Тимӗр // 4916-2612
2014.06.18 22:28 | |
Кама валли чăвашла çырмалла?.Сансăр пуçне Тымарлан кăна курать кун пек танмарлăха. | |
Agabazar // 3909.41.0623
2014.06.19 00:42 | |
Timer // 4916-2612
2014-06-18 22:28:"Кама валли чăвашла çырмалла?" Епле вăл кама валли? САККУН ВАЛЛИ! Мĕн саккуна тата унăн саспаллийĕпе чунне хирĕçле çăвар уçса сăмахсем кăларма хăятăр! Кам сире ирĕк е хушу панă апла хăтланма? | |
Атнер // 3913.58.4645
2014.06.19 09:43 | |
Саккун ĕçлемес пулсан ăна улăштармалла.Халăх ыйтмасть пулсан,е халăха кирлех мар пулсан мĕн пустуй шурă хута хуратмалла?.Плотников сайт тытса тăнă май курать паллах кун пек йĕркесĕрлĕхсене.Тымарлан судра та чиновниксене куншăн "тустарнă".А капла,шел пулин те,ыттисене кăсăклах мар пулмалла ку тема. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.06.19 10:07 | |
Кун пек танмарлăха 10 çын кăна асăрхасан Чăваш Енъре малашлăх пирки калаçма пăрахсан та юрать. "Критический массă" çук халăхра, апла пулсан влаçа ку танмарлăха суд урлă кăна "асăрхаттарма" пулать. Çÿрет вĕт Шупашкарта "наци лидерĕ" пулнă анкă-минкĕ Архиппăфф. Ăна паянхи кун нимле танмарлăх та кăсăклантармасть. Апла пулсан конгресс бизнес инструменчĕ кăна вĕсемшĕн. Ытти фондсем те çавăн шайне талпăнаççĕ. |