– мăшăртан иккĕшĕ те шанчăклă, хăйсен хутшăнăвне аталантарасшăн.
Ăнăçлă мăшăрланнисем хăйсене кирлĕлĕхне çак енĕпе тивĕçтерееççĕ: чун-чĕре тата ÿт-пÿ енчен çывăхланнинче; ар-арăмлă хутшăнура; хăйсен ĕçне тата тавралăха юратнинче.
Çывăхлану пирки каласан, ăнăçлă мăшăрланнă çынсем хăйсене мĕн пăшăрхантарни, мĕн туйни пирки пĕрне пĕри каласа кăтартаççĕ, пĕр-пĕрин пурнăçĕпе, кăмăл-туйăмĕпе кăсăкланаççĕ. Чун-чĕре тата психологи тĕлĕшĕнчен çывăхланине пула вĕсем хăтлă туяççĕ.
Ăнăçсăр мăшăрланурисем ăнманлăхран хăраççĕ. «Кĕнекере çырнă пек туймасан эпĕ чăн-чăн хĕрарăм е чăн-чăн арçын мар», «Йăлтах партнертан килет», «вăл мана юратнă пулсан ăнланнă пулĕччĕ» йышши шухăшпа минреççĕ.
Пĕр пек япалапа кăсăкланаканни те хутшăнăва çирĕплетет.
Ăнăçлă мăшăрланнă çынсем хăйсене мĕн пăшăрхантарни-шикленнине ăнланаççĕ, çакăншăн теприне айăпламаççĕ.
Ар-арăмлă хутшăнура кăна мар, ахаль чухне те пĕр-пĕрин çумне перĕнни те çынсене питĕ кирлĕ. Ача чухне ачашлăха туйманнисем кайран та, ÿссе çитсен те, партнер çумне перĕнесшĕн мар.
Ар-арăмлă хутшăну та ăнăçлă мăшăрланурисене киленĕç кÿрет.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.