«Асамат & Шевле», «Салам» хаҫат-журнала кӑларакан Владислав Николаевпа тӗл пулса калаҫрӑмӑр. Тен сире те кӑсӑклӑ пулӗ — паллашӑр.
— Хӑвӑн пирки кӗскен каласа пар-ха.
— Елчӗк районӗнчи Шӑмалак ялӗнче 1974 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Шӑмалакри вӑтам шкулта пӗлӳ илнӗ, 1991-96 ҫулсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӗреннӗ. Вӗренсе тухсан тӗрлӗ хаҫат-журналта («Хыпар», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Молодежный курьер», «Хресчен сасси»), ЧР физкультурӑпа спорт министерствинче, Раҫҫей Перекет банкӗн Чӑваш уйрӑмӗнче ӗҫленӗ. 2011-13 ҫулсенче «Тантӑш» хаҫат редакцийӗ» автономи учрежденийӗн тӗп редакторӗнче тӑрӑшнӑ. Халӗ — ирӗклӗ ишевре, хам тӗллӗн хаҫат-журнал кӑларатӑп, ытти проектсемпе ӗҫлетӗп.
— Владислав Николаевӑн «издательство ҫуртӗнче» хальхи вӑхӑтра 2 кӑларӑм тухать. «Асамат & Шевле» ача-пӑча журналӗ тата «Салам» хаҫат. Вӗсем пирки пӗр-ик сӑмах. Вӗсене кӑларас шухӑш епле ҫуралчӗ?
— Тӗрӗссипе, хам тӗллӗн хаҫат кӑларасси маншӑн ҫӗнӗлӗх мар, «Хыпартан» кайсан «Го-о-ол!» спорт хаҫачӗ кӑларма пуҫланӑччӗ. Ун чух ҫамрӑк пулнӑ, лару-тӑрӑва туллин тишкерсе пӗтӗмлетме пӗлмен — ҫавӑнпа та 7 номертен ытла кӑлараймарӑм ӑна. Унтан «Спортивная Чувашия» хаҫат кӑларса тӑтӑмӑр 2 ҫула яхӑн. Ун чухне, чӑн та, укҫине уйӑракан тупӑнчӗ, эпӗ тӗп редактор тата журналист тивӗҫӗсене ҫеҫ пурнӑҫласа пынӑ.
«Асамат & Шевле» журнала кӑларас шухӑш 2013 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралчӗ. Мӗншӗн питӗ лайӑх астӑватӑп тетӗн-и? Ун чухне «Тантӑш» хаҫата «Хыпарпа» пӗрлештерес ӗҫ пыратчӗ. Тӗрлӗ ултавҫӑсене пула ман ӗҫрен каймалла пулчӗ. Тӗрӗссипе, Мускава кайса пӗрер ҫул стройкӑра ӗҫлесшӗнччӗ, пуҫа кантарасшӑнччӗ. Анчах юлашки кунсенче мана питӗ вирлӗ хӗсме пуҫларӗҫ. Ӗҫрен кайнӑ чухне паракан укҫа-тенкӗне парасшӑн мар ҫапла хӑтланчӗҫ. Ҫак кун — авӑнӑн 8-мӗшӗнче — мана министерствӑра питӗ аван «тӑн кӗртрӗҫ»: эпӗ 2 ҫул хушшинче нимӗн те туман иккен, эпӗ ӗҫлеме те пӗлместӗп иккен, ниме тӑман журналист иккен... Кӑштах хӳтӗленкелесе лартӑм-ха, анчах ытлашши вирлӗн калаҫмарӑм, чӑтрӑм. Шӑпах ҫав вӑхӑтра шӑла ҫыртса ӑшра «Эп сире кӑтартап-ха мӗнле журналист пулнине!» тесе шутларӑм та журнал туса хума тӗллев тытрӑм. Паян «Асамат & Шевле» журнал 8 пин тиражпа тухать, пӗтӗм республикипех саланать. Тӗрӗссипе, вӑл паян чи пысӑк тиражлӑ ача-пӑча журналӗ, ҫав шутра Шупашкарта тухса тӑракан вырӑслисене шута илсен те.
«Салам» хаҫата вара урӑх тӗллевпе кӑларма шутларӑм. Чӑвашла та вуланма интереслӗ хаҫат тума пулнине кӑтартса парас килчӗ. Ирӗклӗ, чӑннине тата тӗрӗссине, влаҫрисен йӑнӑшӗсем пирки уҫҫӑн ҫырма пултаракан хаҫат кӑларса пӑхас килчӗ. Хальлӗхе ӑнланса ҫитерейместӗп-ха — те кирлӗ кун пек хаҫат халӑха, тен, кирлӗ те мар, тен эпӗ Дон Кихотла ҫил арманӗсемпе ҫеҫ ҫапӑҫса пурӑнатӑп... Вӑхӑт кӑтартса парасса шанатӑп: енчен те хаҫат тиражӗ ӳссе пычӗ-тӗк — кирлӗ, енчен те ҫук-тӑк — хупса урӑх проектсемпе ӗҫлемелле пулать-тӗр...
