Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
На свете нет ничего противоестественного.
(Анатоль Франс)
 

Софья Савнеш: Этем пурнӑҫне ҫӑлнӑ чӗрчунсем

Софья Савнеш15.05.2014 17:323715 просмотров

Йыта – ҫын тусӗ. Этем ытти чӗрчуна та кӑмӑллать. Ҫӗр ҫинче тӗлӗнмелле пулӑмсем пирки вулама тӳр килчӗ. Тӗлӗнмелле те, этеме вилӗмрен хаяр чӗрчун та ҫалать.

 

Питбуль йытта чылай ҫӗршывра килте тытма чарнӑ, мӗншӗн тесен вӑл питӗ хаяр. Пӗррехинче питбуль палламан хӗрарӑма тата унӑн ывӑлне вилӗмрен хӑтарнӑ. Хӗрарӑм ачипе вӑйӑ лапамӗнчен таврӑннӑ, паркра вӗсене арҫын ҫӗҫӗпе хӑратма пуҫланӑ. Хурах иккӗшне хускалмасӑр тӑма хушнӑ, хӑй ҫывӑха та ҫывӑха пынӑ… Кӗтмен ҫертен пысӑк питбуль сиксе тухнӑ та хураха тапӑннӑ. Йӗксӗкӗн ирӗксӗрех тарма тивнӗ. Ҫак йытӑ камӑн пулине, вӑл унта мӗншӗн пырса тухнине никам та ӑнланман. Ҫапах ҫын пурнӑҫне ҫӑлнӑ тӑватӑ ураллӑскер.

Мускав ҫывӑхӗнче пӗр овчарка хӑйӗн хуҫине вилӗмрен ҫӑлса хӑй куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ. Ӗҫ-пуҫ ҫапла пулнӑ: хӗрарӑм 5 ҫулти хӗрӗпе йытта каҫхине уҫӑлма илсе тухнӑ. Унччен те пулмасть – овчарка малалла тапса сикнӗ, ҫара пралука ҫыртса лартнӑ… Электриксем каланӑ тӑрӑх, йыта пулман тӑк е хӗрарӑм, е ача электричество пралукӗ ҫине пусса леш тӗнчене ӑсанӗччӗ.

Чылай чӗрчунӑн чун сисӗмӗ пуррине нумай пулӑм ҫирӗплетет. Акӑ Джерси ятлӑ кокер юлташӗпе самолетпа вӗҫме хатӗрленнӗ хуҫин шӑлаварне ҫыртса лартнӑ. Унччен ялан шӑп ҫӳренӗ йытӑ нӑйкӑшнӑ, хаяррӑн хамлатнӑ… Хуҫи пур пӗрех тухса кайма хатӗрленсен ӑна уринчен ҫыртнӑ. Ку, паллах, ҫемьене тарӑхтарнӑ, ҫула та туайман. Анчах ирхине хайхискерсем юлташӗ самолетпа ӳкнине пӗлнӗ. Тепӗр тӗслӗх: килсӗр йытӑ темиҫе ҫемье пурнӑҫне ҫӑлнӑ. Лешсем ӑна тӑрантаркаланӑ. Пӗррехинче йытӑ ҫуртсен алӑкӗ патӗнче питӗ вӑйлӑ нӑйкӑшнӑ. Ҫакна кура ҫемьесем урама тухнӑ ҫеҫ – пӳрт стенисем ҫӗр чӗтреннипе йӑтӑнса аннӑ.

Дельфинсем ҫынна путасран ҫӑлни – сайра тӗслӗх мар. Вӗсем путакансене ҫӳлелле – хӗвел тата сывлӑш патне – тӗксе кӑлараҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри инкеке лекнине ҫыран таранах илсе ҫитерет. Геродот дельфин Грецири юрӑҫа Ариона вилӗмрен ҫӑлни ҫинчен ҫырнӑ. Гастроль хыҫҫӑн вӑл Италирен тинӗс урлӑ ҫула тухнӑ. Корабль команди пуян пассажира тӗп тума, унӑн туприне хӑйне илме шухӑшланӑ. Ун чухне Арион юлашки хут юрлама ирӗк ыйтнӑ. Ари хыҫҫӑн вӑл шыва сикнӗ. Ун патне илемлӗ сасса илтсе дельфин ишсе пынӑ, ӑна ҫурӑмӗ ҫине лартса Матапан сӑмсах таран илсе ҫитернӗ.

1996 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗнче Буркфилдри зоопаркра инкек чутах пулман. 3-ри ача ӑнсӑртран гориллӑсем патне вольера лекнӗ те тӑнне ҫухатнӑ. Ҫынсем хӑрушӑ ӳкерчӗке курсан хытса тӑнӑ, чӗрчунсем тапӑнасса шикленсе кӗтнӗ… Анчах ачан хӳтӗлевҫи тупӑннӑ. Горилла ами пепке патне ыттисем пырасран хӳтӗленӗ. «Амӑшӗн» ӗнси ҫинче хӑйӗн пепки те пулнӑ. Хайхискер арҫын ачана йӑтнӑ та алӑк патне илсе кайнӑ, ҫӗр ҫине хунӑ. Кун хыҫҫӑн ачана вольертан ҫӑмӑллӑнах кӑларнӑ.

Дженис Вольф ҫаранра ҫӳренӗ. Унтах ӗнесем, 11 уйӑхри пӑру курӑк чӗпӗтнӗ. Хӗрарӑм сукмакпа кайма тытӑнсан унӑн ҫулне пӑру пӳлнӗ. Лешӗ унран пӑрӑнма хӑтланнӑ – усӑсӑр: пӑру тӗккелешме пӑхнӑ. Хӗрарӑм нимӗн те ӑнланман… Пӑру хыҫӗнче пӑхӑр пуҫлӑ ҫӗлене курсан ҫеҫ пӗтӗмпех ӑнкарнӑ. Ҫак ҫӗленсем – тӗнчери чи наркӑмӑшлисем мар, анчах хӗрарӑм наркӑмӑша питӗ сисӗмлӗ пулнӑ-мӗн, ҫавӑнпа ҫӗлен сӑхсан вилме пултарнах.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики