Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -7.7 °C
Истину сказать и попасть в темницу лучше, чем солгать и освободиться.
(Саади)
 

Аçтахар Плотников: Аслă Слакпуç ялĕнче Праски ятла хĕр ÿсет…

Аçтахар Плотников08.04.2015 16:325262 просмотров

(И.С.Максимов-Кошкинскийăн «Константин Иванов»

драми çине паянхи куçпа пăхсан) е

(«Вĕри юнлă çемçе чун» спектакль паянхи куракан куçĕпе)

 

 

К.Иванов çулталăкне халалласа кăçал республикăра чылай мероприяти иртет. Чăваш патшалăх академи драма театрĕ те хăйĕн кураканне парне турĕ – мартăн 26-мĕшĕнче «Вĕри юнлă çемçе чун» спектакль кăтартрĕ. Драмăри тĕп сăнар – чăваш поэзийĕн классикĕ Константин Иванов.

Спектакльне «чăваш театрĕн ашшĕн», И.С.Максимов-Кошкинский драматургăн 1950-1954 çç. çырнă «Константин Иванов» драми тăрăх лартнă. Пĕрремĕш хут сцена çине ăна К.Иванов çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа çав ятпах кăларнă пулнă. Каярах, 1954 ç. автор пьесăна содержани тĕлĕшĕнчен пуянлатнă, урăх сюжет йĕрĕсем кĕртсе çĕнетнĕ. Ку вариант 1968 ç. «Тăвăл хыççăн тăвăл» ятпа куракан умне тухнă.

Поэт çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа лартнă спектакле те режиссерĕ, театрăн илемлĕх ертÿçи В.Н.Яковлев урăх ят панă. Пĕтĕмĕшле илсен ячĕ содержанийĕпе килĕшсе тăрать тесен те юрать – К.Иванов сăнарĕ питĕ те «вĕри юнлă», хĕрÿ кĕрешÿçĕ пек пулса тухнă. Вăл чухăнсене пусмăрлакан, вĕсене «тарçă, чура вырăнĕнче усракан» тăван ашшĕне те, «ее величество умĕнче чĕркуçленекен» И.Я.Яковлева та, юратнă хĕрĕн Праскин усал упăшкине Микихвере те хирĕç тăма пултарать. И.С.Максимов-Кошкинский вăхăт ыйтнипе тĕп сăнара çавăн пек калăпланă пулнă – совет тапхăрĕнчи литературăпа историе тĕпчекенсем Константин Ивановра пролетари идеалогине саракан революционера курнă. Паянхи кун вара поэтпа пĕр вăхăтра ĕçлесе пурăннă çынсен аса илĕвĕсене тĕпе хурса тĕпчевçĕсем чăннипе поэт политикăран аякра тăнине, революциллĕ кĕрешĕве сивленине çирĕплетеççĕ (Ю.М.Артемьев). Паллах, чăваш халăхне, унăн культурине, чĕлхине классикăмăр юратни куçкĕретех, анчах та чăваш интеллигенцийĕн тĕллевĕсене вăл кĕрешÿпе мар, тăван халăха çутта кăларассипе, тĕнче культурипе хутшăнса чăваш чĕлхине, литературине, культурине аталантарассипе çыхăнтарнă.

Константин Иванов сăнарне чăн пурнăçри пек уçса панă пулсан спектакльти поэтпа И.Я.Яковлев хушшинчи хирĕç тăру та драмăри пекех хĕрÿллĕ пулса тухмĕччĕ ахăр. Вĕсем пĕр ĕç тунă-çке-ха.

