Якур // 2775.70.8686
2014.11.16 20:58 | |
Шыв сикни, Шыв ÿкни --кунта 2 çыннăн та пулин пĕр-пĕрне итлесе пĕр тĕвĕ тума пĕлни вырăнлă. Унсăрăн виç чăваш калаçни çинчен тĕнчене сарăлнă анекдот пек пулать. | |
Аçтахар Плотников // 7435.3.5476
2014.11.16 21:52 | |
Таçти «упа шăтăкĕнче» пурăннĕ чăваш килсе лекнĕ те... Халь вара мĕн ăна пула пуç хĕрлĕ кутăн тăмалла-им? «Шывсикки» — тахçантанпа çирĕпленнĕ термин, ăна пурте пĕлеççĕ! Татах та шаларах кĕрсе кайсан «кĕрленкĕ», «сиктерĕш», «шарлак» сăмахсене асăнма пулать. Анчах вĕсене сахалтарах пĕлеççĕ. «Шыв ӳкни» ниçта та çук, унпа никам та усă та курман.
Вырăс чĕлхи ≠ чăваш чĕлхи. Вĕсен шывĕ ӳкет пулсан чăвашăн та ӳкнине пĕлтермест. Чăвашăн вăл юхать. Ку пулăмра вара чăваш шыва сикнине, шыв шавне «курнă», çавăнпа та «шывсикки» тенĕ. Кунта, паллах, пирĕн çӳллĕ шарлаксем çукки те хăй йĕрне хăварнă — пĕчĕккисенче вара шыв чăнах та сикнĕн туйăнать. | |
Аçтахар Плотников // 7435.3.5476
2014.11.16 21:59 | |
«Шыв сикни - прыжок воды»
«Неважно» тусăм, чăвашăн чылай япала вырăссенчен расна. Ак, тĕслĕхрен, чăваш «руль умĕнче» (перед рулем) тет, вырăс — «за рулем» (руль хыçĕнче). Ак тепре: «тасат» глаголăн синонимĕ «хурат». Вĕсен тĕпĕсене илес пулсан, пачах та антонимсем иккен: «таса»-«хура». Термин вара шкулти доскапа çыхăннă: вăл «хура» тĕслĕ пулнипе «хурат» та тасатнине пĕлтерет. Чăваш чĕлхин вăрттăнлăхĕсем чылай, вĕсене пĕлмесĕр сĕнӳсем пани вырăнсăр. | |
Agabazar // 3616.84.4123
2014.11.17 00:22 | |
Сикки= Сикĕ+и.
<br>Сикĕ=Сик+ĕ. (Танлаштарар: Пухă>Пуххи) Шыв сикни — пулăм. Шывсикки — термин, çутçанталăк объекчĕ. | |
Неважно // 4046.1.0244
2014.11.18 14:14 | |
Ӳкет пулмалла мар-и? Админĕ вырăс е мордвин пулмалла
Должен быть, должна быть, должно быть, должны быть - пулмалла Должно быть пришёл - килчĕ пулмалла Должно быть пришли - килчĕç пулмалла Админ пек пулмалла - должны быть как админ Агабазарне тӳлеççĕ пулмалла, Ман кунта çырас та килмеç) Унсăрăн - мĕнсĕрĕн? | |
Якур // 4141.14.3706
2014.11.18 14:37 | |
Шыв сикни çинчен тем те çырма хатĕр эсир. Анчах та "чăваш ялĕнче пурнакан кинемейĕн е тата кукаçин сыпă сикнĕ, ури мăкăлтаннă - сипленмелли вырăн Чулхулара çеç"-тесе çырмаççĕ. Венесуэллăри шыв юххи Прохоров текен олигарха тата Касьянов текен политика илĕртме пултарать. Юнеско эткерлĕхне часах ялта ним цивилизаци тытăмĕсĕр пурнакан карчăка кĕртĕç. | |
Аçтахар Плотников // 7435.3.5476
2014.11.18 14:41 | |
Якур, сана кам чарать? Ил те çыр — вырнаçтарăпăр. Эп вăл кинемее пĕлместĕп, кукаçине палламастăп. | |
Аçтахар Плотников // 7435.3.5476
2014.11.18 14:45 | |
«Агабазарне тӳлеççĕ пулмалла,
Ман кунта çырас та килмеç)» Çапла пуль, леш хальхилле каласан «америка агенчĕсем» укçа уйăрнă пулас, аха-и? Акапасарĕ хуть аслă пĕлӳ илнĕ. | |
Якур // 3023.93.1957
2014.11.18 23:26 | |
Намăс кун пек çырма,Аçтархар тăванăм.Çырăр малтан хамăр чăваш уникумĕсем çинчен,гуманитарисем!Кунта техника е производство темипе çырни кирлĕ мар.Эпĕ журналист мар,эп мĕн курнине е мĕнпе килĕшменнине кăна çырма пултаратăп. Аслă пĕлÿ çинчен--5 диплом пуçтарма пулать,анчах аслă пĕлÿсĕр юлма пулать. | |
Agabazar // 3293.49.9320
2014.11.19 05:11 | |
Хăш тĕлте çырнă кунта техника темипе?
Хăш тĕлте кунта производство темипе? |