— Хӑш хаҫат-журнал сан изданисен конкуренчӗсем пулаҫҫӗ?
— Конкурентсем тесе каласшӑн мар, чӑвашла мӗн чухлӗ ытларах хаҫат-журнал тухать — ҫавӑн чухлӗ аванрах тесе шутлатӑп. Ҫынсем те тӗрлӗрен вӗт, хаҫат-журналӗ те тӗрлӗрен пултӑр — вулакан хӑйех хӑйне мӗн килӗшнине суйласа илет. Чӑннипе каласан, паян пур чӑваш хаҫат-журналне те, телевидени-радиовне те патшалӑх укҫипе тытса тӑраҫҫӗ. Эпир вара бюджетран пӗр пус та илместпӗр, ҫакна уйрӑммӑнах палӑртса хӑварасшӑн. Ҫапла майпа, чиновниксен куҫӗсенчен пӑхмасӑр тӑвакан япаласем те кирлӗ, массӑллӑ информаци хатӗрӗсем тӗрлӗрен пулмалла.
— Юрӗ, вӗсемпе тупӑшмасӑр ӗҫлетӗн тейӗпӗр, анчах та вӗсенчен лайӑхрах пулас тӗллев пур-и? Сан кӑларӑмусен мӗнле лайӑх енӗсем пур тесе шутлатӑн?
Вӗсем хӑйсем пултарнӑ таран тӑваҫҫӗ ҫак ӗҫе, эпӗ хам пултарнӑ таран. Манӑн, чӑн та, лайӑхрах, самай лайӑхрах тумалла хамӑн ӗҫе, мӗншӗн тесен журналпа хаҫат пахалӑхӗнчен вӗсем мӗнле сутӑнасси килет-ҫке. Апла та капла та каять тесен туянма пӑрахаҫҫӗ те — кайран ҫухатнӑ чыса тавӑрасси ай-ай йывӑр пулать.
Мӗнпе лайӑхрах-и ман хаҫатпа журнал? Кунта, чӑн малтанах, танлаштарма май ҫук япаласем пирки калаҫатпӑр эпир. Эпир хаҫат-журнала питӗ пӗчӗк вӑйпа тӑватпӑр, ытти чӑваш кӑларӑмӗсенче вуншар-вуншар ҫын ӗҫлет. Паллах ку енӗпе эпӗ вӗсемпе нихӑҫан та танлашаяс ҫук. Тепӗр енчен, эпӗ ирӗклӗ, совеҫ ирӗк панӑ таран темӗн ҫинчен те ҫырма пултаратӑп. Вӗсем бюджетран укҫа илсе тӑнӑран влаҫрисен куҫӗнчен пӑхмалла — ку енӗпе вӗсем манпа танлашаймӗҫ. Ҫапларах лару-тӑру. Тепре калатӑп, хаҫат-журнал нумай пулнине эпӗ ырлатӑп ҫеҫ, ҫакӑ тавара (хаҫат вӑл тавар-ҫке) тата та лайӑхрах тума хӗтӗртсе пырать.
— «Асамат & Шевле» журнал пирки республика халӑхӗ пӗлсе ҫитрӗ темелле пуль. «Салам» пирки ытлашшиех пӗлмеҫҫӗ. Ҫак ҫитменлӗхе мӗнле татса пама, мӗнле пӗтерме шухӑшлатӑн?
— Хаҫата пӗлсе ҫитме — «Салам» пирки ҫеҫ мар, пӗтӗмӗшле илсе калатӑп — 3 ҫултан кая мар кирлӗ. Паллӑ ӗнтӗ, кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче ҫеҫ тухма пуҫланӑ кӑларӑма ят ҫӗнсе илме вӑхӑт кирлӗ. Ман административлӑ ресурс та, ытлашши укҫа-тенкӗ те те ҫук ҫӳлтен каласа ҫырӑнтарма е анлӑ реклама акцийӗсем ирттерме. Пӗртен-пӗр ҫул — хаҫата илӗртӳллӗ, кӑсӑк кӑларасси. «Вуланӑ-и, «Салам» хаҫатра ун пирки, кун ҫинчен ҫырнӑ...», — теекенсем ытларах пулсан хаҫатӑн тиражӗ те ӳсессе шанатӑп. Апла пулсан хаҫата тата илӗртӳллӗрех тумалла, кашни номертех хальччен пулман статьясем пулччӑр.
