу уйăхĕнчен 1910 çулхи юпа уйăхĕччен) поэт чылай улшăнма ĕлкĕрни паллă (ÿнер ĕçне вăл çыравçă ĕçĕнчен маларах ларта пуçланă, сыпкалама тата чĕлĕм туртма кăмăлланă). Чĕмпĕрте вара, Юман Мĕтри çырни чăна килет пулсан, вăл Иван Дмитриев мусăкçă-Мефистофельпе хупахсене сахалах мар çÿренĕ иккен. Çав улшăнăва хăшĕсем унăн И.Яковлевпа тата саманапа килĕшÿ пулманнипе ăнлантараççĕ. Тăванĕсем вара ытларах шкул пуçлăхне айăпланă, поэтăмăрпа усă курнăшăн тата чирĕнчен сывалма çине тăрса пулăшманшăн ÿпкеленĕ. Çак шухăшсенче чăнлăхĕ пурах-тăр. «Нарспи» тата ытти хайлавĕсене çырнă тапхăрта поэт ытларах вырăс романтикĕсемпе чăваш «антикине» (йăлапа сăмахлăх тĕнчине) шĕкĕлченĕ, чăваша юратман çынсемпе тата тĕнчепе кĕрешнĕ. Ку ĕçре вăл Нарспипе пĕрешкелех. «Тмитрий Гочууров» тесе çырнине те вăрттăн прокламаципе танлатарма пулать. Кунта та поэтăмăрăн хăюлăхĕ тапса тăрать. Пĕтĕм этемлĕх хаклăхĕсем патне çыравçăмăр тĕнче литературипе паллашнинчен ытларах чăвашăмăрăн тĕнчине тарăннăн кĕрсе кайнипе çитнĕ тени чăннипех те тÿрре килет.

 

Виталий РОДИОНОВ, филологи тухтăрĕ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 2126.50.7868
2015.04.10 14:58
Agabazar
Çапса пăрахсан та ăслав докторне "тухтăр" тесе калас çук.
Agabazar // 2126.50.7868
2015.04.10 14:58
Agabazar
Юрĕ, малашне те тата мĕн те пулин çырса хурăпăр.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики