Васса // 1143.6.5867
2015.01.26 18:37 | |
Раççейри ытти халăхсен чаплă ывăл-хĕрĕсене те пĕлсех каймаççĕ халь,чăвашсенне çеç мар.... | |
Ача // 4117.51.7078
2015.01.26 18:46 | |
Акапасар, эсӗ кунта ҫӗнни нимӗн те каламарӑн. Пин хут вуланӑ. Ликбез - кам валли7 | |
Галина Зотова // 7797-9392
2015.01.26 20:30 | |
Чӑваш халӑх хастарӗсем Слакпуҫне кайса килни пирки видео пӑхрӑм. Пушкӑртра пурӑнакансем чӑвашсем патне Шупашкара килсен асӑнмалӑх чӑвашла открыткӑсем туянасшӑн пулнӑ, пирӗн вара чӑвашла ун пек открыткӑсем пачах та ҫук темелле. "Пирӗн лавккасенче пушкӑртла ҫырнӑ темӗн тӗрлӗ открытка та пур: ҫуралнӑ кунпа та, юбилейсемпе те, ҫӗршыври е республикӑри уявсемпе те пушкӑртла ҫырнӑ открыткӑсем темӗн чухлех! Сирӗн пачах та ҫук!"- терӗ Слакпуҫӗнчи пӗр вӗрентекен. | |
Agabazar // 1289.62.7259
2015.01.27 09:06 | |
Ача // 4117.51.7078 2015-01-26 18:46: <<Акапасар, эсӗ кунта ҫӗнни нимӗн те каламарӑн. Пин хут вуланӑ. Ликбез - кам валли7>>
Гиперкаçăпа кайса вуласа тухăр, вара калăр: пур-и унта ÇĔННИ е çук-и? атту вĕреннĕ эпĕр каппайланма: кашниех улăп, кашниех шутсăр пысăк ăсчах... :-( Е тата шутласа пăхăр: йыш тĕлĕшпе ЧĂННИПЕ чăвашсем миçемĕш вырăнта? | |
Agabazar // 1289.62.7259
2015.01.27 14:04 | |
Ача: <<Ликбез —кам валли?>>
Иван Мучин ак çакăн пек калав пур: "Хурах!.. Хут вĕрентеççĕ!"http://chuvash.org/lib/haylav/59.htmlЭпир халь пурте шутсăр пысăк уччёнăйа тухнă та, пире пĕр сăмах вĕрентсе калама юрамасть! Чăннипе вара пурсăмăр та пур енчен те калама çук хавшак. Чăн малтанах ăс-хакăл енĕпе хавшак! Çавах сăмсасене каçăртма мекĕçленетпĕр... | |
Владимир // 3555.90.0234
2015.01.27 14:16 | |
Анчахрах Админ Чӑваш Ен картине ӑсталарӗ. чӑваш чӗлхипе тухакан хаҫат-журналсем те тухаҫҫӗ. Хамӑра хамӑр кӑтартма вара (презентация), чӑнах та пӗлейместпӗр. Вӗренес пулать. | |
Agabazar // 1289.62.7259
2015.01.27 14:22 | |
Картине мар, КАРТТИНЕ
Чăваш хаçат-журналĕсем, тем, тухăнасшăнах мар çав... http://chuvash.org/blogs/comments/2258.html |