2015 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурҫулӗнче илсе тӑма халӗ ҫырӑнтару кампанийӗ пырать. «Салам» хаҫата ҫырӑннисем ҫурҫул хушши лайӑх хаҫат илсе тӑнисӗр пуҫне лотерейӑна хутшӑнса тӗрлӗ парне ҫӗнсе илме пултараҫҫӗ. 300 парне выляттарма палӑртатпӑр эпир, чи пысӑк парне — мультиварка. Ҫавӑн пекех хуҫалӑхра кирлӗ ытти хатӗр-хӗтӗр: тостерсем, блендерсем, карас телефонӗсем, чейниксем, сехетсем, утюгсем, савӑт-сапа тата ытти те. Лотерейӑна хутшӑнас тесен: 1) хаҫат ҫырӑнмалла 6 уйӑха, 2) «Салам» хаҫата «Чӑвашпичет» киоскӗсенче туянса унти купона касса илсе, тултарса редакцие ярса памалла. Тӗплӗнрех лотерея пирки хаҫатӑн кашни номерӗнчех ҫырса ӑнлантаратпӑр эпир.
— Хаҫат-журнал кӑларас ӗҫ ҫӑмӑл мар. Пысӑк редакцисенче ҫӗршер ҫын та ӗҫлет. Сан предприятире миҫе ҫын тӑрӑшать? Вӗсен йышне пысӑклатас плансем пур-и? Авторсен йышӗ пысӑк-и?
— Ӗҫлекенсем питӗ сахалӑн. Шутне каламастӑп та. Паллах ӳстерес килет ӗҫлекенсен шутне, анчах та ҫынсене тӳлемелле вӗт-ха, хальлӗхе тивӗҫлӗ ӗҫ укҫи сӗнейместӗп-ха эпӗ. Пӗчӗк укҫа сӗнме вара мана совеҫ ирӗк памасть. Авторсем тенӗрен, эпӗ кирек кампа та ҫыхӑну тытма хатӗр, енчен те пирӗн хаҫата тивӗҫтерекен статья пулсан хаваспах пичетлетпӗр. Енчен те материал «пиҫсех» ҫитеймен пулсан — пӗрлехи вӑйпа хатӗрлесе ҫитерӗпӗр. Енчен те хӑвӑр ҫырма пултараймасан — чӗнӗр, хам пырса ҫутатма хатӗр.
— Хуть те мӗнле ӗҫ те йывӑрлӑхсемсӗр пулмасть. Пӗр-пӗр проблемӑран ҫӑрӑлса тухсан вӑл пушшех та асӑмра юлать пуль. Хаҫат-журнал кӑларас ӗҫри ҫавнашкал мӗнле те пулин пӑтӑрмах пирки каласа параймӑн-и?
— Телее, хальлӗхе ун пекех йывӑрлӑхсем пулман-ха. Алӑ-ура тӗрӗс-тӗкел, чӗре тапать, куҫӑм курать, хӑлхам илтет — сывлӑх ҫеҫ пултӑр, ытти йывӑрлӑха ҫӗнтерме пулать. Пӑтӑрмах тенӗрен, ҫав хама усал суннӑ вӑхӑтсене аса илсе темиҫе хут та тишкеретӗп. Тӗрлӗ шухӑш пуҫа килет. Ун чухне чӑнах та тылларӗҫ мана, аван тылларӗҫ. Аслӑ юлташсем тӗрӗс каларӗҫ ҫав: ан вӑрҫӑн, хирӗҫсе вӑйна ан пӗтер, хӑвӑн ӗҫне ту, малалла талпӑн — вӑхӑт вара кам тӗрӗссипе йӑнӑшне хӑйех татса парать. Ӑҫта халь ҫав ҫынсем — мана ура хурас тесе ырми-канми тӑрӑшнӑ этемсем? Тепӗр енчен тав тӑвас та килет вӗсене, енчен те ҫавӑн чух тылламан пулсан паян «Асамат & Шевле» те, «Салам» та пулмастчӗҫ. Ку чӑн.
— Ҫак хаҫат-журнала кӑларнӑ вӑхӑтра хӑвӑн шутупа чи пысӑк ҫитӗнӳ мӗнли сан пулчӗ?
