Agabazar // 3291.61.1705
2015.03.15 15:33 | |
Agabazar // 3002.09.9134
2015.05.07 18:49 | |
Орфографи "фронтне" хамăн çарăма тепĕр хут илсе тухасшăн. <a href="http://chuvash.org/news/9033.html">http://chuvash.org/news/9033.html</a>
Орфографи комиссийĕн пуçĕнче — Петĕр Яккусен, ытларах поэт пулнипе паллăскер. Ну мĕн калама пулать ку тĕлĕшпе? Поэтăн пултарулăхне эпĕр пĕлкелетпĕр. Вулакаланă. Чĕлхе пĕлевĕ тĕлĕшпе çыхăннă пăстаçа илсен вара.... кăштах аптрамалла! Филологи ăславĕсен кандидачĕ П. Яковлев — çĕре кĕнĕ И.Андреев профессорăнвĕренекенĕ шутланать. Эппин, мĕн кĕтме пулать унран? | |
Пĕр хĕрарăм // 1695.2.6993
2015.05.07 20:39 | |
Эпир пурте И.А.Андреев вĕренекенĕсем.Вара мĕн? | |
Agabazar // 3697.44.8469
2015.05.07 23:04 | |
"...Эпир пурте И.А.Андреев вĕренекенĕсем.Вара мĕн?..."
Сирĕн реплика мĕне пĕлтерет? Аслă шкулта унăн студенчĕ пулнă-и? Ун патĕнче аспирантурăра вĕреннĕ-и? Вăл ертсе пынипе наукăсен кандидачĕ пулса тăнă-и? Е наукăсен докторне тухнă-и Иван Андрейччă тивлечĕпе? А эп калани вара — питех те конкретлă япала! Кун пирки, тен, пит тăнлантарсах та тăмалла мар пуль. Пĕлекен — пĕлет. Петĕр Яккусен — лайăх поэт. Электрнлă вулавăшра та пур ун сăввисем. 14 сăвă халлĕхе. http://chuvash.org/lib/author/604.html | |
Пĕр хĕрарăм // 1354.90.2491
2015.05.08 14:25 | |
"Эппин, мĕн кĕтме пулать унран?"-сирĕн çак репликăра мĕнле ăнланмалла?Эсир хăвăр уçăмлăрах çырăр...Мана И.А.Андреев университетра вĕрентнĕ,манăн аттепе аннене пединститутра вĕрентнĕ. | |
Agabazar // 1468.24.6371
2015.05.08 17:07 | |
"...Мана И.А.Андреев университетра вĕрентнĕ,манăн аттепе аннене пединститутра вĕрентнĕ..."
Çак пĕчĕк сăлтав сире И.Андреев вĕренекенĕ теме май памастех ĕнтĕ. Ытла та пĕчĕккĕ ку сăлтав!!! "..."Эппин, мĕн кĕтме пулать унран?"-сирĕн çак репликăра мĕнле ăнланмалла?.." Чăваш çырулăхĕнчи хальхи пăтăрмахсем тĕпрен илсен И.А.Андреев ячĕпе çыхăннă. Эппин çак çыннăн вĕренекенĕнчен мĕн кĕтме пулать? Хăйĕн вĕрентÿçине хирĕç кайма пултарать-и вăл? "Платон ман тус, анчах та чăнлах хаклăрах" — çапла калама хăват çитерĕ-ши Петр Яковлевич Яковлев? |
ШЕДЕВР!
Тĕп сак айĕнчи тениех мĕне тăрать! :-)