И.Я.Яковлева чăвашсем хушшинче православи тĕнне саракан миссионер пек хакланă тапхăрта Петĕр Хусанкай та «Поэтпа миссионер» (1928) поэма хайланă пулнă. Унта К.Ивановпа И.Яковлев хушшинчи конфликт Максимов-Кошкинский пьесипе пĕр евĕрлĕрех. Анчах та халăх поэчĕ хăй йăнăш тунине ăнланса илсе каярах «Поэт» ятлă хайлав çырать, унта К.Ивановпа И.Я.Яковлев иккĕшĕ те чăваш халăхĕшĕн çунса тăни аванах курăнса тăрать. Шел пулин те, «Вĕри юнлă çемçе чун» спектакльте И.Я.Яковлев сăнарĕ пĕр енлĕ – халăха хирĕç каякан, «трон умĕнче упаленекен» пек пулса тухнă.

В.Н.Яковлев режиссер спектакле хатĕрленĕ чух И.С.Максимов-Кошкинский пьесине вырăнăн-вырăнăн улшăнусем кĕртнĕ, тĕллĕн-тĕллĕн кĕскетнĕ. Тен, çак И.Я.Яковлевпа К.Иванов хушшинчи хирĕç тăрăва та тарăнрах, уçăмлăрах, паянхи куракана истори пулăмĕсене тĕрĕс ăнланса илмелле уçса панă пулсан аванрах пулĕччĕ. Р.Прокопьевăпа килĕшсе: «Константин Иванова урăхларах, çÿллĕрех шайри хирĕç-тăрура курасшăнчĕ», – тесе калас килет [Хыпар, 2015, пуш, 27].

Тата тепĕр самант – «Нарспи» поэмăн сюжечĕ çуралнине пьеса авторĕ ансат, чăн пулăмсемпе çыхăнтармасăр ăнлантарса парать. Çавăнпа та куракана спектакльти ĕç-пуç илемлĕ тĕнчере пулса иртнине, ăна чăн пурнăçпа пăтраштармалла маррине шута илме сĕнес килет.

Пĕтĕмĕшле илсен спектакль аван пулса тухнă. Халах йăли-йĕрки, чăваш юрри-кĕввиллĕ массăллă сценăсем ăна пуянлатаççĕ кăна. Хăйне майлă К.Иванов пурнăçĕн пĕр енлĕ илемлĕ интерпретацийĕ тесе хакламалла ăна. Чăваш халăх кун-çулĕнче паллă йĕр хăварнă çынсем çинчен калакан историллĕ драма япалисем сахал чăвашсен. Çавăнпа та ку спектакль чăваш искусствин çитĕнĕвĕ тесе хакласан та йăнăш пулмĕ тесе шутлатăп.

Кириллова И.Ю., литература тĕпчевçи

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 1714.70.3397
2015.04.09 01:00
Agabazar
Пирĕн пурнăçра "Слакпуç чĕлхи" мар, стандартлă чăваш чĕлхи малта тăрать.

Стандартлă чăваш чĕлхине тапăнакансене — НАМĂС!!!!!!!!!!!!!!!!!!!
Agabazar // 1705.89.1049
2015.04.10 09:06
Agabazar

...Псаки ятлă хĕр ÿсет! :-)

Ют Ҫын // 3199.70.7123
2015.04.16 16:58
ҪНарспирен,К.В.Ивановран кулни мар им ку?
Зина // 3223.49.0318
2015.04.22 06:32
Хамăртан хамăр кулар мар-ха, çынсене ие култарар мар.
Agabazar // 4069.80.3950
2015.04.22 09:17
Agabazar
Хăшпĕрисем Эмерĕксене ытла та хытă шеллеме, хĕрхенме пуçларĕç. Теприсем тата хăвашшист ярапланĕсемшĕн куççуль юхтараççĕ. Темĕн, ырра мар пуль ку....
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.22 09:32
Каллех ухмаха переть Акасапар. Ан култар-ха хӑвӑнтан, тата ытларах тӑван халӑхран ыттисене. Манӑн тахҫанах ҫакӑн пек шухӑш пурччӗ-ха,эпӗ унҫинчен пӗрре каланӑ та."Засланный казачок" мар-и ку Акасапар. Ытла та вӑрҫтарасшӑн ҫавӑрттарать-пӑтратать.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики