Аçтахар Плотников // 1023.15.1646
2015.02.21 18:28 | |
Ку Енкка ӳкернӗ схема. Унта тӗпрен анатрисемпе вирьялсен тата анат енчисен ареалӗсем еплерех пулнине кӑтартнӑ. Схемӑласа. Йӑлӑм енче е Улатӑрпа Шӑмӑршӑ хушшинчи вӑрмансенче чӑвашсем пурӑннине те, паллах, ӗнентерме йывӑр. Мӗншӗн чикӗ шӑп Улатӑр патнеллерех иртнине те пӗлме ҫук. Чикки унта ҫав вӑрмансемпе пырать вӗт. | |
Agabazar // 1112.6.1519
2015.02.21 19:00 | |
Енкка хăй шутласа кăларман.
Вăл хăйĕнчен маларахри схемăсемпе усă курнă. В.Нестеровăн "Над картой Чувашии" кĕнекинче те пур, сăмахран (хура-шурă вариант). Улатăр вăрманĕсенчи палăртнă чикĕсем вара мана килĕшеççĕ. Анчах та унта ирçесен анклавĕсене пачах кăтартман (Алтышево, Атрать т. ыт те). Чăвашсем те унта Эйпеçсемпе Суйканра анчах мар. Çĕмĕрле хулинче вырăссем чăвашсенчен йышлăрахчĕ пулас. Атăл леш енче чăвашсем пайтах. Анчах та вĕсем çĕр-çĕр çул тĕпленсе пуранакансем мар. Юлашки вăхатсенче куçса ларнисем. | |
Неважно 2 // 3277.58.8127
2015.02.21 22:35 | |
Ашмарин икĕмĕш томĕнче чăвашсане пайлать: вирьяла, анатрине, анать енчине, словарьĕнче атьа та - айта | |
Agabazar // 1112.6.1519
2015.02.21 23:09 | |
Анат енчисен кăнтăрти чикки пăртик аяларах пулма тивĕçлĕ.
Админ:"Мӗншӗн чикӗ шӑп Улатӑр патнеллерех иртнине те пӗлме ҫук." Улатăр Сăр çинче вырнаçнă. Сăр тепĕр енче— никамах пит пурăнман вăрмансем. | |
Agabazar // 4059.44.3508
2015.02.22 20:37 | |
Шăмăршăна тата Улатăра карттă çинче тÿрĕ йĕрпе çыхăнтарас пулсан, çав йĕр таврашĕнче шăпах чăваш ялĕсем ларса тухнă пулĕччĕç: Баскак, Мулля, Суйкăн, Çĕнĕ Эйпеç. Улатăр патне çывхараспа çеç ирçесен анклавĕ пур. Сăмах май каласан, шăпах çав анклавра тĕнчипе паллă скульптор Степан Эрьзя ÿссе çитĕннĕ. "Будущий скульптор родился в 1876 году в деревне Баево Алатырского уезда Симбирской губернии в семье крестьянина. С детства его окружала великолепная природа родного края - дремучие леса, живописная речка Бездна,"
(Асăннă шыва чăвашла Пасна теççĕ, ку ята пăлхар несĕлсем Саккамран илсе килнĕ). Ст.Эрьзя çуралнă ял (Баевка) Мордва Республикинче пулмалла. Анчах вĕсен килйышĕ Пасна тăрăхне куçса килнĕ (Новобаевка ялĕ тетчĕç пулас). | |
Agabazar // 4059.44.3508
2015.02.23 02:32 | |
"Автобиография
Родился в 1876 году 28 сентября в деревне Баево Ардатовского уезда Симбирской губерни, теперь Ульяновской. В 1878 году пересилились в Алатырский уезд, той же волости, в так называемые Баевские Выселки на реке Бездне, средн дремучих лесов. С ранних лет стал рисовать и на берегу Бездны из черного ила начал лепить кошек и собак, а потом — плотогонов по реке Бездне. В 1885 году поступил в церковно-приходскую школу в селе Алтышево в восьми верстах от Баева." Новобаевка мар, Баевские Выселки темелле иккен!!! Леш хайхи Баевка вара Ардатов уесĕнче пулнă (Халĕ Ардатов районĕ) | |
Agabazar // 2190.51.0822
2015.02.25 07:18 | |
Мĕншĕн-ха Степан Эрьзя çинчен самаях каласа кайма тиврĕ? Мĕншĕн тесен эпир пăхса тухакан карттăра Ирçесен анклавĕсене вĕтĕ пăнчăсемпе те пулин кăтартман вĕт!!! |