Тӗнчере эпир пӗлменни, курманни чылай. «Вилӗм стени» пирки, сӑмахран.
«Вилӗм стени» - аттракцион. Вӑл пысӑк йывӑҫ пичке евӗр. Шалта, стена тӑрӑх, каскадерсем мотоциклпа ҫӳреҫҫӗ. Ҫакнашкал пӗрремӗш мотодром 1911 ҫулта Нью-Йоркра пулнӑ. Вӑл чылай ҫынна илӗртнӗ. Ҫавна май 1915 ҫул тӗлне АПШра куҫса ҫӳрекен кунашкал темиҫе мотодром пулнӑ. 1930 ҫул тӗлне вӗсен йышӗ 100-тен те иртнӗ.
Мотодром диаметрӗ – 6 метртан пуҫласа 11 метр таран. Куракансем мотоциклсене ҫӳлтен сӑнаҫҫӗ. Каскадерсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа стена тӑрӑх пыраҫҫӗ. Тимлӗхе ҫеккунтлӑха ҫеҫ ҫухатсан мотоцикл каскадерпа пӗрле аялаллла ӳкет.
Мотодромсем Индире анлӑ сарӑлнӑ. Кунта «Вилӗм стени» тӑрӑх мотоциклсем ҫеҫ мар, автомобильсем те ҫӳреҫҫӗ. Ытларах мотодром Адилабед хулинче анлӑ сарӑлнӑ. Унти «пичке» 10 метр ҫӳллӗш, 9 метр сарлакӑш.
__...__ - выделение слова ссылой.
__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.
__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.
**...** - выделение жирным.
~~...~~ - выделение курсивом.
___...___ - выделение подчеркиванием.