— Чи пысӑк ҫитӗнӳ — мана ҫынсем шанни, ман ӗҫе хисеплени. Мана «Асамат & Шевле» журнала эрне хушшинче шутласа кӑларнине ӗненместчӗҫ. Ҫапла, эрне хушшинче кӑларӑмӑн концепцине шутласа кӑларса, художник тупса ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. Виҫӗ эрнерен вӑл пичетрен тухрӗ. Журнал кун ҫути куричченех шкулсенче ӑна 1000 экземпляр таран ҫырӑннӑччӗ, мӗнлерех пулать вӑл, хитре-и, лӑпӑр-лапӑр-и — никам та нимӗн те пӗлмест-ҫке. Йӑлтах мана шаннипе, эпӗ ӗҫе начар тума пултарайманнине пӗлнипе вӗрентекенсем мана пулӑшу аллине тӑсса пачӗҫ. Ҫавӑнпах эпир паян та пӗрне пӗри шанса, хисеплесе, пулӑшса ӗҫлетпӗр.
— Эпир йӗркеллӗ ҫынсемпе яланах пӗр чӗлхе тупма, пӗрле ӗҫлеме хатӗр.
— Калаҫӑва вӗҫленӗ май малашнехи плансем пирки каласа параймӑн-и?
— Пирӗн плансем Наполеонӑннинчен пӗрре те кая мар. Кӗҫех чи пӗчӗк ачасем валли «Панулми» журнал кӑларма пуҫласшӑн. Унтан тата аслисем валли «ЭПИР. Эстрада. Политика. Илем. Реклама» журнал кӑларса пӑхасшӑн. Ҫавӑн пекех ҫамрӑк ҫыравҫӑсене пӗр тӗвве пухса литература альманахӗ е кӗнекесен ярӑмӗ пичетлесе вулакан патне ҫитересшӗн.
— Ыйтусемпе сӗнӳсем пулсан ӑҫта ҫырмалла, мӗнле ҫыханмалла?
— Кирек мӗнле ыйтупа та мана тӳрремӗн шӑнкӑравлама пултаратӑр: 8-987-737-60-90 (мтс) е 8-937-011-60-50 (мегафон). Ҫыру ҫырма электрон пуштин адресӗ: salam21salam@yandex.ru.
— Тавах.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.
Ку Акапасар часах кам вăл Туркай теме пуçлĕ. Пĕлейместĕн çав ăсчахсене--ыран тата тепĕр кун мĕн кăларса ывăтасса.
Варлам // 2497.04.3486
2014.11.25 22:07
пуçтарăннă кунта пĕтĕм лĕпĕрти хĕрарăм! Пĕр серьезный çын та çук сирĕн хушăра! Пуш параппансемпе карма çăварсем çеç эсир! Сирĕн хушăра Леонтьевăн чĕрне хурине тăракан çын та çук. Лексей пек ăслă-тăнлă çын - шел те - сайра çав чăваш хушшинче, вырăсла каласан бестолковыйсем вара кĕтÿпе кĕшĕлтетсе çÿреççĕ! Мĕн - тĕрĕс мар-им? Халиччен мĕн туса курнă этемсем лараççĕ-ши кунта?! Çавна питĕ пĕлес килет
Варлам хăта! Леонтьăфф Алюш мĕнле чаплă ĕçсем тунине тĕплĕнрех,кăшкăрмасăр каласа кăтарт-ха!Пĕлсе юлар хуть. Эпĕ,сăмахран,кабинетра ларнине,персональнăй машинпа çÿренине тата президиумра ларнине курнă пек çеç туйăнать.Вăйлăрах журналистсене хăваланине астуса юлнă.
Атила // 3913.58.4645
2014.11.26 10:29
Пĕтерчĕç Хыпăрти Алюша. Пĕр çын та çук ăна редакцире уççăн хÿтĕлекенни.Нивушлĕ çав териех хавшакскер пулнă?.
Тамбов кашкăрĕ сирĕншĕн "хăта"... (шÿт). Вăйлă журналистсенчен камах пит хăвăланă-ши Леонтьев? Илле Иванова пулсан кăна. Анчах та вăл (Илле Иванов ĕнтĕ) паянхи кун "уголовник" шутланать.
Апла пулсан та,"Алюша пире валли хăварăр пуçлăхрах"-тесе çавăн пек пысăк редакцинче никам та калаймарĕ пулмалла.Шел пулин те, 25 е 23 çул хушшинче никам та ăшă туйăм çуратайман хăй ăшĕнче.Алюша пурпĕрех, тепĕр çĕре каять те креслă тупать. Паллах,пурпĕр ял хуçалăхне ĕçлеме каймасть, унта пилĕкне хуçмастех вăл.
Ку ыйтуна Алюша парсан анчах хурав илме пулать. Ау, Алюш! Хурав пар Акасапара. Анчах та Алюш та ыйтма пултарать:"кам вăл Акасапар?". И он будет прав. Мĕншĕн тесен Акасапар виртуаллă пулăм.