10. Кӗленче евӗр йывӑҫ Намибире ӳсет. Вӑл Ҫӗр ҫинчи чи хӑрушшисенчен пӗри. Унӑн кӑштах кӑна сӗткенӗ те питӗ наркӑмӑшлӑ. Тахҫан бушменсем ӑна ухӑ вӗҫне сӗрсе усӑ курнӑ. Ята йывӑҫ калӑпӑшне кура панӑ. Вӑл ытларах чухне Намибири пушхирсенче ӳсет. Унӑн чечекӗ кӗрен е шурӑ тӗслӗ.
9. Вована йывӑҫ, унчченхи Секвойя, - АПШри Йосемит наци паркӗнче. Вӑл ӳкнӗ хыҫҫӑн ӑна туннель тунӑ. 1881 ҫулта йывӑҫра шӑтӑк тунӑ, ҫавӑнтанпа вӑл туристсене илӗртме тытӑннӑ. Вована 1869 ҫулта юр нумаййине пула ӳкнӗ. Вӑл 2300 ҫулта тесе шухӑшлаҫҫӗ.
8. Мадагаскарта Баобаб ӳсет. Вӗсем 1000 ытла ҫулта. Баобаба ҫухалма пуҫланӑ тӗс йышне кӗртнӗ. Чылайӑшӗ 80 метр ҫӳлӗш ӳсет, вулли 25 метр сарлакӑш пулаять. Мӑнтӑрланнӑ вулли шыв ҫӑлкуҫӗ шутланать. Вӑл уйрӑмах типӗ ҫулталӑкра меллӗ. Ҫак йывӑҫ 24 сехетлӗхе ҫеҫ чечеке ларать.
7. Камбоджӑра Бомбакс йывӑҫа курма пулать. Анчах пур ҫӗрте те мар. Йывӑҫ тымарӗсем ӗлӗкхи храма явса илнӗ, хӑй йывӑҫӗ вара питӗ ҫӳллӗ ӳсет. Храма ЮНЕСКО списокне кӗртнӗ.
6. Калифорнири Гиперион тӗнчери чи ҫӳллӗ йывӑҫ шутланать. Вӗсем 1200-1800 ҫула яхӑн пурӑнаҫҫӗ. Вӑл 115,5 метр таран ҫӳллӗ ӳсет, диаметрӗ – 9 метр. Анчах йывӑҫӑн 95% касса пӗтернӗ. Халӗ вӗсене сыхлаҫҫӗ.
5. Персик пальмин ҫӗршывӗ - Коста-Рика тата Никарагуа. Анчах вӑл Тӗп тата Кӑнтӑр Америкӑра та ӳсет. Пальма вулли хура йӗплӗ. Вӑл 20 метра яхӑн ӳсет, ҫулҫи – 3 метр. Америкӑра пурӑннӑ ҫынсем унӑн ҫимӗҫне ҫинӗ. Тӗрӗссипе, унпа халӗ те сӑйланаҫҫӗ.
4. Хӗвелтухӑҫ Польшӑра кукӑр вӑрман ӳсет. Хӑшӗ-пӗри вӗсене ҫын авнӑ тесе шухӑшлать. Теприсем вӗсене ятарласа сӗтел-пукан, кимӗсем валли ӳстернӗ тесе калаҫҫӗ. Апла-и, капла-и – Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫинче хуҫи ҫак вырӑнтан тарнӑ. Халӗ ку вӑрман – чӑн-чӑн тӗлӗнтермӗш, вӑрттӑнлӑх.
3. Баобаб Санлэнд Кӑнтӑр Африкӑра ӳсет. Вӑл хупах пулса тӑнӑ. Вулли хӑвӑл, 1993 ҫулта унта хупах туса хунӑ. Унта 15-20 ҫын кӗме пултарать. Ҫак тӑрӑхра вӑл чи ҫӳллӗ, чи сарлака йывӑҫ. Тата – тӗнчери чи ватти. Вӑл 6000 ытла ҫулта.
2. Бурмис Канадӑра ӳсет. Тӗлӗнмелле те – вӑл 1970-мӗш ҫулсенчех вилнӗ, анчах халӗ те ҫӗрмест. Вӑл 600-700 ҫулта пулнӑ. 1998 ҫулта йывӑҫа ҫил ӳкернӗ, анчах ҫынсем ӑна каялла тӑратса лартнӑ. Темиҫе ҫултан вандалсем туратне хуҫнӑ, ҫынсем каллех каялла ҫыпӑҫтарнӑ. Кунта ҫынсем сӑн ӳкерӗнме кӑмӑллаҫҫӗ.
1. Пурнӑҫ йывӑҫӗ (Бахрейн) 400 ҫулта. Вӑл пушхирте ӳсет, таврара нимӗн те ҫук. Ун ҫывӑхӗнче шыв та курӑнмасть. Тымарӗ питӗ аялалла кайнӑ, ҫапла майпа шыв илет ахӑртнех. Ку вырӑна туристсем кӑмӑллаҫҫӗ. Ҫулсерен 50000 ҫын килет. Вырӑнти халӑх кунта Ҫӑтмах сачӗ пулнӑ тесе шухӑшлать. Йывӑҫа ЮНЕСКО сыхлать.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.
Кĕленче савăт тем тĕрлĕ формăллă та пултарать. Вĕсенчен кашнинех "бутылка" теме çук.
Сÿленкке йывăçĕ. http://termin.chv.su/term/2155.html