АПШри Юта штатра хăйне евĕр çемье пурăнать. Вĕсем килте 30-ăн пурăнаççĕ: упăшки, унăн 5 арăмĕ тата вĕсен 24 ачи. Ку çемье пирки нумай пулмасть Америка телекуравĕ те кăтартнă.
43-ри çемье пуçлăхĕ Брейди Уильямс телейлĕ тесе шутлать хăйне. Вăл кун пирки, Ютăра нумай арăмпа пурăнма саккун чарать пулсан та, каласа кăтартма хăраман. Арçын кунта ним япăххи те курмасть. Кун пек çемье телейлĕ те сывă пурăнма пултарасса ĕненет вăл.
Унăн арăмĕсем – Ронде, Поли, Нонни, Робин, Розмари – хăйсене «прогрессивлă полигамисткăсем» теççĕ, пĕр-пĕринпе хирĕçмеççĕ. Вĕсен сăмахĕпе, пĕрле 24 ачана воспитани пама пĕрре те йывăр мар.
Уильямс тÿрĕ эфирта çемье мĕнле пурăнни пирки каласа кăтартнă. Кашнин хăйĕн тивĕçĕ: пĕри тирпейлет, тепри пĕçерет, виççĕмĕшĕ ачасене пăхать. Кăштахран «рольсене» ылмаштараççĕ. Кашни арăмăн хăйĕн вырăнĕ пур: икĕ çуртра пĕтĕмпе 5 хваттер вырнаçнă.
Тĕлĕнмелле çемье пирки хатĕрленĕ репортажа куракансем тĕрлĕрен йышăнă: пĕрисем ырланă, теприсем çакна сивленĕ.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.
Пĕр япалана ăнлантарса паман: Мĕншĕн ку çитĕннĕ çынсем паянхи кун та тĕрмере мар?
Ют // 2513.88.9023
2015.03.09 12:05
43-ри çемье пуçлăхĕ Брейди Уильямс тата ун хӗрарӑмӗсем телелӗ теҫҫӗ вӗт хӑйсене.Ачисем пирки пӗлместӗп,вӗсем ашшӗне такампа пайласшӑн мар ман шутпа.Тен,Брейди мӑсӑльман.