Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +3.3 °C
Жизнь чаще похожа на роман, чем наши романы на жизнь.
(Ж. Санд)
 

Таисия Ташней: Тӗнчери чи тарӑн юханшывсем

Таисия Ташней29.06.2014 21:264306 просмотров

Миссисипи

Ҫурҫӗр Америкӑра Миссисипи юханшывӗ питех те пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Вӑл 30 ытла штатӑн шывне пӗр ҫӗре пухать. Юханшывӑн тарӑнӑшӗ – 60 метр таран. Ҫавӑнпа та ун тӑрӑх карап таврашпе ҫӑмӑллӑнах кайма пулать.

Сент-Лоуреанс

Канадӑра та тарӑн шыв пур. Унӑн тарӑнӑшӗ – 65 метр таран. Вӑл Аслӑ кӳлӗсемпе ҫыхӑннӑ, вӗсене Атлантика океанӗпе тата Ҫурҫӗр Америкӑри ытти юханшывпа ҫыхӑнтарать.

Гудзон

Нью-Йоркра ку юханшыв паллисенчен пӗри. Унӑн чи тарӑн вырӑнӗ – 65 метр. Манхэттен утравӗ ҫинчен пӑхсан вӑл уйрӑмах илемлӗ курӑнать.

Хуанхэ

Китайра юхса выртакан Хуанхэ сарӑ шыв тенине пӗлтерет. Тепӗр вырӑнта унӑн тарӑнӑшӗ 80 метра ҫитет. Унӑн калӑпӑшне 1,6 миллиард тоннӑпа танлашать теҫҫӗ.

Амазонка

Амазонка – тӗнчери чи вӑрӑм юханшывсенчен иккӗмӗшӗ. Уйрӑмах тарӑн вырӑнта вӑл 90 метрпа танлашать.

Меконг

Азин Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ пайӗнчи чи вӑрӑм ҫак юханшыв тӑршшӗ – 4350 ҫухрӑм. Вӑл Китай, Лаос, Таиланд, Камбоджу тата Вьетнам урлӑ юхса иртет. Чӗрчунсемпе ӳсентӑрансем тӗлӗшпе вӑл тӗлӗнмелле пуян. Унта 20 пин тӗрлӗ ӳсентӑран ӳсет, сӗтпе ӳстерекен 430 тӗрлӗ чӗрчун, 1200 тӗрлӗ кайӑк, 800 тӗрлӗ рептилипе амфиби, 850-а яхӑн тӗрлӗ пулӑ пурӑнать.

Замбези

Африкӑри чи вӑрӑм юханшывсенчен тӑвтатӑмӗшӗ. Африкӑран вӑл Инди океанне чи нумай шыв илсе килекенни. Унӑн басейнӗ 1 390 000 тӑваткла киломтерпа танлашать. Нилтан ку вӑл икӗ хут пӗчӗкрех. Унӑн тарӑнӑшӗ – 116 метр таран. Вӑл Замбинчен юхма пуҫлать те Ангола витӗр иртет, Намиби, Ботствана чиккисемпе юнашар ирет, унтан каллех Замбине ҫитет, унтан – Зимбабвене, Мозамбика, унтан – Инди океанне.

Танай

Тӑршшӗпе – Европӑри иккӗмӗш юханшыв. Атӑл хыҫҫӑн. Германири Шварцвальд ту тӑрӑхӗнчен Бригач тата Бриг юханшывӗсем евӗр тытӑнать те Донауэшинген хулинче пӗрлешет. Унтан кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енне 2,872 ҫухрӑм тӑршшӗ юхать. Танайӑн Дельти урлӑ Хура тинӗсе лекиччен тӑватӑ тӗп хула витӗр иртет. Унӑн тарӑнӑшӗ – 178 ҫухрӑм.

Янцзы

Китайри тата Азинчи чи вӑрӑм юханшыв. Вӑл тӗнчери чи вӑрӑм юханшывсенчен виҫҫӗмӗш шутланать. Тарӑнӑшӗ 200 метра ҫитет.

Конго

Тӑршшӗпе (4690 метр) илсен Конго тӗнчере саккӑрмӗш вырӑн йышӑнать. Вӑл Луалаба тата Лувуа шывӗсем пӗрлешнӗ ҫӗрте, Алтай тӑвӗсенче пуҫланать. Атлантика тинӗсӗн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енне юхса каять. Унта юхса кӗрекен пысӑкрах юханшывсем шутӗнче – Арувими, Касаи тата Ломами. Тарӑнӑшӗ – 250 метр.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики